Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр-шывшăн кашни çын пĕлтерĕшлĕ

07 августа 2010 г.

РАÇÇЕЙ империйĕн халăхĕн чи малтанхи тата пĕртен пĕр çыравĕ 1897 çулта иртнĕ, юлашки, çĕнĕ Раççей историйĕнче пĕрремĕш çырав – 2002 çулта.

Иртнĕ, çырав мĕн пĕлтерчĕ?

Çырав пĕтĕмлетĕвĕсем пулăшнипе çĕр-шывра çамрăк çемьесене юрăхлă çурт-йĕрпе, граждансен уйрăм категорине – вăрçă ветеранĕсене, инваличĕсене, çар çыннисене – унăн патшалăх сертификачĕпе тивĕçтермелли программăсем малалла аталанчĕç.

Çĕр-шыв пĕлтерĕшлĕ мероприяти кăтартăвĕсем Раççейри демографи лару-тăрăвĕн çивĕчлĕхне уçса пачĕç, патшалăхăн "Амăшĕн капиталĕ" программине йышăнма, нацин "Вĕренÿ" тата "Сывлăх" проекчĕсене хатĕрлеме никĕс туса хучĕç.

Шкулсем вĕренекенсенчен тата вĕрентекенсенчен аякра пулнипе çыхăннă çивĕч ыйтăва тупса палăртнă май "Шкул автобусĕ" программа йышăннă, унпа килĕшÿллĕн ялти пĕлÿ çурчĕсене 2010 çулччен 10 пин ытла автобус уйăрса панă.

Ачасен тата шкула çÿрекенсен йышне уçăмлатни ача сачĕсемпе шкулсен, спорт площадкисен строительствин планне тÿрлетÿсем кĕртме, ĕçлемен çынсен тата ĕçсĕрсен хура вĕсем çĕнĕ вырăнсем йĕркелеме хистерĕç.

Вунă çулта – пĕр хут

Федерацин 2002 çулхи январĕн 25-мĕшĕнчи «Пĕтĕм Раççейри халăхĕн çыравĕ çинчен" 8-мĕш саккунĕ çирĕплетнĕ тăрăх Раççей Федерацийĕнче вунă çулта пĕр хутран кая мар халăх çыравне ирттермелле.

Вунă çул – çамрăк ăру ÿссе çитĕнсе пурнăç çулĕ çине тухнă тапхăр. Унсăр пуçне патшалăхăн аталану программисенчен чылайăшне вунă çуллăха палăртнă, çырав пĕтĕмлетĕвĕсем вĕсем пурнăçа кĕнине çутатса параççĕ.

Черетлĕ çырав кăçал иртет. Халăхпа çыхăннă кăтартусене 2010 çулхи октябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнчи 0 сехетри самантран пухаççĕ. Л, П, В формăллă листсенчи ыйтусене çыравçăсем çынсен хуравĕсене тĕпе хурса çыраççĕ. Вĕсен тĕрĕслĕхне çирĕплетме документ кирлĕ мар.

Мĕн пирки ыйтаççĕ-ха; Хăçан тата ăçта çурални, çемьеллĕ пулни, нацилĕх, хăвăрăн тата ачăрсен пĕлÿ шайĕ, ĕçлевĕр, уйрăм çурт-йĕр пурри, пурнăçа тытса пымалли çăл куç, хваттер хăтлăхĕ, унти санитарипе гигиена условийĕсем çинчен пĕлтерме тивет.

Хăйсем пурăннă вырăнта çыравçăпа тĕл пулма май тупаймасан граждансем саккунпа килĕшÿллĕн стационар участокне пырса хуравлама пултараççĕ.

Халăх çыравĕн тĕп принципĕсем: унта пĕтĕм халăха хутшăнтарасси (урăхла каласан арлăха, ÿсĕме, асăннă вырăнта тата çуртра пурăнма ирĕк пурри-çуккине пăхмасăр шута илесси); уйрăм çынран ыйтнипе халăх пирки кăтарту тăвасси; ыйтусене хуравланă чух çынсем палăртнине тĕпе хурасси, çыравра илнĕ информацие хÿтлĕхпе тивĕçтересси.

