14 августа 2010 г.
КУ ыйтăва Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн августăн 11-мĕшĕнчи ларăвĕн кун йĕркине кĕртмен пулин те Президент ăна малти вырăна кăларчĕ. Вăрман пушарĕсене тата типĕ çанталăка пула республикăра тахçантанпах хуçаланакан чрезвычайлă лару-тăру пурне те пăшăрхантарать. Пушарнăйсемпе волонтерсем тăрăшнипе вут-çулăма "çăварлăхлама", Йăлăмри тата Улатăр районĕнчи ялсемпе поселоксен таврашĕнче хăрушлăха сирме май килнине палăртрĕ Н.Федоров.
Президент типĕ çанталăка пула шар курнă çĕр ĕçченне хавхалантарма пултаракан чылай ырă пулăм пирки пĕлтерчĕ. "Патшалăх ертуçисем эпир ыйтнине тивĕçтерчĕç. Шар курнă регионсем валли квота çирĕплетнĕ. Ăна ял хуçалăх таварĕ хатĕрлекенсене, çак шутра чăх-чĕп фабрикисене, сысна ĕрчетекен комплекссене, уйрăм хуçалăх тытакан граждансене, пайласа парăпăр, – терĕ Николай Васильевич. – Республика интервенци фондĕнчен 120 пин тонна фуражлăх тырă туянма ыйту тăратнăччĕ. Раççей Ял хуçалăх министерстви ăна та йышăнчĕ. Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕпе РФ Финминĕ республика бюджетне 303 млн тенкĕ яхăн бюджет кредичĕ пама килĕшÿ тунă. Укçа-тенкĕ пирĕн пата çитрĕ. Ку – пулăшăвăн пĕрремĕш пайĕ кăна".
ЧР Министрсен Кабинечĕн резерв фондĕнчен ял хуçалăх предприятийĕсене кĕрхи ака валли вăрлăх туяннă чухнехи тăкаксене саплаштарма 11,7 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. 2010 çулăн пĕрремĕш çурринче ăратлă выльăх-чĕрлĕх, элита вăрлăх туянма уйăракан субсиди тăкакĕсене туллин саплаштарма йышăннă. АПК организацийĕсене укçа-тенкĕ виçĕ кунра çитмеллине Президент хытарсах каларĕ. Уй-хир ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме, выльăх-чĕрлĕх апачĕ, çителĕклĕ таран тĕш тырă хатĕрлеме ял хуçалăх ĕçченĕсем 650 млн тенкĕ кредит илме пултарĕç. Хальхи вăхăтра кредит учрежденийĕсем 126 млн тенкĕ пама хатĕр.
"Тепĕр ырă пулăм – Раççей Ял хуçалăх министерстви пирĕн ыйтăва çĕр проценчĕпех тивĕçтерчĕ. Кун пекки, эпĕ ас тăвасса, пулманччĕ, – терĕ Президент. – Федераци бюджечĕ страхланă тыр-пулăн тăкакĕсене саплаштарма 200 млн тенкĕ яхăн парать. Республика бюджетĕнчен çак тĕллевпе 11 млн ытла уйăрма палăртнă. Ял хуçалăхне пулăшма патшалăх йышăнакан мерăсем вăхăтлă тата вырăнлă пулнине иккĕленместĕп. Çакă республикăра йăл илекен кăткăс лару-тăрăва уçăмлатма чылай пулăшĕ. Типĕ çанталăк тупăш виçине пĕчĕклетнипе усă курма ĕмĕтленекен спекулянтсене, хаксене сăлтавсăр ÿстерекенсене вăй илтермелле мар. Продукци хатĕрлекенсене те, тавар туянакансене те инкекре пăрахмăпăр. Çак тĕллевпе малашне те укçа -тенкĕ уйăрăпăр".