Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Валерий ФАДЕЕВ: "Йывăрлăхсене çĕнтерсе пырăпăр, халăхшăн тăрăшасси чăн малти вырăнта пул&#

25 августа 2010 г.

Валерий ФАДЕЕВ:

РАЙОН пуçлăхне В.П.Фадеева ир-ирех ĕç вырăнĕнче курма хăнăхнă та, унпа курса калаçма çичĕ сехетрех пытăм. Сăмах çумне сăмах – район пурнăçĕ пирки шăкăл-шăкăл калаçу пуçланчĕ.

– Валерий Петрович, иртнĕ кунсенче кăна-ха пирĕн районта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕ. Калăр-ха, мĕнлерех хак пачĕ шăмăршăсен ĕçне пулас Президент?

– Тĕпрен илсен, Михаил Васильевич районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне лайăх хак пачĕ. Çавăнпа пĕрлех министр район аталанăвĕн кăтартăвĕсене татах ÿстерме май пуррине, мĕн пур хăватпа туллин усă курмаллине асăрхаттарчĕ, шăрăха пула шар курнă хушма хуçалăх тытакан ял çыннисемпе ял хуçалăх предприятийĕсене вăрлăх тата выльăх апачĕлĕх тырă туянма патшалăх пулăшассине пĕлтерчĕ.

2009 çулхи ĕç-хĕле хаклас пулсан, Шăмăршă районĕ вырăнти самоуправлени органĕсен ĕç кăтартăвĕсем (результативность) тăрăх республикăра пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çул кăтартăвĕсем те аван. Çак кунсенче района тепĕр савăнăçлă хыпар çитрĕ: Чăваш Республикинчи ял, хула поселенийĕсем хушшинче пынă экономика ăмăртăвĕнче, 4000 çын ытла пурăнакан поселенисен йышĕнче, Шăмăршă ял поселенийĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă.

– Юлашки виçĕ çул хушшинче районта туса ирттернĕ пысăкрах ĕçсемпе паллаштараймăр-ши?

– Ырă улшăнусем – халăх куçĕ умĕнче, çавăнпа та хăшне-пĕрне çеç асăнам. Виçĕ çул хушшинче 37,508 километр асфальт сарнă çул тунă, халĕ кашни яла асфальт çулпа çитме пулать. Çак тапхăрта кашни çулах 16-шар пин тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Нумай хваттерлĕ 14 çурта тĕпрен юсанă. Граждансене авари пулма пултаракан çуртсенчен куçармалли программăпа Шăмăршăра 24 хваттерлĕ çурт туса лартнă. Шăмăршăри тĕп больницăн хирургипе терапи уйрăмĕсене тĕпрен реконструкциленĕ. Кăçал район центрĕнче "Туслăх" физкультурăпа спорт комплексне хута ятăмăр, çак пысăк ĕçе пурнăçлама 107 миллион тенкĕ тăкакланă.

Çавăн пекех Хырла шывĕ çинче водохранилище тăвасси вĕçленсе пырать. Çулталăк пĕтиччен Энтĕрьел ялне çити ушкăнлă водовод (групповой водовод) хывассине вĕçлеме палăртнă. 2008 çулта Шăмăршăра тасатакан сооруженисене хута янине те халăхшăн питех те кирлĕ ĕç тесе шутламалла.

Иртнĕ çул пирĕн район бизнес-инкубатор тума – çĕнĕ ĕçсем йĕркелесе яма – 5 миллион тенкĕ грант çĕнсе илчĕ. Проект тĕллевĕ – пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантармашкăн майсем туса парасси. Пĕлтĕр районта Л.Корчаковăн мини-пекарни тата Асанкассинче йывăçа ĕçе кĕртекен цех уçăлчĕç.

– Валерий Петрович, районта приоритетлă наци проекчĕсем мĕнле пурнăçланаççĕ?

– Юлашки виçĕ çул хушшинче "Çамрăк çемье" программăпа, патшалăх пулăшнипе, районти 34 çемье çурт-йĕрлĕ пулса тăчĕ, çакăн валли 11,373 миллион тенкĕ уйăрнă. "Ялăн социаллă аталанăвĕ" программăпа 53 çемье çурт туса лартрĕ е туянчĕ.

"АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ ĕçлеме пуçланăранпа районти 2551 çемье килти хушма хуçалăха аталантарма патшалăхран çăмăллăхлă кредит илнĕ. 2005-2008 çулсенче районта 36,38 километр тăрăшшĕ водопровод сетьĕсене тата 7 насус станцине хута янă.

Халăха вĕрентес ĕç те пĕрмай лайăхланса пырать. Кашни шкулах сивĕ тата ăшă шыв пырса тăрать. Шкулсем вĕрентÿпе лаборатори оборудованийĕпе пуянланчĕç. Пурне те Интернет сетьĕпе çыхăнтарнă. 2009 çулта кăна вĕрентÿ ĕçĕ валли бюджетран 85275,4 пин тенкĕ тăкакланă, çак кăтарту 2008 çулхинчен 14 процент пысăкрах.

Районта 16 культурăпа кану учрежденийĕ ĕçлет, вĕсенчен виççĕшне модернизациленĕ. Çавăн пекех модельлĕ 13 библиотекăпа 4 библиотека пункчĕ, ача-пăча искусствин шкулĕ тата 2 музей ĕçлеççĕ.

Халăх сывлăхне сыхланă çĕрте Шăмăршăри тĕп больница, пĕтĕмĕшле çемье практикин 5 офисĕ тата 13 фельдшерпа акушер пункчĕ тăрăшаççĕ.

– Ним пытармалли те çук, районти халăха ĕçпе туллин тивĕçтерейместпĕр-ха. Ку енĕпе улшăнусем пулĕç-ши?

– 2009 çулта 1109 çынна, çав шутра ĕçсĕр тăрса юлнă 13 çынпа çул çитмен 402 çамрăка ĕçпе тивĕçтерме пултартăмăр. Çĕнĕрен 40 ĕç вырăнĕ туса хунă. 434 çынна вăхăтлăх ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ.

Хальхи вăхăтра районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăн 467 субъекчĕ ĕçлет. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, предпринимательсен йышĕ тата 25 çынпа пысăкланчĕ. Эпир пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантарни халăха ĕçпе тивĕçтермелли тĕп çул-йĕр тесе шутлатпăр, ку тĕлĕшпе малалла та ĕçлĕпĕр.

– Валерий Петрович, октябрĕн 10-мĕшĕнче пирĕн вырăнти самоуправлени органĕсене суйламалла пулать. Эсир – "Единая Россия" политика партийĕн районти ертÿçи пулнă май – суйлав умĕнхи кампание мĕнле хак панă пулăттăр?

– Район пурнăçĕ çитес 5 çул хушшинче мĕнле аталанасси вырăнти самоуправлени органĕсенче ĕçлеме камсене суйланинчен питĕ нумай килет. "Единая Россия" партин Шăмăршă районĕнчи вырăнти уйрăмĕ ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, район тата ял Пухăвĕсен депутачĕсем пулма хăйĕн кандидачĕсене – чи тивĕçлĕ çынсене тăратрĕ. Ман шутпа, вĕсем халăхшăн чăннипех ĕçлеме пултаракан шанчăклă, йывăрлăхсенче тĕрĕсленнĕ çынсем.

Çав вăхăтрах çакă та шухăшлаттарать: ял поселенийĕн пуçлăхĕ е депутат пулма кандидата тăратнă е хăйсем тăнă çынсем хушшинче ниçта та ăнăçлă ĕçлесе кăтартман, аяккинче çапкаланса çÿренĕ е ял пурнăçне пачах та пĕлмен çынсем те пур. Вĕсем суйлавçăсене "ылтăн тусем" шантараççĕ, хăйсен сăмахĕн хакĕ виçĕ пуса та тăмасть. Ун пек çынсем влаçа лекесрен хытă асăрханмалла. Суйлавçăсене манăн ăслă пулма, чи тивĕçлисене çеç суйласа илме сĕнес килет.

Шăмăршă районĕнчи суйлавçăсем унчченхи суйлавсенче яланах политика тĕлĕшĕнчен тĕрĕс сасăлав тунă, çавна май республика ертÿçисем те пирĕн çине ăшă куçпа пăхнă, пулăшма тăрăшнă. Социаллă пурнăçпа экономикăри тĕллевсене пурнăçласси кăçалхи суйлавран нумай килнине манар мар. Тĕрĕс сасăласан, района хушма укçа-тенкĕ килес шанăç та пысăк.

Умра тăракан ĕçсен калăпăшĕ питĕ анлă. Шăмăршă районĕн 2010-2012 çулсенчи социаллă экономика аталанăвĕн программине пурнăçлас тесен, кашни çыннăн яваплăха çирĕп туйса ĕçлемелле. Çак программăна пурнăçлама 474,84 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă. Унпа килĕшÿллĕн районта çывăх çулсенчех çак ĕçсене пурнăçламалла: "Восход", "Искра" СХПКсенче, "Карлинская" Агрофирма" тата "Нива" ЗАОсенче 200-шер ĕне выльăх вырнаçмалăх витесене тĕпрен реконструкцилемелле, "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн территорийĕнче туризм комплексне уçмалла, ялсенче пурăнмалли çуртсем тумалла, хуçалăхра усă курнă хыççăн юлакан каяшсене тирпейлесе ĕçе кĕртекен мини-завод, Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕн территорийĕнче сысна ĕрчетмелли комплекс, Хырла çинчи водохранилищĕре осетр йышши ăратлă пулă ĕрчетмелли питомник хута ямалла тата ытти те.

Ял урамĕсене çулсем сарас, çĕнĕ урамсене электрификацилес тĕлĕшпе малалла ĕçлĕпĕр.

Çитес çул Шăмăршăра ватă çынсем валли вăхăтлăха пурăнмалăх 30 вырăнлă çурт тума пуçламалла, Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкул çуртне тата Шăмăршăри 30 вырăнлă ача садне реконструкцилессине вĕçлемелле, ĕçмелли таса шыва упрама 3 насус станцийĕ хута ямалла.

Шăрăх та типĕ çанталăк пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ пулин те, район çыннисене эпĕ çирĕп те чăтăмлă пулма сĕнесшĕн. Мĕнле пулсан та выльăх-чĕрлĕх йышне упраса хăвармалла. Ял çыннисем тырă фуражĕ пирки ял поселенийĕсене пырса заявка пама пултараççĕ. Утă-улăма республика тулашĕнчен туянма тăрăшмалла.

Вăрлăх хатĕрлесси, çитес çулхи çур аки пирки халех шухăшласси те – пуç çинче тăракан çивĕч ыйтусем. Чунпа хуçăлманнисем, мал ĕмĕтлисем паянхи ялăн тĕп тĕрекĕ пулса тăраççĕ. Сас-хурана итлемесĕр, хамăр ăспа, хамăр вăйпа пурнăçа лайăхлатса пырар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика