18 августа 2010 г.
Чăваш Республикин ял хуçалăх министерстви çулленех ялсенче комплекслă компактлă çурт-йĕр çавăракансене хавхалантарас тĕлĕшпе конкурс ирттерет. Иртнĕ çулхи кăтартусене пĕтĕмлетнĕ хыççăн конкурсра пирĕн районти Карапай Шăмăршă ял поселенийĕ çĕнтернĕ тесе йышăнни, ăна 5 миллион та 200 пин тенкĕ преми пани çинчен эпир хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Çак укçана пĕр пус юлмиччен яла аталантарма яраççĕ. Кунта кăçал пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкула юсаса çĕнетме, ялти çемье тухтăрĕн офисне уçма, Культура çуртне юсама палăртнă.
Хĕрÿ ĕçсем пынă вăхăтра пулса куртăмăр шкул çуртĕнче. Ĕçĕ вара кунта нумай-ха. Апла пулсан та çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен юсав ĕçĕсене туса пĕтереççех. Çакна ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Денисов та, шкул директорĕ Ю.Ермолаев та çирĕплетеççĕ.
– Ялти шкула юсаса çĕнетме преми укçинчен 2 миллион та 200 пин тенкĕ уйăртăмăр, – каласа пачĕ ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Денисов. – Юсав ĕçĕсене пурнăçлама "Агросервис" ООО (ертÿçи А.Максимов) пикенчĕ. Ĕçсем кал-кал пыраççĕ кунта. Кирлĕ материалсене веçех кÿрсе килнĕ. Хамăр ачасем илемлĕ те хăтлă шкулта ăс пухчăр тетпĕр. Вĕсенче пирĕн пуласлăх, çĕршыв шанчăкĕ.
Çапла, питĕ тĕрĕс палăртрĕ Владимир Васильевич. Ял хĕрринчи икĕ хутлă шкул ачасене яланах илĕрттĕр. Унтан вĕренсе тухакансем те ăна манса ан кайччăр, шкула килсех çÿреччĕр. Çакăн пирки кашни вĕрентекен хăйĕн вĕренекенĕсене аса илтерсех тăрать. Шкултан вĕренсе тухнă çак ял çыннисем те юсав ĕçĕ пынă вăхăтра май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Акă, Ю.Н.Столяров предприниматель, санатори тĕп врачĕ Н.И.Поликарпов, кăнтăр районĕсенчи электросечĕн Шăмăршăри уйрăмĕн пуçлăхĕ А.В.Денисов , "Малалла" фермер хуçалăхĕн ертÿçи В.И.Елисеев ырă ята тивĕçлĕ. Вĕсем тĕрлĕ енлĕ пулăшу параççĕ.
– Çĕнĕ вĕренÿ çулне хăтлă çуртра кĕтсе илме хатĕрленнине куратăр ĕнтĕ, – пĕлтерет шкул директорĕ Ю.Ермолаев.
– Палăртса хунă ĕçсене пурне те вĕçне çитерме тăрăшатпăр. Çур километр шыв пăрăхĕ тăсрăмăр, шкул никĕсне çирĕплетрĕмĕр, штукатурка ĕçĕсем пыраççĕ. Спорт залĕпе актовăй зала та çĕнĕ сăн кĕртетпĕр. Пĕрремĕш хутри коридор урайне мрамор саратпăр. Чÿречесене те пластикран хатĕрленисемпе улăштаратпăр тата ытти те.
Шкулта та, унăн территорийĕнче те ĕçлекенсене курма пулать. Пĕрисем çĕр чаваççĕ, теприсем хăмасемпе аппаланаççĕ, виççĕмĕшсем вентиляци каналĕсене тасатаççĕ... Пĕр сăмахпа каласан, пур кĕтесре те ĕç вĕресе кăна тăрать.
Аслисемпе пĕрле 9-11 классенче вĕренекенсем те харсăр ĕçлеççĕ. Çамрăк пулсан та, тĕплĕн пурнăçлаççĕ хăйсен ĕçне. Пысăк хавхаланупа тăрăшаççĕ вĕсем. Хĕрсемпе каччăсем вĕренÿ çулĕ пуçлансан, çутă та илемлĕ шкула капăр тумсемпе килсе кĕрсен, юсав ĕçĕсем пынă вăхăтра пирĕн пулăшу та пысăк витĕм кÿчĕ тесе пĕр иккĕленмесĕр калама пултараççĕ.
– Вĕренекенсем, чăнах та, питĕ маттур. Пĕр ĕçре те ÿркенмеççĕ, пăрăнса каймаççĕ, – çирĕплетет Юрий Федорович.
Çак шкултан вĕренсе тухнă, халĕ Шупашкарти строительство училищинче ăс пухакан Андрейпа Алексей Кондратьевсем тата Альберт Васильев студентсем те хăйсен канăвне кунти хĕрÿ ĕçре ирттереççĕ. Платниксемпе штукатурсем те хăйсен инструменчĕсене вылянтарса кăна тăраççĕ.
Кăçал шкулта медицина кабинечĕ те ĕçлеме пуçламалла. Кунта вĕри шыв та, туалет та пулĕ. Урамра та кирпĕчĕрен çĕнĕ туалет купаласа лартнă. Канализаци лайăх ĕçлесе кайсан, шалти санузел та савăнтарĕ вĕрентекенсемпе вĕренекенсене.
Ял пуçлăхĕ тепĕр хыпар та пĕлтерчĕ. Шкулта шкула каяс умĕнчи хатĕрленÿ класне уçма палăртнă. Владимир Васильевич сăмахĕ тăрăх, çакă садикре ачасем валли тепĕр ушкăн уçма май парать. Çапла майпа садикпа çыхăннă çивĕч ыйту кăштах çăмăланмалла.
Пĕрремĕш класа Карапай Шăмăршă шкулне 18 ача килмелле. Пĕтĕмпе ачасен шучĕ ик çĕр патнелле пулмалла.
Шăрăх кунсем тăраççĕ, сывлама та çук. Апла пулсан та шкулта тар юхтарса, тăрăшса ĕçлени курăнать. Кĕçех, В.Денисов каланă тăрăх, ялти çемье тухтăрĕн офис çуртне хута ярассишĕн пысăк ĕçсем пуçланмалла.