14 августа 2010 г.
ĔÇЧЕН çынран ĕç хăрать. Ĕçрен хăраман çамрăксем вара Шăмăршăра та сахал мар. Вĕсенчен пĕри – И.Быкова.
Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнăскер, профессийĕпе художник-дизайнер вăл. Кунсăр пуçне ăста фотограф та Ирина. Ку туртăм унра шкулта вĕреннĕ чухнех палăрнă.Хĕр ача, фото ÿкерчĕксем тунисĕр пуçне, темиçе çул шкулти стена хаçатне илемлетнĕ. Çулсем иртнĕçемĕн вара ăсталăх та ÿссех пынă.
Алла диплом илсен ĕç çук тесе çухалса кайман Ирина, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшнипе хăйĕн ĕçне йĕркелесе янă: Кирлĕ оборудовани, аппаратура туяннă та унчченхи универмаг çуртĕнче фотосалон уçнă. Иртнĕ эрнере ĕçлеме пуçларĕ вăл.
Çынсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу парать салон. Фото ÿкернисĕр пуçне кивĕ сăн ÿкерчĕксене те çĕнетет, фотоколлажсем тăвать. Пахалăхĕ те питĕ лайăх.
Этикеткăсем, визиткăсем, салам открыткисем кирлĕ-и; Тархасшăн: ăста вĕсене те кĕске вăхăтрах, мĕн чухлĕ кирлĕ çавăн чухлĕ хатĕрлесе парать. Календарьсем те илĕртÿллĕ пулса тухаççĕ. Чылай япалана хăвна килĕшнĕ пек заказ парса хатĕрлеттерме те май пур.
Нумайăшĕ, ахăртнех, асăрханă та пулĕ: тепĕр чух туй, юбилей е пĕр-пĕр паллă куна чĕнмелли йыхрав хучĕсене тупма май çук. Çакна та шута илнĕ И.Быкова, вăл вĕсене те пысăк пахалăхпа хатĕрлесе парать.
Çакна палăртма кăмăллă: салон уçăлсанах çынсем унта йышлăн çÿреме тытăнчĕç. Мĕншĕн тесен (вăрттăн каласа хăварар), кунта, ыттисемпе танлаштарсан, хаксем те йÿнерех, вăрах кĕтмелле мар.