07 августа 2010 г.
РАЙОНТИ комисси членĕсем те, яла килен-каянсем те юлашки çулсенче Анат Чаткаспа Тури Чаткас урамĕсем чылай илемленнине палăртаççĕ. Кунта тирпей-илемшĕн ытларах тăрăшма тытăнни савăнтарать. Акă мĕн каласа пачĕ хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки Анат Чаткас ял поселенийĕн пуçлăхĕ Л.Н.ПЕТРОВА:
– Хамăр пурăнакан урама, яла тирпейлĕ тытасси пирки ял пухăвĕсенче, депутатсен ларăвĕсенче пĕрре çеç мар калаçнă, – терĕ Л.Н.Петрова. – Тирпейлĕхшĕн тăрăшманнисене асăрхаттарнă та. Çапах та урамсене ятарлă контейнерсем лартса панин усси сăмахпа каланинчен пысăкрах пулчĕ. 2008 çулта 9 контейнер вырнаçтартăмăр. Унтан Таганрогри пĕр предприятие саккас парса тата тепĕр çавăн чухлĕ илсе килтĕмĕр. Халĕ вĕсене лавккапа медпункт, шкулпа садик умĕсенче тата тĕп площадьре кăна мар, икĕ ялăн кашни урамĕнчех курма пулать.
Контейнерсем вырнаçтарса тухнă-тухманах ял-йышпа тĕл пулса калаçрăмăр. Вара нимесем ирттерсе саккунсăр свалкăсене тасатма тытăнтăмăр. Ял-йыш тирпей-илем тума хапăлах пулчĕ. Çапла çынсем çÿп-çапа унчченхи пек çырмана мар, контейнерсене пăрахма тытăнчĕç.
Ял поселенийĕн администрацийĕ пухăннă çÿп-çапа Шăмăршă полигонне турттарса тăма «Коммунальник» МУПпа килĕшÿ турĕ. Кашни эрне кунах 10 сехет тĕлне яла ятарлă автомашина килсе контейнерсене пушатса каять. Çакăншăн 2008-2009 çулсенче 47,4 пин тенкĕ тÿлерĕмĕр. 2010 çул валли ял поселенийĕн бюджетĕнчен 32,6 пин тенкĕ уйăрса хăвартăмăр.
Хальлĕхе Хĕрлĕ Васан тата Максим Горький паççулккисенче контейнерсем вырнаçтараймарăмăр-ха, вĕсенче пурăнакансене çÿп-çапа михĕсене тултарма каласа хунă. Коммунальщиксемпе михĕсене илсе тухасси пирки калаçса татăлнă.
Ман шухăшпа, ялсенче тепĕр 10 контейнертан кая мар кирлĕ. Кун валли укçа-тенкĕ тупасах пулать.
Урамсенче вутă-шанкă, строительство материалĕсем йăваланса выртмаççĕ, вĕсене çийĕнчех тирпейлесе хураççĕ. Çакă та ял çыннисен культури ÿссе пынине çирĕплетет. Ял поселенийĕнче чи тирпейлĕ урам ята тивĕçессишĕн ăмăрту пырать. Виçĕм çул çак ята Анат Чаткасри Хĕреслĕ урам тивĕçнĕччĕ, пĕлтĕр вара Çĕнĕ кас çĕнтерчĕ.
Халăхпа куллен ĕçлесен, ăнлантару ĕçне тăрăшса туса пырсан хуть те хăш ялта та ырă улшăнусем тума пулатех.