Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут куçне – шыв

21 августа 2010 г.

Çанталăк шăрăх тăрать. Çавна май пур çĕрте те пушар тухас хăрушлăх пысăк: пĕр хĕлхемренех вут-çулăм алхасма пултарать.

Çакна шута илсе Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕн тăрăхĕнче пушартан хÿтĕленме вунă участок туса хунă, кашнинчех каçхи хурал пур, пушарçăсен ирĕклĕ дружинине йĕркеленĕ, ăна мотопомпа уйăрса панă.

Кашни кил умĕнчех тултарнă савăтсем лартнă. Ял поселенийĕнче тăватă шыв башни. Шыв упрамалли ятарлă вырăнсем те пушă мар (вĕсем пирĕн пиллĕк). Кунсăр пуçне, кăкарса çÿремелли шыв цистернисем – саккăр. Пушартан хÿтĕленес, инкеке сирсе ярас тĕлĕшпе "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн Пăчăрлă Пашьел лесничествинчи пушар хуралĕн пайĕпе те килĕшÿ тунă, ятарлă çын çирĕплетнĕ.

Халăхпа тăтăш курса калаçатпăр, уйрăмах ачасене вут-кăварпа асăрхануллă пулма кирлине аса илтерсех тăратпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика