Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх сывă-и?

21 августа 2010 г.

КĂÇАЛХИ пĕрремĕш çур çулта районта çынсем нозологи формиллĕ инфекциллĕ тата паразитлă чирсемпе аптăранă 200 тĕслĕхе регистрациленĕ. Ку кăтарту иртнĕ çулхи çак вăхăтри шайран сахалтарах. Çавах та çакна палăртса хăвармалла: чирлисенчен 66, 5 проценчĕ – 17 çула çитмен ачасем.

Кăтартусем тăрăх, кăçал çынсем туберкулезпа, шатра чирĕпе, кĕçĕпе, энтеробиозпа, микроспорипе сахалрах чирлени палăрать. Çав вăхăтрах чĕр чунсем çынсене çыртнă тĕслĕхсем ÿснĕ, сифилиспа, вар-хырăм инфекцийĕпе чирленисем те ытларах. Педикулезпа (пыйтă ерни) чирлисен шайĕ пĕлтĕрхи пекех. ВИЧ-инфекциллĕ ултă çын учетра тăрать пулсан, кăçал кун пеккисене тупса палăртман. Гриппа, ОРВИпе аптăраканнисен шучĕ 7, 4 процент ÿснĕ.

Кăçалхи ултă уйăхра 200 çынна пĕрремĕш тата иккĕмĕш хут В вируслă гепатитран сыхланма прививкăсем тунă.

Мĕн ĕçетпĕр, мĕн çиетпĕр?

Çулталăк пуçланнăранпа шывпа тивĕçтерекен çăлкуçсенчен шывăн санитарипе хими шайне тĕрĕслеме çичĕ проба илнĕ, вĕсенчен 28,6 проценчĕ, тимĕр хисепĕ пĕчĕкрех пулнипе, гигиена нормативĕсене тивĕçтереймен. Микробиологи шайне тĕрĕслеме илнĕ шывăн ултă проби гигиена нормативĕсене ларнă.

Централизацилемен çăлкуçсенчен шывăн микробиологи шайне тĕрĕслеме 23 проба илнĕ, пурте гигиена нормативĕсене тивĕçтернĕ. Пăрăхсенчи шыв пахалăхĕ те хăрушлăх кăларса тăратмасть.

Кăçал, çавăн пекех, апат-çимĕç продукчĕсемпе чĕр тăварĕсен 60 пробине санитарипе хими шайĕ тĕлĕшĕнчен тĕрĕсленĕ, çитменлĕхсене асăрхаман. Çавăн пекех, хатĕр блюдăсен 9 пробине лабораторире тĕрĕсленĕ, вĕсем гигиена нормативĕсене тивĕçтернĕ.

Эпир пурăнакан тавралăх

Иртнĕ çур çулта тăпран тăватă пробине санитарипе хими тата микробиологи тĕлĕшĕнчен тĕрĕсленĕ. Стандартлă мар пробăсен хисепĕ – 6,6 процент. Виçпÿрт Шăмăршă шкулĕнче токсокар çăмартисем пурри палăрнă. Çавăн пекех тăпран вун ултă пробине паразитологи тĕлĕшĕнчен тĕрĕсленĕ, вĕсем пурте гигиена нормативĕсене тивĕçтернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика