Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх шутне чакарас марччĕ

21 августа 2010 г.

Выльăх шутне чакарас марччĕ

КĂÇАЛХИ шăрăх çу ял халăхне нумай пăшăрхантарать. Хĕвел пĕр шелсĕр хĕртнĕрен курăксем сарăхрĕç, çырмасенче шыв типсе ларчĕ. Выльăхсене тăрантарма та йывăрланса пырать. Ĕне-вăкăрсене хĕл каçарма та утă-улăмĕ пайтах кирлĕ. Ăна та ку çул тупма çăмăл мар. Çумăр çуманран тырă-пулă çĕкленеймерĕ, вырăн-вырăнпа пĕр шитрен те иртеймерĕ. Паллах, пучахсем те куçа савăнтармарĕç.

Çак ÿкерчĕке курсан хресчен кăмăлĕ хуçăлать. "Выльăх-чĕрлĕхе мĕнле каçармалла-ши, утă-улăмне ăçтан тупса хатĕрлемелле;" – текен ыйту канăç памасть. Çапах та мал ĕмĕтлĕ ял халăхĕ умри йывăрлăхсене парăнтарма тăрăшать. "Вăй çитмест, ĕнене сутса ямалла мар-ши;" – текенсем те тупăнкалаççĕ. Анчах та сутма çăмăл, туянма йывăр пулмĕ-ши кайран; Шултра мăйракаллă выльăх качака кăна мар вĕт. Кансĕр пулсан та ĕне выльăхсен шутне сыхласа хăварма тăрăшасчĕ. Патшалăх та пулăшма шантарать.

Эпир хамăр та йышлă выльăх усранăран, ял çыннин хуйхи-суйхине, пăшăрханăвне питĕ лайăх ăнланатăп. Кăçал ĕне-вăкăрсене сутса пĕтерсен, килес çул сĕтпе аш-какай хакĕ самай ÿссе кайĕ. Çавăнпа та пуррине сыхласа хăварасахчĕ. Паян тунă йăнăш ĕçшĕн кайран ÿкĕнмелле килсе ан тухтăр. Ял çынни хуçалăх ĕçĕнчен ан хăратăр: выльăх-чĕрлĕхне йышлă усратăр, тырă-пулă çитĕнтертĕр, яланах çĕр хуçи пултăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика