Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх сурать – кÿлĕ пулать...

21 августа 2010 г.

Халăх сурать – кÿлĕ пулать...

ЧĂНАХАХ та "ял хавалĕ" текенни хăйне евĕрлĕ çав кившăмăршăсен. Ытти кÿршĕллĕ ялсемпе танлаштарсан Асьял çыннисем сăпайлăхĕпе тата ĕçченлĕхĕпе кăна мар, ыркăмăллăхĕпе те, пултаруллăхĕпе те, пуçаруллăхĕпе те уйрăларах тăраççĕ. Мĕнрен курăнать-ха çакă?

Акă сăмахран, юлашки çулсенче ялти пĕвесемпе çăл куçсем туйăн тулнипе типсе ларнăччĕ. Выльăх-чĕрлĕхе ĕçме кăна мар, хур-кăвакал валли те шыв кирлĕ-çке! Çакна шута илсе ял çыннисем хăйсен укçи-тенкипех хăватлă экскаватор тытса нумаях пулмасть ял таврашĕнче икĕ кÿлĕ чавтарса хăварчĕç. Халĕ унта йышлă хур-кăвакал ир тытăнса каçченех чăпăлтатать.

Сивĕ те тăрă шывлă çăлсем малтан та темиçеччĕ-ха Асьялта. Халĕ вара тепĕр çăл куç уçса тирпейленĕ, алтнă шăтăка тимĕр-бетон ункăсемпе çирĕплетнĕ. Ял çывăхĕнчи Çĕхре текен вырăнтан юхакан çăл шывĕ çумĕнче Шупашкар тата Чăваш епархийĕн пуçлăхĕ Варнава владыка пилленипе туса лартнă шыва кĕмелли часавай (купель) та пур асьялсен. Кăçалхи шăрăх çанталăкра ял çыннисем кунта çăвĕпех сивĕ те таса шыва кĕрсе савăнчĕç. Çак çăлсене ялти ĕçчен çын Николай Ильин куллен тирпейлесе-тасатса тăрать,

3-4 çул каялла ялти стадион çывăхĕнчи çырмана пÿлсе тунă пĕве çурхи шыв вăхăтĕнче татăлса кайнăччĕ. Кăçал çак пĕвене те тепĕр хут пĕвелеме май тупнă асьялсем, пысăк шыв пăрăхне те çĕнĕрен вырнаçтарса çирĕплетнĕ. Ял хыçĕнчи Симун пĕвине те, татăлса каясран сыхласа хăварма, тăпрапа тепĕр хут купаласа хытарнă.

Ял çумĕнчи чи сăваплă вырăна, масара та тирпейлесе пăхсах тăраççĕ ял çыннисем. Ашкăрса кайнă тĕм-йывăçсене, хыт-хурана тасатаççĕ. Халăх вăйĕпе, пĕр укçа-тенкĕсĕрех туса лартнă масар пÿртĕнче, çын вилсен тирпейлесе пытарма кĕреçесем, пуртăсем, савăлсем, кувалтă-мăлатуксем, вĕренсем, курăка çулма çавасем тирпейлĕн усранаççĕ. Çÿп-çап валли ятарласа ещĕк, масар çывăхĕнче çĕнĕ туалет та туса лартнă.

Ялта час-часах иртекен тĕрлĕрен спорт тата культура мероприятийĕсене те хастар хутшăнаççĕ кившăмăршăсем. Çуллахи вăхăтра, ял çывăхĕнчи В.Федотов ячĕпе хисепленекен стадионта, яланах ача-пăча сассине илтме пулать. Кунта вĕсем савăнсах футболла, волейболла выляççĕ, тĕрлĕрен ăмăртусем йĕркелеççĕ. Хĕлле вара ялти арçын ачасем клуб çумĕнче ĕçлекен самбо кĕрешĕвĕн секцине çÿреме юратаççĕ, йĕлтĕрпе ярăнаççĕ.

Паллах, çак пархатарлă та халăха кирлĕ ĕçсем ял администрацийĕн пуçлăхĕ С.В.Ястребов пуçару кăтартса, ĕçе пĕлсе йĕркеленипе пулса пыраççĕ. Ялта тĕрлĕрен обществăлла ĕçсем туса ирттерме вара районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем И.В. Ларшниковпа И.М.Абсалямов, ялти предпринимательсем Г.В.Ельцов, С.П.Бабочкин, К. Усенов, Мускавра вахта меслечĕпе ĕçлекен ял çамрăкĕсем укçа-тенкĕ енчен май килнĕ таран пулăшса пыраççĕ.

Халăх вăйĕпе çĕкленсе ларнă ялти чиркÿре те çак кунсенче хĕрÿ ĕç пырать. Чиркÿ çурчĕн шалти стенисене гипсокартонпа çапса сăрласа тухнă, ял çыннисем маччипе урайне те тепĕр хут сăрласа илемлетрĕç. Çак ĕçсене тума камăн май пур, пурте хутшăнма тăрăшаççĕ. Чиркÿ совечĕ тăрăшнипе кĕске вăхăтрах 20 пин ытла укçа-тенкĕ пуçтарма пултарнă. Шăмăршăри "Козерог" (З.Иванская), "Кудесник" (В.Любимов), "Родник" (И.Николаева), Кивĕ Шăмăршăри "Наталия" (Г.Ельцов), "Мария" (Р.Кудряшова),"Узген" (К.Усенов) магазинсем, ялти вуншар-вуншар уйрăм çынсем те стройматериалсем туянма укçа-тенкĕпе пулăшнă.

Чиркÿре юсав ĕçĕсене тума куллен 10-15 çын хутшăнать. Уйрăмах Николай Исаев, Валерий Миронов, Моисей Кудряшов, Павел Ильин, Юрий Ишмуллин, Валерий Евдокимов, Яков Терентьев, Сергей Ельцов, Валентинăпа тата Надежда Ларшниковасем, Людмила Рыкина, Галина Порфирьева, Шăмăршăра пурăнакан Татьяна Сергунова тата ыттисем те ĕçре хастар пулчĕç. Елизавета Яковлева, Елена Юманова, Валентина Ларшникова, Елена Ильина, Елена Горшкова, Нина Балканова, Роза Осипова, Нина Саландаева пенсионеркăсем те, çамрăксенчен кая юлмасăр ĕçленисĕр пуçне, ĕçе йĕркелесе ертсе пыраççĕ. Чиркÿ настоятелĕ, Зосима иеромонах, асьялсен пултаруллăхĕнчен, пурте кар! тăрса ĕçленинчен тĕлĕнсе çеç тăрать, тав сăмахĕ каласа пĕтереймест, ĕçлекенсен, пулăшакансен сывлăхĕшĕн кашни кунах кĕлĕ туса ирттерет. Турă пулăштăрах сире, ырă та сăваплă ĕçе хутшăнакансемпе пулăшакансем!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика