31 июля 2010 г.
ТŸСМЕ çук шăрăх çанталăкра тыр-пула пуçтарса кĕртме çав тери йывăр. Апла пулин те «Карлинская» Агрофирма» ЗАОра хирсем пушансах пыраççĕ, çĕр ĕçченĕсем вырмара чăн-чăн паттăрлăх кăтартаççĕ.
Хуçалăх ертÿçи И.М.Абсалямов шухăшĕпе – тырăсене пĕлтĕрхи шайран пĕрре виççĕмĕш пайне кăна пуçтарса кĕртме май пур. Ун пек пулсан та ку çулшăн начарах мар. Сутасси пирки шухăшламалли те çук. Чăн малтан вăрлăх çителĕклĕ хатĕрлессишĕн тăрăшмалла, халăх валли уйăрмалла.
120 гектар çинчи урпана пуçтарса кĕртнĕ хыççăн «хир карапĕсем» çурхи тулă уйне куçĕç. Улăма та çийĕнчех пуçтарса-тюкласа пыраççĕ. Çак апата выльăх-чĕрлĕх валли çителĕклĕ хатĕрлесшĕн виçпÿртсем. Утă нумаях мар, мĕн пуррипе тирпейлĕ усă курма тивет.