Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен Иван пурăнать аван

07 августа 2010 г.

Герасимовсен картиш алăкне уçсанах хуçисем выльăх-чĕрлĕх йышлă усранинчен тĕлĕнтĕм. Ара, Иван Викторович çамрăк çын мар-çке, çитмĕл виççĕпе пырать. Ĕçĕпе, хастарлăхĕпе тепĕр çамрăкран та ирттерет. Çулсерен ик-виç пуç вăкăр самăртса сутать, пахчинче темиçе тонна çĕр улми, кишĕр çитĕнтерет, вĕлле хурчĕсем те усрать.

Ĕне усрама йывăртарах пулнипе, вун пĕр пуç качака тытаççĕ Герасимовсем. Пĕр качакине район пуçлăхĕ В.П.Фадеев парнелени çинчен савăнсах каласа пачĕ Иван Викторович. Аллă хурпа вăтăр чăх та картишне илем кÿреççĕ, кăрккасем те пур.

Тĕрĕссипе, çак йышлă чĕр чуна Иван Викторович пĕчченех пăхать. Мăшăрĕ – ĕç инваличĕ – пÿртрен тухса çÿреймест.

– Выльăх-чĕрлĕхпе хур-кăвакал усрани пурăнма хавхалантарать, сывлăха та çирĕплетет, – тет И.В.Герасимов ĕç ветеранĕ. – Хĕвелпе пĕрле тăрса тĕттĕмпе çеç çывăрма выртатăп. Мунча кĕрсе тасалатăп та – ывăнни иртсе те каять. Пыл кĕрчемисĕр пуçне, эрех-сăра таврашне пачах та ĕçместĕп.

Герасимовсен çурчĕ ял çумĕнче, çырма хĕрринче вырнаçнă. Хур-кăвакал усрама питĕ меллĕ, сад ĕрчетме те аван. Темиçе сорт улма-çырла çитĕнтерет Иван Викторович. Кăçалхи шăрăх та типĕ çанталăкра та варенипе сиплĕ сĕткен нумай хатĕрленĕ, хăярпа помидора вуншар банка маринадланă.

– Хăш-пĕр çынсем: " Ялта ĕç çук, килте укçа çук", – тенинчен эпĕ питĕ тĕлĕнетĕп, – чунне уçса калаçрĕ Иван Викторович. – Выльăх усрасан, хур-кăвакал, чăх-чĕп, вĕлле хурчĕсем ĕрчетсен кĕреке яланах пуян.

Ан ÿркен кăна, çу кунĕсенче сахалрах çывăрса ытларах ĕçлеме тăрăш. Ку вăл сывлăхшăн пĕрре те сиенлĕ мар, пачах урăхла, вăй-хал ĕçĕ хыççăн апат та лайăхрах анать.

"Ивансем çинче тĕнче тытăнса тăрать", – теççĕ вырăссем. Иван Герасимов пек харсăр çынсем пур чух ял пĕтместех. Иванран пурăнма вĕренмелле пирĕн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика