31 июля 2010 г.
"ĔЛĔК ĕçекен çынран тĕлĕнетчĕç, халĕ – ĕçменнинчен", - тенине ватă нумай çынран илтме пулать.
...Çапла, майĕпен эрех ăшне путатпăр. Паянхи кун хаяр çав шĕвекпе этем шкул саккинчен пуçласах туслă. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, республикăра çулталăк пуçланнăранпа июнь уйăхĕччен 300 яхăн çын эрех-сăра ĕçсе вилнĕ. Ытарлă каласан пысăк пĕр ял пĕтнĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле хисепĕ тата та ÿсет.
Лайăх пурнăçран иртĕхетпĕр çав ĕçкĕпе. Тăр кăнтăрлах урам тăрăх упаленетпĕр. Ĕçекен çын çине пăхма та хăрушă. Пичĕ-куçĕ шыçăннă, хăçан мунча кĕнине, вĕри апат çинине, таса вырăн çинче çывăрнине те маннă пулĕ вĕсем. Ĕçкĕçсем çемьен çăкăр çимелли юлашки укçипе е килти япаланах сутса çуттине туянаççĕ. Çакăн пек ÿкерчĕк кашни хулара, кашни ялта курма пулать. Çулланнă çынсем кашни кунах ÿсĕр çÿренинчен тĕлĕнместпĕр те ĕнтĕ. Халĕ вара çамрăксем те тăр кăнтăрла вăтанмасăрах мухмăрлă-сухмăрлă çÿреççĕ.
Ялта юлнă çамрăксенчен час-часах çакăн пек каланине илтме пулать: "Пурнăç кичем, ирĕксĕрех эрех ĕçме вĕренетĕн". Каçхине вара клуба каяс вырăнне лавккана е вăрттăн эрех сутакан патне çул такăрлаççĕ. Нивушлĕ тĕнчене эрех-сăра анчах илем кĕртет; Хальхи вăхăтра кăнтăрла парта хушшинче ларакан ача каçхине ÿсĕр çÿренинчен те тĕлĕнмелле мар. Çула çитмен-ха – эрех черккипе туслашма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Сывлăха физкультурăпа тата ĕçпе пиçĕхтерсе çирĕплетесси вара асра çук.
Çамрăк хĕрарăм ĕçкĕпе аташнине мĕнле ăнлантармалла-ши; Нумайăшĕн мăшăрĕсем Мускава укçа ĕçлеме тухса каяççĕ те – вĕсемшĕн вара улах пурнăç пуçланать. Ик алла пĕр "ĕç" – эрех черкки. Акă пĕр пĕлĕш каласа пани халь те пуçран тухмасть. Вăтăр çулти хĕрарăм иккĕри ачине эрехле сутса хăварнă. Яваплă органсем вара ачине шыраса тупнă, хĕрарăмран амăшĕн прависене туртса илнĕ.
Арçынпа пĕр тан çеç мар, ытлашшипех ĕçет чылай хĕрарăм. Ĕçкĕ-çикĕре арçынни мăшăрне çавăтса килнине те час-часах курма пулать. Хĕрарăм – пурнăç, çемье тыткăчи тетчĕç. Халĕ вара;
Эрех темле ăссăрла ĕç те тутарттарать. Ÿсĕр пулнăран путса, çакăнса, çунса вилеççĕ, машинăпа çапăнаççĕ, ытлашши ĕçнипе хăшĕ-пĕрин чĕри чăтаймасть. .. Çапла вара черккене пула пайтах çын вилет.
Нуша, хуйхă-суйхă курнă çынсем те эрехре çăмăллăх шыраççĕ. Пĕр черкке хыççăн иккĕ, ...тăваттă. Урăх ĕçместĕп тесе калама именетпĕр. Эрехĕ вара пиртен те юлать. Паянхи кунччен никама та пулăшайман та, сиплеймен те вăл. Пурнăçăн кукăр çулĕпе анчах илсе кайнă.
Хаксем ÿссе пынăçемĕн эрехĕ те хакланать. Хакĕ ÿсни пĕр хăнăхнă çынна хăратмасть-çке. Чăвашстат кăтартăвĕсем та çакна çирĕплетеççĕ. Кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче çынсем шампань эрех – 7,2, шурă эрех – 13, сăра – 20,5, хĕрлĕ эрех – 26,9, коньяк 61,3 процент, (пĕлтĕрхи тапхăрпа ташлантарсан) нумайрах ĕçнĕ. Кунта хăйсем юхтарса тунă (сăмакун), алăран туяннă хаяр шĕвексене кĕртмен-ха.
Чăвашсем 40-50 çул каялла сăрапах туй, ĕçкĕ-çикĕ, ниме ирттернĕ. Халĕ вара эрехне ыйтсах ĕçетпĕр. Намăс!