11 августа 2010 г.
ÇУ пуçланнăранпах шăрăх та типĕ çанталăк тăрать. Ку, паллах, пушар хăрушлăхне темиçе хут ÿстерет. Çак кунсенче пирĕн корреспондент район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕпе Г.Н.Обаськинпа тĕл пулса калаçнă, унран районта пушар хăрушсăрлăх йĕркисем мĕнлерех пурнăçланса пыни пирки каласа пама ыйтнă.
– Чăваш Республикинче, хамăр район территорийĕнче пушар тухас хăрушлăх пысăк пулнă май, район администрацийĕ çумĕнче оперативлă штаб туса хунă, – терĕ Георгий Николаевич. – Ăна район пуçлăхĕ Валерий Петрович Фадеев ертсе пырать. Çак штаб район территорийĕнче пушар хăрушлăхне сирессипе çыхăннă мероприятисем ирттерессипе, халăх хушшинче ăнлантару ĕçне йĕркелессипе, кĕтмен çĕртен пушар тухас пулсан, ăна сарăлма памасăр, çийĕнчех сÿнтерес енĕпе ĕçлет.
Акă августăн 2-мĕшĕнче штаб пĕрремĕш канашлу ирттерчĕ. Унта район прокурорне, шалти ĕçсен районти пайĕн начальникне, районти пушар чаçĕн ертÿçине, чрезвычайлă лару-тăрăва пĕтерес енĕпе ĕçлекен пайри специалистсене, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене, вăрман ĕçченĕсене тата ыттисене чĕнтĕмĕр. Канашлура пушар сÿнтермелли техникăна яланах хатĕррисен ретĕнче тăратассипе, çырмасемпе кÿлĕсенчен шыв илессине хатĕрлессипе, пушар тухас хăрушлăх уйрăмах пысăк вырăнсенче шыв емкоçĕсем лартассипе, предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче, граждансен кил-çурчĕсенче пушар хăрушсăрлăх йĕркисем мĕнлерех пурнăçланса пынипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврăмăр. Çакнашкал канашлусем штаб çумĕнче эрнере икĕ хутчен иртеççĕ.
Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисемпе çыхăннă мĕн пур информаци штаба килсе тăрать. Кирлĕ пулсан, çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнатпăр. Предприятисемпе организацисен, учрежденисен руководителĕсем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, вăрман хуралĕн ĕçченĕсем, милицин тивĕçлĕ службисем хăйсен патĕнчи лару-тăру пирки штаба куллен хыпарласа тăраççĕ.
Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министрĕн В.В.Антоновăн хушăвĕпе тата оперативлă штаб руководителĕн В.П.Фадеевăн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, куçăмлă 5 ушкăн йĕркеленĕ. Çак ушкăнсене милици сотрудникĕсене, пушар хуралĕн ĕçченĕсене, вăрман хуçалăхĕн тата район администрацийĕн работникĕсене кĕртнĕ. Куçăмлă ушкăнсем районта пушар тухас хăрушлăх уйрăмах пысăк вырăнсенче пушар сÿнтермелли техникăн юсавлăхне, санкцисĕр вăрмана кĕме юраманни çинчен йышăннă йĕрке мĕнлерех пурнăçланнине тĕрĕслесе тăраççĕ, инкек тухас пулсан, кĕске вăхăтрах вырăна çитсе пушара сÿнтерессине йĕркелеççĕ.
– Георгий Николаевич, пĕлетпĕр ĕнтĕ, вăрман пушарĕсем уйрăмах хăрушă. Вĕсен çулне пÿлес тĕлĕшпе штаб мĕнлерех мерăсем йышăннă?
– Вăрмана кĕмелли çулсем çинче çынсем, автомашинăсем ан кĕччĕр, пушар хăрушлăхне кăларса ан тăратчĕр тесе, шлакбаумсем лартнă. Вĕсен умĕнче хурал тăрассине йĕркеленĕ. Вăрмансенчи вышкăсем çинче те хурал посчĕсем пур. Вăрмансен хĕррине суха кассисем тунă.
Кăçал çу пуçланнăранпа вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх икĕ хутчен тухса тăчĕ. Анчах та типĕ çулçăсем çуннине çийĕнчех тупса палăртнă, вут-çулăма сарăлма, йывăçсем çине сиксе ÿкме паман – кĕске вăхăтрах сÿнтернĕ.
Уйрăм кăтарту пуличчен граждансене вăрмана кĕрсе çÿреме чарнă. Шăрăх та типĕ çанталăкра унта пушар тухас хăрушлăх питĕ пысăк.
– Халĕ ялсенче пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисем мĕнлерех пурнăçланса пыни çинчен калаçар пулĕ.
– Кашни ял поселенийĕнчех ирĕклĕ пушар дружинисем йĕркеленĕ. Ял урамĕсенче шыв емкоçĕсем лартнă. Инкек тухас пулсан, вĕсене кăкарса çийĕнчех вырăна илсе çитерме пулать. Ялсенчи фермерсем хăйсен хуçалăхĕсенче кустăрмаллă емкоçсем лартнă. Кирлĕ пулсан, вĕсемпе те кĕске вăхăтра ялти инкек вырăнне çитме пулать.
Вут-çулăма сÿнтерессинче, паллах пушар машинисен пĕлтерĕшĕ пысăк. Вĕсем районта – 8. Кÿлĕсенчен, çырмасенчен шыв уçласа илессинче мотопомпăсем пысăк усă параççĕ. Çакнашкал хатĕрсем районта 24 шутланаççĕ.
Питĕ шел, хăш-пĕр ялсенче çĕрлехи кас хуралĕсене йĕркелемен. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен çак çивĕч ыйтăва татса памаллах. Районти шалти ĕçсен пайĕнче çĕрлехи дежурствăна тухакан сотрудниксем пушар хăрушлăхне сирессипе тимлени – питĕ вырăнлă. Милицин участоксенчи уполномоченнăйсем ку енĕпе ĕçленине те палăртмалла,
– Калаçăва вĕçленĕ май, граждансене мĕн сĕннĕ пулăттăр?
– Вăрă хăйне кирлĕ япаласене кăна илет, пушар – пĕтĕмпех, тенĕ ватăсем. Вут-çулăмран хăрушши нимĕн те çук. Çавна май граждансене вутпа питĕ асăрхануллă пулма сĕнетпĕр. Уйрăмах халĕ, шăрăх та типĕ çанталăк тапхăрĕнче. Кил-çурт таврашĕнче, пахчара тĕрлĕ çÿп-çапа çунтарма юрамасть. Пирус тĕпне сÿнтермесĕр пăрахни те пысăк инкек кăтартма пултарать. Пĕчĕккисем алла шăрпăк тытассинчен уйрăмах асăрханмалла.