11 августа 2010 г.
ĔНЕР пирĕн районта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕ. Унпа пĕрле район пуçлăхĕ В.П.Фадеев çÿрерĕ.
Малтан Михаил Васильевич Çĕнĕ Тăрăнти «Труд» фермер хуçалăхне çитсе курчĕ, кунта тырă тасатса вăрлăх хатĕрленипе, выльăх-чĕрлĕх ферминчи ĕçсемпе паллашрĕ.
Министр фермер хуçалăхĕн ĕçне пысăк хак пачĕ: «Харсăр çынсене нимĕнле йывăрлăх та хăрушă мар, – терĕ вăл. – Шăмăршă тăрăхĕнче ĕçчен те пултаруллă çынсем нумай пулни чунтан савăнтарать».
Ял çыннисемпе тĕл пулнă чух М.В.Игнатьев республика правительстви шăрăх та типĕ çанталăк кăларса тăратнă йывăрлăхсене çĕнтерес тĕлĕшпе пурнăçа кĕртекен ĕçсемпе паллаштарчĕ. Халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтермелли программа çитес çул туллин пурнăçланмаллине палăртрĕ.
М.В.Игнатьев 13-мĕш номерлĕ насус станцине тунă çĕрте пулчĕ, объектри ĕçсемпе паллашрĕ.
Район администрацийĕнче М.В.Игнатьев социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе анлă канашлу ирттерчĕ, ун ĕçне Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.П.Дмитриев, Чăваш Республикин экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министрĕ И.Б.Моторин тата ытти яваплă çынсем хутшăнчĕç.
М.В.Игнатьев пухăннисене республикăра шăрăх та типĕ çанталăка пула пушар хăрушлăхĕ пысăк пулни çинчен каларĕ, ку тĕлĕшпе вырăнсенче çав тери тимлĕ пулмаллине палăртрĕ. Должноçри çынсен чрезвычайлă лару-тăру вăхăтĕнче хăйсен ĕçĕсене тÿрĕ кăмăлтан туса пымалла, халăхпа пĕрле пулмалла.
Ял хуçалăх министрĕ канашлура бюджет укçи-тенкипе тĕллевлĕ те перекетлĕ усă курмаллине çирĕппĕн палăртрĕ, укçана тĕлсĕр салатакансене çивĕч критиклерĕ.
Канашлура район пуçлăхĕ В.П.Фадеев сăмах илсе Шăмăршăсем умма лартнă тĕллевсене пурнăçлассишĕн пурне те тăвассине шантарса каларĕ. Уйрăммăн илсен, коллективлă хуçалăхсенче тата килти хушма хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăхсен йышне упраса хăвармалла, ял хуçалăх ĕçĕсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа туса ирттермелле, хĕле тĕплĕн хатĕрленмелле.
«Халăха май пур таран пулăшма тăрăшăпăр, – терĕ канашлăва вĕçлесе М.В.Игнатьев. – Выльăх-чĕрлĕх валли тырă фуражĕ туянма майсем туса паратпăр, ку тĕлĕшпе республикăна 54 пин тонна фураж килсе çитмелле. Магазинсенчи тата пасарти çăнăх хакĕпе çыхăннă лару-тăрăва сăнаса тăма шантаратăп. Конкуренци йĕркелеме пирĕн майсем çителĕклех. Ял пуçлăхĕсен те хаксемпе кăсăклансах тăмалла».
«Пур япалана та, çав шутра çут çанталăк пăтăрмахĕсене те, çĕнтерме пирĕн яланах хатĕр пулмалла, – терĕ министр. – Çивĕч ыйтусене татса памалли çул-йĕре вăхăтра тупмалла».