31 июля 2010 г.
Чăваш ЕнĔн çĕнĕ историйĕнче июлĕн 28-мĕшĕнче çĕнĕ йĕрке çырăнчĕ: депутатсем Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетсĕр вăтăрмĕш сессийĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Дмитрий Медведев Чăваш Республикин Президенчĕн полномочийĕпе тивĕçтерме сĕннĕ Михаил Игнатьев кандидатурине тĕплĕн тишкернĕ хыççăн сĕнÿпе пĕр саслăн тенĕ пек килĕшнине пĕлтерчĕç. Август уйăхĕн 29-мĕшĕнчен республикăна çĕнĕ Президент Михаил Игнатьев ертсе пыма пуçлĕ.
Сесси ĕçне Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота, Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров, Раççей Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Бударинпа Павел Семенов, Владимир Слуцкер сенатор хутшăнчĕç. Григорий Алексеевич çĕр-шыв Президенчĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă çырăвĕпе паллаштарнă хыççăн Николай Федоров Президент Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн тунă ĕç-хĕлне лайăх хак пачĕ.
"Пĕрлĕхлĕ Раççей" фракци сĕннипе партин регионти политканашĕн секретарĕ, Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский шухăшĕпе, çĕр-шыв Президенчĕ Михаил Игнатьев кандидатурине сĕнни – "тĕплĕн шухăшласа тĕрĕс тата вăхăтра тунă йышăну. Михаил Васильевич çĕр хăватне туйса ÿснĕ çын, пурнăçăн анлă шкулĕ витĕр тухнă, электромонтерпа комбайнер пулăшуçинчен ял хуçалăх министрне çитнĕ. Йывăр та пархатарлă ку ĕçре 9 çул тăрăшать. Михаил Игнатьев – чăваш юнĕллĕ çын, чăваш çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕ, унăн йăли-йĕркине, культурине аван пĕлет. Ку 67 процент таран титул нацийĕ пурăнакан республикăшăн çав тери пĕлтерĕшлĕ. Дмитрий Медведев шăпах вице-премьер – ял хуçалăх министрĕн кандидатурине республика Президенчĕ пулма сĕнни, манăн шухăшпа, республика Раççей аграри комплексĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнине палăртниех..."
Сасăлав хыççăн Михаил Игнатьев сăмах илчĕ. "Республика юлашки çулсенче хăватлă утăмсемпе малалла талпăнни çинчен калама кирлех те мар, ăна эпир кашниех лайăх куратпăр, – терĕ Михаил Васильевич, – анчах тумалли, ĕçлемелли те сахал мар. Пур хăватпа усă курса, тăван халăхăмăрпа пĕрле тăрăшса палăртнă тĕллевсене пурнăçлăпăр. Социаллă политика яланхи пекех тĕпре пулĕ. Шанăçа тÿрре кăларма хамран мĕн килнине пĕтĕмпех тăвăп".