Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Турă панă кашни куна савăнăçпа кĕтсе илетĕп", – тет Васанта пурăнакан педагогика ĕçĕпе вă

18 августа 2010 г.

ÇĂМĂЛАХ иртмен пулас педагогăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ. Ашшĕ-амăшĕ хутла пĕлмен çынсем пулин те, Николай ывăлне ăслă-тăнлă вĕреннĕ çын тăвассишĕн хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшнă.

Ялти 7 класлă шкула ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн Патăрьелĕнчи педучилищĕне вĕренме кĕнĕ. Ăна пиллĕк паллăсемпе çеç пĕтернĕ çамрăка малтан Кивĕ Чукал, Çĕнĕ Чукал шкулĕсене ĕçлеме янă, икĕ çул иртнĕ хыççăн тăван Васан ялĕнчи шкула куçарнă. Кунта унăн тавракурăмлăхĕпе пĕлĕвĕ анлă та нумай еплĕ пулнине шута илсе кĕçĕн классенче мар, 5-7 -мĕш классенче математика вĕрентме шанса панă. Çамрăк каччă çапла 1941 çулхи апрель уйăхĕнче çара кайма ят тухиччен – 4 çул хушши Васан, Ярăслав тата Кивĕ Шăмăршă ачисене математикăн кăткăс вăрттăнлăхĕсене çĕнсе илме вĕрентнĕ.

Салтак пурнăçне хăнăхса та çитеймен Н.Павлов рядовойăн кĕтмен вăрçăн малтанхи кунĕсенчех хаяр çапăçусене кĕме тивнĕ. Вăрçă вутне Васан çамрăкĕ Ровно хули таврашĕнче кĕтсе илнĕ. 1941 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕ Николайшăн хура кун пулса асра юлнă. Вĕсен батальонне нимĕçсем хупăрласа илсе тĕппипех пĕтерсе хунă, аманса-минресе пĕтнисене тыткăна илнĕ. Плена çаклансан Н.Павлов тыткăнри тамăкăн мĕнпур терт-нушисене чăтса ирттернĕ: 1945 çулта тин Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсен çарĕсен салтакĕсем ирĕке кăларнă ăна.

Совет салтакĕн таса ятне вараламан, хăй тивĕçне туллин пурнăçланă çамрăк вăрçă хыççăн 1946 çулччен Измаил хулинче служба ĕçне малалла тăснă.

Служба хыççăн чун-чĕрипе таса, кăмăл-туйăмĕпе çирĕп, вăй-халĕпе иксĕлми фронтовикăн тыткăнра пулнă тесе ун чухнехи влаçсен тертне нумай чăтса-тÿссе ирттерме тивнĕ. Таса чунлă, тÿрĕ кăмăллă Николай хăйĕн айăпсăр "айăпне" пархатарлă та кирлĕ ĕçре – ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçре тÿрре кăларнă. Малтанласа Пуянкассинчи, унтан Васанти 7 çул вĕренмелли шкулсенче ĕçленĕ. Ачасене вĕрентнипе пĕрлех хăйĕн пĕлĕвне те малалла ÿстернĕ. Заочно йĕркепе учительсен институчĕнчен, 1965 çулта вара И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен пединститутăн математика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Васанти 8 çул вĕренмелли шкулта математикăпа физика учителĕнче ĕçленипе пĕрлех пултаруллă педагог ачасене нимĕç чĕлхи те вĕрентнĕ. 1967 çулта пур енĕпе те пиçсе çитнĕ вăй питти те ăста учителе Васанти вăтам шкул директорĕ пулма уйăрса лартаççĕ. Çак лава вăл 9 çул хушши ывăнмасăр туртать, шкулăн пурлăхпа вĕрентÿ никĕсне çирĕплетес тĕлĕшпе нумай тимлет, коллектива районти шкулсем хушшинче лайăххисен шутне кĕртет. 1976 çултан пуçласа мĕн пенсие тухичченех Николай Герасимович Павлов шкул директорĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕн тивĕçĕсене ăнăçлă пурнăçласа пырать.

Ÿссе çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçре 45 çул хушши ывăнма пĕлмесĕр вăй хунă педагогика ĕçĕн ветеранĕ халĕ те ялти общество пурнăçĕнчен уйрăлмасть. Ăна ватлăха пăхмасăр шкулта, ял халăхĕ хушшинче тăтăшах курма пулать. Воспитанипе эстетика темисемпе, çĕршыври лару-тăру, тĕнче пурнăçĕ тата ытти тĕрлĕ ыйтусемпе калаçусем ирттерет, хăйĕн кăткăс та интереслĕ пурнăçĕ çинчен каласа парать. Район хаçатĕнче статьясемпе сăвăсем пичетлет.

Николай Герасимович хăйĕн мăшăрĕпе Александра Николаевнапа пĕрле (сăмах май Александра Николаевна та ĕмĕр тăршшĕпех Васанти шкулта ачасене вĕрентнĕ) 4 ача – виçĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Вĕсене хăйсем пекех ĕçчен те пултаруллă пулма вăй-хăват çитернĕ. Тăваттăшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче хăйсен йăвисене çавăрнă.

Пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхнă, ĕçрен ÿркенмен Н.Павлов ветеран, сывпуллашнă май, калаçăва М.Горький каларăшне чăвашлатса çапларах вĕçлерĕ: "Турă панă кашни куна савăнăçпа кĕтсе илетĕп".

Çак сăмахсем хыççăн урăх тата мĕнех калайăн. Пурнăçа чăннипех юратакан, малалла ĕмĕтленекен, обществăра хăйĕн вырăнне тивĕçлипех тупнă çын çеç çапла пуплеме пултарать.

Ыран – Сăпас кунĕ – августăн 19-мĕшĕнче, халăх хисеплекен Николай Герасимович Павлов шăпах 90 çул тултарать. Çакăн чухлĕ пархатарлă та чыслă çул утса тухнă педагогика ĕçĕн ветеранне, Аслă Отечественнăй вăрçă участникне эпир, унăн мĕн пур вĕренекенĕсем юбилейпе чĕререн хĕрÿллĕн саламлатпăр, малашне те çакăн пекех чипер те тĕреклĕ пулмашкăн ырлăх-сывлăх тата вăрăм кун-çул сунатпăр!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика