Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял пурăнать, çĕнелет, аталанать

28 августа 2010 г.

АНАТ ЧАТКАС ял поселенийĕнчи ялсенче пурĕ 287 кил шутланать. Ытти çĕрти пекех кунти халăх килти хушма хуçалăха аталантарать: выльăх-чĕрлĕх усрать, пахча çимĕç çитĕнтерет. Çамрăксем аслисенчен ĕçе хăнăхса пыраççĕ, çемье çавăрса йăх-несĕле малалла тăсаççĕ. Ял илемĕпе тасалăхĕшĕн те тăрăшаççĕ кунта.

Ял çамрăксем пулсан пĕтменни паллă. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç çĕршыв мухтавĕпе шанчăкĕ. Шăпах вĕсенчен пархатарлă та ырă ĕç кĕтеççĕ. Анат Чаткас ял поселенийĕнче 276 çамрăк шутланать. Вĕсем хушшинче вĕренекенсем те, ĕçлекенсем те пур. Ку тăрăхри хĕрсемпе каччăсем пултаруллă та пуçаруллă, спортпа та туслă вĕсем. Районта иртекен ăмăртусенчен малти вырăнсемсĕр каялла нихăçан та таврăнмаççĕ тесен те йăнăш мар. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тăрăшаççĕ çамрăксем.

Ял поселенийĕнче пурăнакансенчен чи ватă хĕрарăм – О.Воробьева. Олимпиада Трофимовна 1918 çулта çуралнă. Хăйĕн пурнăçĕнче савнăçне те, хуйхи-суйхине те сахал мар курнă. Вăл темле йывăр вăхăтра та хуçăлман. Пуринпе те пĕр тан ĕçленĕ, пĕр ĕçрен те хăраса тăман.

1930 çулта çуралнă Н.Воробьев арçынсенчен чи ватти. Вăл хăйĕн кун-çулне тăван колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Хальхи вăхăтра мăшăрĕпе иккĕшĕ пурăнаççĕ, чăх-чĕп тытаççĕ, пахча-çимĕç çитĕнтереççĕ. Ватăсене пулăшма мăнукĕсем килсех çÿреççĕ. Вĕсем пурĕ 7 ача ÿстернĕ.

Хресчен-фермер хуçалăхĕсен шучĕ кунта – улттă. Вĕсен хуçисем тырă-пулă, çĕр улми çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕх усрама тăрăшаççĕ. Кăçалхи уяр çанталăк вĕсене те самаях пăшăрхантарчĕ. Çапах та пултаруллă ĕçченсем йывăрлăхсенчен хăраса пуçĕсене усмаççĕ. "Хамăр тăрăшсан, Турă пулăшатех", – теççĕ.

Ял поселенийĕн администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, тăрăшуллă çамрăк çемьесем те сахал мар. Николайпа Елена Ильинсем çурт та çĕкленĕ, выльăх-чĕрлĕхне те усраççĕ, тракторсем те туяннă. Кил хуçи Мускава ĕçлеме çÿрет, арăмĕ районти тĕп больницăра вăй хурать. Александрпа Наташа Козловсем çĕнĕ çурт купаласа лартнă, ăна туса пĕтерсен хăтлă пÿлĕмсенче пурăнма пуçлĕç. Саша предпринимательте тăрăшать, мăшăрĕ ачапа ларать.

Тури Чаткасри Алексейпа Мальвина Матвеевсем те ялта хисепре. Вĕсем икĕ ача çĕтĕнтереççĕ, иккĕшĕ те тăван колхозрах тăрăшаççĕ. Колхозра трактористра ĕçлекен Дамир Бахитов чăваш хĕрĕпе Людмилăпа пĕрлешсе туслă çемье çавăрнă. Шăкăл-шăкăл калаçса, килĕнтерсе пурăнса кил-çурт тытса пыраççĕ.

Ача усрава илекенсем те пур ял поселенийĕнче. Акă Сашăпа Ирина Ефимовсем виçĕ ача усрава илнĕ, пĕрне хăйсем çине çыртарнă. Виçĕ шăпăрлана чунĕсене парса пăхаççĕ вĕсем, ырă çынсем туса çитĕнтерессишĕн тăрăшаççĕ. Воробьевсем вара пĕр ача усрава илнĕ.

Анат Чаткас ял поселенийĕнче пурăнакансем килти хушма хуçалăха аталанарма патшалăхран кăçал çăмăллăхлă кредит пурĕ 12 килĕ 2 миллион та 60 пин тенкĕлĕх илнĕ. Çак çынсем укçана выльăх-чĕрлĕх туянма, вите-хуралтă тума ярĕç.

Урамсенчи тирпей-илемшĕн те сахал мар тăрăшаççĕ. Кашни çулах ялти урамсем хушшинче чи таса урам ятне парассишĕн конкурс йĕркелет ял поселенийĕн администрацийĕ. Кăçал Анат Чаткасри К.Маркс урамне республикăри, "Чи таса та тирпейлĕ урам" ята çĕнсе илессишĕн конкурса тăратнă.

Чаткассем каçхи кас хуралĕ пирки те манмаççĕ. Халĕ те пур вăл кунта. Уяр та шăрăх çанталăкра уйрăмах сыхă пулни хамăршăнах аван-çке. Инкеке вăхăтра асăрхасан ăна çийĕнчех сирсе яма çăмăлрах. Çакна лайăх пĕлеççĕ кунта пурăнакансем.

Пурнăç кустăрми пĕр вырăнта тытăнса тăмасть. Ялан малалла чуптарать. Кăçалхи 7 уйăхра Чаткас тăрăхĕнче 5 туй кĕрленĕ, 5 ача çуралнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика