21 августа 2010 г.
ЕНЧЕН те эсир пирус туртатăр пулсан, унăн сиенĕ сире пырса тивмĕ тесе ан шутлăр! Эсир ытти организмсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмастăр, çут çанталăк саккунĕсене пăхăнатăр. Кашни пирус вара сирĕн пурнăçăра кĕскетсех пырĕ. Апла пулсан, шутласа пăхар-и?
Пирус туртакан чи малтан сывлав органĕсене сиенлет. Акă мĕншĕн. Пирус сĕрĕмĕнче 4 пин ытла химилле япаласем шутланаççĕ, вĕсенчен 40-шĕ рак чирĕсене пуçарать. Кунсăр пуçне сĕрĕмре çĕр ытла наркăмăшлă вещество пур. Вăл шутра: никотин, цианид, мышьяк, формальдегид, кăмрăк йÿçек газĕ, углерод окиçĕ, синил кислоти т.ыт.те. Çавăн пекех пирус сĕрĕмĕнче радиоактивлă веществосем пурри те паллă: полоний, тăхлан, висмут. Çавăнпа та пĕр пачка пирус вăл – çулталăкра 500 рентген пайăрки лекнипе танлашать. Йăлкăшакан чĕлĕм температури – 700-900 градус! Темиçешер çул пирус туртакансен ÿпкисем хăрăмланса ларнă евĕр, вĕсем майĕпен çĕрекен орган пекех.
Ÿпкене тата карланкăна сиен кÿнисĕр пуçне, чĕлĕм туртни чĕрене, тымарсене хавшатать. Пирус туртнă хыççăн кашнинчех юн пусăмĕ ÿсет, холестеринсен шайĕ пысăкланать. Çавна май атеросклероз чирĕ лекет.
Час-часах туртакансем урисем ыратнипе аптăраççĕ.
Пирус туртакан хăйне кăна мар, ыттисене те сиен кÿрет. Унпа пĕрле пурăнакансен чĕре чирĕсемпе ÿпке ракĕн, астма, бронхит чирĕсен сăлтавĕсем пулма пултараççĕ.
Пирус туртакансенчен чылайăшĕ çапларах калать: "Вăт ман асатте пăравус пек мăкăрлантаратчĕ, хăй 80 çулччен пурăнчĕ. Кÿршĕри Ванька эрех те ĕçместчĕ, пирус та туртмастчĕ, 50 çул урлă каçсанах леш тĕнчене ăсанчĕ". Çапла каласа ĕнентерме тăрăшни кăлăхах! Чăн та, темĕнле те пулма пултарĕ пурнăçра, çапах та çав асатте пирус туртман пулсан 100 çулчченех пурăнмаллаччĕ.
Çÿлерех каланă сăмахсем шухăша ячĕç пулсан, пирĕн сĕнÿсене ăша хывма тăрăшăр. Акă, туртма пăрахасса хăвăра хăвăр шанмастăр-тăк, ку ĕçе ан та пуçăнăр. Пирус туртнин 3 тапхăрне палăртаççĕ. Пĕрремĕшĕ вăл – ахальтен турткалани, иккĕмĕшĕ – йăлана кĕни, туртма хăнăхса çитни, виççĕмĕшĕ – чĕлĕмсĕр пĕр кун та пурăнайманни. Пĕрремĕш тапхăрта 5 çула яхăн пирус турткаланине калаççĕ: иккĕмĕшĕнче – 5-15 çул ĕнтĕ кунне пĕрер пачка пирус та çитменни, çĕрлесерен те вăрансан туртни. Малтанхи тапхăрта çын чирлесех кайман-ха, çапах та сывлăх хавшама пуçланнин сăлтавĕсем палăраççĕ. Хăй çине тăрсан, кун пек чух пирус туртма пăрахма та пулать.
Иккĕмĕш тапхăра кĕнисемшĕн туртма пăрахма шанăç пур, анчах чылай асапланма тивет, хăвăр пурăнас кун-çула вăрăмлатма та май пур. Виççĕмĕш тапхăртисене тухтăр çеç пулăшма пултарĕ. Чир шалах кайнă ĕнтĕ.
Çапах та сире тухтăр пулăшăвĕ кирлĕ мар тесе шутлатăр пулсан, чи йывăр кунсенче – малтанхи икĕ эрнене пируссăр чăтса ирттерсе тÿсĕр. Кун пек чух икĕ сĕнÿ сире валли: туртма пăрахас терĕр пулсан, яланлăхах пултăр, кĕсйĕр пушах мар-тăк, никотинлă чăмлакпа усă курăр.