18 августа 2010 г.
ШĂМĂРШĂ районĕн прокуратури пирки асăннă пĕрремĕш документ – Чăваш АССР прокурорĕн 1935 çулхи октябрĕн 4-мĕшĕнче кăларнă 180-мĕш номерлĕ приказĕ. Унпа килĕшÿллĕн район прокурорĕ пулма В.И.Колпанова çирĕплетнĕ.
Ун хыççăн ку должноçра çаксем пулнă: Краснов (1936-1938), Миронов (1938-1939), Я.Ф.Филиппов (1939-1940), Михайлов (1940-1944), Ремизов (1944-1952), Кочетков (1952-1956), Афанасьев (1956-1960), Порфирьев (1960-1966), В.Илюхин (1966-1977), Н.И.Бельцов (1977-1978), Н.И. Яшин (1978-1988), В.Н.Абанников (1988-1995), В.М.Михайлов (1995-2001), Ю.А.Фуражников (2001-2007). Халĕ прокурор пулса çак йĕркесен авторĕ ĕçлет.
Прокуратура штачĕ пилĕк çынран çеç тăрать, пурте опытлă работниксем. Пĕчĕк йышпах пысăк ĕç тума тивет. Прокурор çумĕ А.А.Александров, сăмахран, 1995 çултанпа прокуратура органĕсенче ĕçлесе пысăк опыт пухнă. Прокурора пулшакан Д.П.Купринан та ĕре авторитечĕ пысăк.
Прокуратура тĕллевĕ – граждансен прависене хÿтĕлесси, законодательствăна пăхăннине тĕрĕслесе тăрасси. Тĕрĕслевсем тенĕрен, вĕсене тăтăшах ирттеретпĕр, çитменлĕхсем час-часах тĕл пулаççĕ. «Коммунальник» МУПра халăха коммуналлă пулăшăвĕ парас ĕçре законодательствăна пăсни палăрчĕ: Шăмăршăри Космовский урамĕнчи 28-мĕш çурта хĕллехи вăхăтра ăшă çителĕксĕр парса тăнă. Котельнăйсенче ăшă энергине учета илекен приборсем ĕçлемен, режим картти те пулман, параметрсен журналĕнче кăтартусене çырса пыман. Прокуратура хутшăннипе çитменлĕхсене пĕтернĕ.
Обществăлла апатлану предприятийĕсенче те йĕркене пăснă тĕслĕхсем тупăнсах тăраççĕ. Сăмахран, «Красный бор» кафере иккĕлентерекен çăмартасем, сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăратма пултарнă салат порцийĕсем упраннă. Апат хатĕрленĕ çĕрте упрамалли вăхăчĕ тухнă сĕтпе, сырпа, кăлпассипе те усă курнă, урайне те вăхăтра çуса тăман. Ку çеç мар, холодильникре пĕр-пĕрне килĕштермен, ыттисен шăршине туртса илекен продуктсене упранă, пĕрлех – çĕрĕшме пуçланă пахча çимĕçсене те. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнин вăхăчĕ иртнĕ работниксем те пурччĕ.
Йĕркен пăснă тĕслĕхсем «Кооператор» закусочнăйра та пур. Кунта упрамалли вăхăчĕ тухнă, пăсăлма пуçланас хăрушлăх пур апат-çимĕç продукчĕсене сутнă.
Тепĕр тĕслĕх çинче чарăнса тăрас килет. Акă, халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайра граждансене уйăхсерен памалли укçана тÿлемелли йĕркене пăснă: тыл тата ĕç ветеранĕсене кирлĕ мар документсемшĕнех унта-кунта чуптарса тăкаклантарнă, хушма тÿлев памалли срока (10 кун) пăснă.
Район прокуратури кăçал граждансен прависене пăснă 499 тĕслĕхе тупса палăртнă, вăл шутран 49-шĕ – вырăнти хăйтытăмлăх орагнĕсен правăпа килĕшсе тăман акчĕсем. Çавăн пекех, законсене пăснă тĕслĕхсем экономика сферинче 89, çут çанталăка сыхлас сферăра 17 палăрчĕç. Саккуна пăснăшăн прокуратура 49 хирĕçлев тăратрĕ, суда 168 ĕç çитерчĕ, 197 представлени çырчĕ, 27 асăрхаттару турĕ. Йĕркене пăснăшăн должноçри 121 çынна дисциплинарлă, 53 çынна административлă майпа явап тыттарнă, 4 çын пирки уголовнăй ĕç пуçарнă.
Саккунлăха çирĕплетес, çынсен прависемпе ирĕклĕхне хÿтĕлес ĕçре район прокуратури малашне те малти ретре пулĕ.