14 августа 2010 г.
КИЛТЕ пĕçерекен çăкăр-кукăль шăрши урамах сарăлать, сăмсана кăтăклать. Тин çеç пиçсе тухнă кăпăшка çимĕçе сĕтел çине лартаççĕ. Чĕлле алла тытсан унăн техĕмне туйса илетĕн. Çăкăр – чи хаклă пуянлăх пулнине, унран асли çуккине ăнланатăн. Енчен те ăна ху акса, çитĕнтерсе, вырса-çапса пуçтарнă тырăран хатĕрленĕ пулсан, вăл татах та тутлăрах.
Анат Чаткас ялĕнче пурăнакан Юнкеровсем çăкăр хакне питĕ лайăх ăнланаççĕ. Мĕншĕн тесен Андрейпа Татьяна хăйсен фермер хуçалăхне йĕркеленĕ. Маларах Андрей хăйĕн тетĕшĕпе Юрăпа пĕрле "Юнкер" хуçалăх уçнă пулнă, халĕ вара кĕçĕнни тăванĕнчен уйрăлса "Чепкаска" ятлă хуçалăх йĕркелесе янă. 30 гектар çĕр çинче вĕсем тулă, урпа, çĕр улмипе хĕрлĕ чĕкĕнтĕр çитĕнтереççĕ. Çанталăкĕ шăрăх тăнăран, Юнкеровсем те кăçал пысăк тухăç пухса илессе шанмаççĕ. Çапах та пуçĕсене усмаççĕ. Ара, çанталăкпа çапăçаймастăн-çке.
Юнкеровсен хуçалăхĕнче МТЗ-82 тата ДТ-75 тракторсем пур. Вĕсем яланах юсавлă. Андрейпа пĕрле ялти çамрăк Сергей Иванов ĕçлет. Вĕсен иккĕшĕн те аллисем "ылтăн". Пур ĕçе те тĕплĕ, вăхăтлă пурнăçлаççĕ.
Кил хуçи арăмĕ Татьяна та – ĕçчен те правур. Вăл – пилĕк ача амăшĕ, ялти çемье тухтăрĕн офисĕнче ĕçлет. Хальхи вăхăтра кĕçĕн ывăлĕпе килĕнче ларать.
Эпĕ пырса кĕнĕ чухне Татьяна кукăль-пÿремечĕ пĕçеретчĕ. Хирте ĕçлекен арçынсем валли апатне те хатĕрленĕ. Унăн та ĕççи вăхăтĕнче канса ларма вăхăчĕ тупăнмасть.
Юнкеровсен çуртĕнче хăтлă та тирпейлĕ, мĕн кирли веçех пур. Ырă кăмăллă хĕрарăм алли хуçалăхра туман ĕç те çук. Паллах, ăна кил хушшинче аслă хĕрĕпе ывăлĕ те пулăшаççĕ.
Андрейпа Татьяна выльăх-чĕрлĕх усрама вите-хуралтă та çавăрнă. Патшалăхăн çăмăллăхлă кредитне илнĕ. Выльăх усраса тупăш курассишĕн тăрăшать те çамрăк çемье.