11 августа 2010 г.
ШĂРĂХ çанталăк пирĕн чăтăмлăха тĕрĕслет тейĕн. Çамрăк та сывă çынсем те кун пек чух канăçсăрланаççĕ – сывлăш çитменнине, хăйсем пÿлĕннине туяççĕ. Тăтăшах чирлекенсен сывлăхĕшĕн вĕри çанталăк тата кансĕртерех.
Самăр çынсене, чĕрепе юн тымарĕсен, эндокрин чирĕсемпе нушалакансене, эрех-сăрапа иртĕхекенсене, пĕчĕк ачасене, ватăсене тата вĕри çанталăка хăнăхманнисене – çурçĕртен килнисене хĕвел тата ăшă аптăратма пултарать. Çавăнпа хĕвел питтинче çара пуçăн çÿреме юрамасть.
Инкеке сирме май килмерĕ тĕк нушана лекнĕ çынна сулхăн вырăна куçармалла, çиелти тумне хывса илмелле, пуçне çÿлерех туса вырттармала. Çамки, пуçĕ çине пăр е сивĕ шывпа йĕпетнĕ пусма татăкĕ хумалла, нашатырь спирчĕпе нÿретнĕ мамăка сăмси патне тытса сывлаттармалла. Енчен те çын тăнне çухатса сывлами пулнă тата алă тымарĕ тапмасть тĕк «васкавлă пулăшу» чĕнмелле. Вăл килсе çитиччен ăна искусствăлла майпа сывлаттармалла тата чĕрине массаж тумалла. Хăрушлăх иртсен те асăрхануллă пулмалла: йывăр ĕçлеме тата хĕвелпе хĕртĕнме юрамасть.
Шăрăх та хĕвел хĕртсе пăхнă вăхăтра мамăкран е йĕтĕнрен хатĕрленĕ çутă тум тăхăнмалла, пуçа çÿхе шлепкепе е ытти япалапа хÿтĕлемелле. Уçă çĕрте ĕçлекенсен час-часах канса илмелле. Шыв ытларах ĕçмелле. Çула тухас пулсан çумра веер, пир-авăр пусмаран хатĕрленĕ тутăр тата вĕретнĕ шыв тултарнă савăт пулмалла. Тутăра вăхăт-вăхăтăн йĕпетсе пит-куçа, алăна, мăя сăтăрмалла, веерпа сулкалашмалла – вентилятор е кондиционер пек сиенлĕ мар паллах.
Сывă çынсен тата чирлисен вĕри çанталăкра хăйсене мĕнле тытмалла-ха; Шăрăхра чĕре вăйлă ĕçлет, унăн таппи ÿсет. Çавна май çу пуçланиччен тухтăр патĕнче пулса профилактика тĕрĕслевĕ ирттермелле. Унсăр пуçне тарлаттарман тумтирпе çÿремелле, мамăк, йĕтĕн, пурçăн, вискоза пусмаран çĕленисем пулччăр. Пуçа хупламалла – шлепке тăхăнмалла е çÿхе тутăр çыхмалла.
Хваттер чÿречисем тухăç еннелле вырнаçнă пулсан çутă тĕслĕ карăсем çакмалла – пÿлĕм вĕриленсе каймасть. Хăвăр килте тĕк ăшă душ айĕнче çине-çинех çăвăнăр – шыв тарланине çуса ярать, ÿте çăмăллăх кÿрет.
Вĕри çанталăкра организм тарпа пĕрле шыв тата натрипе кали тăварĕсем нумай çухатать. Çавăнпа хура хурлăхан, персик, йÿç кăшман, çĕр улми, йĕплĕ хурлăхан, чие, иçĕм çиме тăрăшмалла.
Ăш хыпать – куллен 2 литр таран шыв ĕçмелле. Унран ытлашши мар – пÿрепе чĕрене йывăр килет. Симĕс е хура чей, морс, чĕрĕ сĕткен, кефир, йĕплĕ хул çырлин сивĕтнĕ шывĕ, газ хушман минералка ăш хыпнине лайăх ирттереççĕ. Лимон хушнă вĕри е лĕп шывăн усси пысăк. Пĕр харăс ĕçсе ямалла мар, сыпкăм-сыпкăмăн вăрах çăтмалла. Çире пур хĕрарăмсен, гипертонипе, чĕре тата пÿре чирĕсемпе нушаланакансен шыв нумай ĕçме юрамасть.
Ытлашши тата йывăр апат çини сиенлĕ – çу вăраххăн ирĕлнипе организма йывăрлăх кÿрет, углеводсем вара организмри шыва хăвалаççĕ. Аш вырăнне тинĕс продукчĕсем çимелле. Кваспа, кефирпа хатĕрленĕ турам апачĕ, ашсăр яшка усăллă.
Общество транспорчĕпе усă курма питех сĕнмеççĕ – сывлăш çитменнипе тăн çухатма пулать.
Енчен те шăрăха тÿсейместĕр тĕк 12-16 сехетсенче урама тухма тăхтăр. Шыва кĕни пур чух та усса каймасть: чĕрен ишеми чирĕпе нушалакансемшĕн уйрăмах сиенлĕ – сивĕ шывра юн тымарĕ пĕрĕнсе стенокарди е миокард инфаркчĕ çапса ÿкерме пултарать.