Çырав хучĕсенче халăх пирки илнĕ кăтартусене сарма юрамасть тата ăна статистикăн официаллă информацине йĕркелеме кăна хатĕрлеççĕ. Çыравăн мĕн пур кăтартăвĕпе пĕтĕмлетÿ таблицисем туса çеç усă кураççĕ

Çырав пĕтĕмлетĕвĕсен малашлăхĕ пысăк. Вĕсем Раççее кризисран кăларас тĕллевпе кăна мар, йывăр тапхăр хыççăнхи пурнăç шайне ÿстерме те тивĕçлĕ йышăнусем тума май параççĕ.

Асăннă мероприяти патшалăха кирлĕ: пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсем – кашнинех кирлĕ юлашки вунă çуллăхра Раççейĕн çĕнетсе улăштарнă сăнне йĕркеленĕ аталанăвăн чăн-чăн çитĕнĕвĕсене палăртĕç.

Регионсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ: халăх йышĕпе тытăмĕн информацийĕ тĕрлĕ шайри бюджета йĕркелеме пулăшать. Çавăнпа цифрăсене çĕнетсех тăмалла.

Бизнесшăн та ют мар: вăл çĕр-шыври, регионсенчи, хуласенчи тата муниципалитет йĕркелĕвĕсенчи ĕç ресурсĕсен тĕрĕс те тулли ÿкерчĕкне тĕпе хурса кăна аталанма пултарать. Тепĕр енчен çав статистика потенциаллă потребитель пирки те ытларах пĕлтерет.

Обществăна та пырса тивет: вăл хăйĕн уйрăм тапхăрта сăнланнă ÿкерчĕкне курасшăн, хăш çулпа пынине уçăмлатасшăн, пуянрах пурăнма пуçланă-и, вĕренÿ, культура шайĕ еплерех; Тен, хăйĕн аталанăвĕнче вăл вăхăта сая янă кăна;

Вăл кашни çын кун-çулĕпе çыхăннă: черетлĕ çыравра хăвăр пирки канăçсăрлантаракан лару-тăру çинчен пĕлтерме пултаратăр. Урăхла каласан, специальноçпе ĕç тупнă-и, ачăрсене пĕлÿ панă-и, аслă ăру çыннисене медицина тата социаллă пулăшупа тивĕçтернĕ-и;

Кашни çын çырава хутшăнма кăмăл туни кăна гражданла пуçарулăх кăтартни шутланать, ку – тивĕçе пурнăçлани çеç мар. Ахальтен мар ĕнтĕ çĕр-шыв пĕлтерĕшлĕ мероприяти "Раççейшĕн кашни çын пĕлтерĕшлĕ" девизпа иртĕ.

Халăх çыравĕ – çĕр-шывăн пĕтĕм йышĕн сăн ÿкерчĕкĕ. Сирĕнсĕр вăл тулли пулаймĕ. Унта хутшăнмаллах.

Чăваш Ен: лару-тăру еплерех?

Çырав – Раççей летопиçĕ, унăн историйĕ. Халăх, демографи лару-тăрăвĕ, çынсен пурнăç условийĕсем çинчен тĕрĕс кăтартусене ăна ирттернипе кăна пухма май килет.

Халăх çыравĕпе статистикăн хальхи вăхăтри кăтартăвĕсем пĕрле патшалăхăн социаллă тата çемье политикин программисене хатĕрленĕ, демографи лару-тăрăвне лайăхлатмалли мерăсене пурнăçланă самантра информацин шанчăклă тĕревĕ шутланаççĕ.

Пĕтĕм халăх йышĕнче хулара пурăнакансен хисепĕ 1989 çулхи 57, 6 процентран 2002 çулта 60, 6 процента çитнĕ.

Чăваш Енре хĕрарăм ытларах. 2002 çулта 1000 арçын пуçне вĕсем 1158 пулнă.

Халăхăн ÿсĕм тытăмĕ улшăнни демографи тиевĕн – ĕçлеме пултаракан тата ĕçлейми пулнă халăх йышĕн шайлашĕвĕн кăтартăвĕсене витĕм кÿрет. 2009 çулта аслă ăрури ĕçлекен халăх ытларах шутланнă.

2002 çулхи çырав пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх республикăра 97 наци тата этносăн 9 ушкăнĕн çынни пурăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика