25 августа 2010 г.
Эпĕ Ленинăн ача пулнă тенине илтнĕччĕ. Эсир кун пирки мĕн те пулин уçса калама пултараймастăр-ши?
А.МИХАЙЛОВА.
Шăмăршă ялĕ.
Кун пирки, тĕслĕхрен, "Аргументы и факты" хаçат 1998 çулхи 14-мĕш номерте çырнăччĕ.
"Çавăн çинчен Германири шкул ачисем пурте тенĕ пекех пĕлеççĕ, – тенĕ унта. – Саккăрмĕш класра вĕренмелли истори кĕнекинче В.Ульянов (Ленин) пирки каланă сыпăкра Александр Стеффена асăннă, вăл революци çулпуçĕн пĕртен-пĕр ывăлĕ тата Инесса Армандăн (хĕр чухнехи хушамачĕ Стеффен) улттăмĕш ачи пулнă". Хаçат пĕлтернĕ тăрăх, ун чухне, пилĕк çул каялла, Александр Стеффен Берлин хулинче пурăннă. Корреспондента вăл çапла каласа панă:
"Эпĕ 1913 çулта, манăн анне Владимир Ильичпа паллашнăранпа тăватă çул çитсен, çуралнă. Паллашасса вĕсем 1909 çулта унăн иккĕмĕш упăшки Владимир Арманд вилнĕ хыççăн паллашнă. Ман шутпа, аттепе анне эпĕ çут тĕнчене килнĕ тесе питех те хыпар сарасшăн пулман. Çавăнпа та çуралнă хыççăн çичĕ уйăхран мана Австрири пĕр коммунист çемйине панă".
Унта А.Стеффен 1928 çулччен пурăнать. Палламан çынсем ăна Гавр хулинче пăрахут çине лартаççĕ те, вăл Америкăна çитсе тухать. Каярахпа çав çĕршывăн гражданинĕ пулса тăрать. 1943-47 çулсенче çар службинче те пулма тивет унăн.
Ашшĕ кам пулнине ăна амăшĕ хăй вилес умĕн каласа панă. 1959 çулта, арăмĕ вилсен, Александр каллех Европăна таврăнать те нимĕçсен çĕрĕнче пурăнма тытăнать. 1967 çулта Берлина тĕнчери коммунистсен юхăмĕн лидерĕсем пухăнаççĕ. Унта Л.И.Брежнев та пулнă. Çавăн чухне вăл Александр Стеффена совет посольствине чĕнтерсе ун кăкăрĕ çине Халăхсен Туслăхĕ орден çакса ярать.