Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таса мар алăсен чирĕ

07 августа 2010 г.

КĂÇАЛХИ 7 уйăхра пирĕн районта дизентерипе чирленĕ тĕслĕхсем пулман. Çапах та вар-хырăмпа аптăракан 7 çынна тупса палăртнă. Хальхи вăхăтра санитари правилисене уйрăмах çирĕп пăхăнмалла.

Вар-хырăм чирĕсем ан лекчĕр тесен, пахалăхлă апат-çимĕçпе çеç усă курмалла. Уйрăмах столовăйсенче ĕçлекенсен тимлĕ пулмалла, алăсене яланах таса тытмалла.

Халĕ шăпах пахча-çимĕç çитĕннĕ вăхăт. Вĕсене çумасăр çимелле маррине манмалла мар.

Дизентери – ерекен чир. Чирлĕ çынсен каяшĕнче куçа курăнман миллионшар дизентери микробĕсем пулаççĕ. Вĕсем сывă çынсене чир ертме пултараççĕ.

Вар витти микробĕ пырша лексен çын 2-7 кунтан чирлесе ÿкет. Чирĕ тĕрлĕрен пулать, хăшĕ-пĕррисен çăмăллăнах иртсе каять. Тепĕр чухне вара çын халсăрланать, пуç тата хырăм ыратать, температура ÿсет, начарланать, ун хыççăн вăл урăх чирсемпе чирлеме пултарать. Микробсем чĕрĕ пахча çимĕçре 10-11 кун таран пурăнаççĕ, вĕретмен сĕтре 6-8 кун пурăнма тата ĕрчеме пултараççĕ. Вĕсем уйрăмах апат-çимĕçре, таса мар нÿрĕ вырăнсенче лайăх ĕрчеççĕ.

Вар-хырăм чирĕсене шăнасем те питĕ хăвăрт сарăлма пулăшаççĕ. Шăнасем çÿп-çап, тислĕк, каяшсем çинчен çынсем пурăнакан çĕре микробсем илсе кĕреççĕ, апат-çимĕçе варалаççĕ. Çын шăна вараланă апат-çимĕçе çисен е савăт-сапапа усă курсан, апат-çимĕçе бактериллĕ çын хатĕрленĕ пулсан, чирлеме пултарать.

Ун пек чухне çийĕнчех врач патне каймасан, пĕрле пурăнакансене те, килен-каяна та чир ертес хăрушлăх пысăк.

Столовăйсенче, апат-çимĕç лавккисенче ĕçлекенсен вар-хырăм чирĕсенчен уйрăмах хытă сыхланмалла, мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен аллипе çĕршер çынна тавар, апат-çимĕç параççĕ.

Вар-хырăм чирĕсемпе чирлес мар тесен санитарипе гигиена правилисене çирĕп пурнăçламалла: алăсене час-часах, уйрăмах апат çиес умĕн супăньпе таса çумалла, сĕте, шыва вĕретсе çеç ĕçмелле, апат-çимĕçе, савăт-сапана шăнасем ларасран витсе хумалла. Шăнасене ĕрчеме памалла мар, кил картине таса тытмалла. Хăвăр тĕллĕн эмел ĕçсе сипленни те хăрушă.

Хăвăра тирпейлĕ тытăр, сывлăха упрăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика