14 августа 2010 г.
ПАТИРЕКРЕ çуралса ÿснĕ Гульнара Какаеван, Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнчи экономика факультетĕнчен вĕренсе тухсан, хуларах юлма та майсем пулнă. Анчах хĕр тăван тăрăхах таврăнма кăмăл тунă. Хăй каланă тăрăх, пĕрре те йăнăшман. Халĕ вăл улттăмĕш çул Раççей Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн Шăмăршăри хушма офисĕнче уйрăм çынсене кредитпа тивĕçтерекен сектор инспекторĕ пулса ĕçлет. Ку секторта яланах çынсем йышлă.
– Кун каçа вуншар та вуншар клиент ыйтăвне тивĕçтерме тивет, – тет Гульнара Мнировна. – Тепĕр чух пуçа çĕклеме те вăхăт çук.
Офис заведующийĕ О. Алексеев та ун ĕçĕпе кăмăллă. Çакна та палăртрĕ вăл: банка тĕрлĕ наци çыннисем килеççĕ, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле. Гульнара вара, тăван чĕлхесĕр пуçне, вырăсла та, чăвашла та питĕ лайăх калаçать. Чĕлхине чĕкеç чĕлхи тейĕн, кăмăлĕ те ырă. Çакăншăн хисеплеççĕ те ăна пĕрле ĕçлекенсем, клиентсем те тав туса пĕтереймеççĕ. Çакă хăех пысăк чыс мар-и вара;
Г.Какаеван мăшăрĕ те – Марсель Минхарисович – банкрах ĕçлет. Водитель вăл, пилĕк çул руль умĕнче. Çÿпçине кура хупăлчи теççĕ. Тен, пĕр-пĕрне юратакан çамрăк мăшăра ăмсанакансем те пур пулĕ.
Гульнарапа Марсель Шăмăршăра, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнаççĕ. Ваттисемшĕн Гульнара – ылтăн кин.
– Мана мухтама кирлĕ мар, -терĕ Г.Какаева – Ман пек çамрăксем кунта татах та пур. Сектор начальникне Таня Емельянованах илер. Уйрăм çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтерекен оперативлă пай контролер-кассирĕ Айсине Салихова та питĕ тăрăшуллă. Çак уйрăмрах вăй хуракан Ирина Бондаренко пирки те ыррине çеç каламалла.
Халĕ кредит илес текенсем йышлă. Ватăраххисем хăш-пĕр документсене хăйсем тĕллĕн çырса хатĕрлеймеççĕ. Гульнара вара пурне те пулăшать, канаш парать.
– Пирĕн ĕçре питĕ тимлĕ пулмалла, – тет Гульнара Мнировна. –Мĕншĕн тесен, укçа шута юратать.