Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наташа

14 августа 2010 г.

Наташа

Çамрăксен професси ăсталăхне ÿстереслевпе районта ирттернĕ "Çулталăкри чи лайăх çамрăк специалист" конкурсра "Патшалăхăн çамрăксен политики сферинчи чи лайăх активист-общественник" ята район администрацийĕн финанс пайĕн специалист-эксперчĕ Наталья Богатнова тивĕçнĕ.

Наталья Вячеславовна Пуянкасси ялĕнче çуралнă, кунтах шкул пĕтернĕ. Алла аттестат илсен Канашри финанспа экономика колледжне вĕренме кĕнĕ. Пултаруллă хĕр малалла аслă пĕлÿ илес тесе Шупашкарти ял хуçалăх академийĕн "Бухгалтер учечĕ, анализ, аудит" уйрăмĕнче ăс пухать. 2005 çулхи декабрь уйăхĕнче Н.Богатнова райадминистрацин финанс пайĕнче ĕçлеме пуçлать. Çак пайра ĕçленĕ май вăл ÿсĕм картлашкипе çÿлелле хăпарса пырать. Пĕрремĕш категориллĕ специалистран тытăнса финанс пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ таран ÿсет. Коллективра Наташа ырă ята тивĕçнĕ, унăн ĕçĕпе пай пуçлăхĕ те, ĕçтешĕсем те кăмăллă. Маттур хĕр хăйне шанса панă ĕçе яланах вăхăтра тата тĕплĕн пурнăçлать.

Н. Богатнова обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать. Вăл Пуянкассинчи "Ахаяс" фолькльор ушкăнне çÿрет. Кунта вăл чи çамрăкки. Наташа пек çамрăксем мăн асатте-асаннесен йăли-йĕркине тытса пыма тăрăшни, вĕсене манманни савăнтарать. Çавăн пекех пултаруллă хĕр ялти Культура çурчĕ çумĕнче ачасен ташă ушкăнне те йĕркелесе янă. Унта тĕрлĕ ÿсĕмрисем çÿреççĕ, хăйсен ташшипе куракансен кăмăлне çĕклеççĕ. Кăçал Пуянкасси ялĕнче пулнă "Çамрăк сасăсем" зонăри конкурса район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата культура пайĕ шăпах Наталья Вячеславовнăна ертсе пыма шаннă. Пуçаруллă хĕр ку ĕçе те çăмăллăнах пурнăçларĕ.

Шкул пĕтернĕ çамрăксенчен чылайăшĕ хулара тĕпленет. Тăван ялтан каяççĕ те ун çинчен манаççĕ. Наташа вара çуралнă кĕтесрен уйрăлма шутламан. "Хулана капла та кайса килме пулать, тăван ялтан тухса кайсан çăмăл мар каялла таврăнма", – тет вăл.Ăна кунта кайăкĕ те илемлĕрех юрланăн, курăкĕ те ешĕлреххĕн, сывлăшĕ те уçăраххăн туйăнать.

Н.Богатнова спортпа та питĕ туслă. Ăна тăтăшах ăмăртусенче курма пулать. Республикăра иртекен тĕрлĕ вăйă-конкурссене те хутшăнать Наташа, начар мар результат кăтартать. Ял-йыш та хаваслă та ырă кăмăллă хĕре кăмăллать, унăн ĕçĕпе мухтанать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика