Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çырав

28 августа 2010 г.

Çырав гимнĕ

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн Гимнĕ пуррине нумайăшĕ пĕлмест-тĕр. Нумаях пулмасть çуралнă илемлĕ те мăнаçлăн янăракан юрă сăмахĕсене Дмитрий Тютлин çырнă. Сергей Катин вара кĕвĕ хывнă. Юрлаканĕ – çепĕç сасăллă Лениза Сайфулина. Гимн виçĕ куплетран тата хушса юрламаллинчен тăрать. Унăн кашни сăмахĕ, йĕрки витĕмлĕ, чуна çĕклет. Гимн Раççейре пурăнакансене çырава хутшăнма чĕнсе калать. Çĕршыв пуласлăхĕшĕн кашни çын пĕлтерĕшлине, кирлине çирĕплетет, хамăр тымара манма юраманнине аса илтерет.

"...Раççее эс кирлĕ халĕ, Раççейшĕн кашни пĕлтерĕшлĕ", – янăраççĕ юрăри йĕркесем.

Гимн пурин кăмăлне каясса, çынсене яваплă тапхăра хутшăнма пулăшасса шанас килет.

Инкек-синкекрен сыхланма – страхлав

Çыравçă – кăткăс служба тивĕçне пурнăçлакан патшалăхăн полномочиллĕ çынни. Унăн ĕçĕ-хĕлне хăрушă профессипех танлаштармалла-тăр. Çырав тапхăрĕнче вĕсем час-часах кăткăс пăтăрмахлă лару-тăрăва кĕрсе ÿкеççĕ. Вĕсен ĕçĕ-хĕлне çăмăллатма, ытти çынсенчен уйăрса илме пулăшма ятарлă удостоверени, шарф, пуçа тăхăнмалли, портфель параççĕ. Тĕттĕм урамсемпе подьездсенче фонарикпа усă курĕç. Йыт-качкаран, усал шухăшлă çынсенчен хăтăлма – шăхлич! Йывăр лару-тăруран тухма пулăшма инструкци те хатĕрленĕ. Акă хăш-пĕр йĕрке: "Енчен те алăка уçрĕç, эсир кăткăс лару-тăрупа – килти хирĕçÿ-çапăçу, ĕçкĕ-çикĕ, уяв – тĕл пулсан кайăр, тепĕр чухне килĕр". Инструкци переписчиксене сĕтел хушшине ларма та хушмасть, хуçисем хистенине пăхмасăр лăпкăн сыв пуллашса пăрăнса утма сĕнет.

2002 çулта Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕнче переписчиксене страхлама тытăнни ахальтен мар. Япăх çутатакан урамсемпе подьездсенче, пăрлă-çумăрлă çанталăкра (çырав октябрьте иртмелле) аманма пулать, çитменнине çапкаланса çÿрекен тата килти йытăсем те час-часах хăрушлăх кăларса хăратаççĕ. Тата переписчиксен тĕрлĕ сийлĕ халăхпа ĕçлеме тивет. Вĕсен хушшинче усал шухăш-кăмăллă çынсем те пур. Вырăнти влаç органĕ, муниципалитет, шалти ĕçсен пайĕ çыравçăсене пулăшма тăрăшаççĕ-ха, анчах инкек-синкекрен хăтăлса пĕтме кансĕр. 2002 çулта акă 400 инкек сиксе тухнă (430 пин çыравçа страхланă). Çав шутран 70 проценчĕ йытă çыртнипе, килти инкекпе çыхăннă. Ытларах Тĕп тата Атăлçи Федераци округĕнче шар куракансем нумай.

Сывлăха сиен кÿрсен страхлав тÿлевне 1-рен пуçласа 100 процент таранах тÿлеме пултараççĕ. Страхлав тÿлевĕн чи пысăк хисепĕ – 20 пин тенкĕ. Çак ĕçе 2002 çултанпа "Страховой Дом ВСК" пурнăçласа пырать.

Ăнăçу сунатпăр!

Росстат 2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне халалласа пĕлтерĕшлĕ мероприяти пирки информаци ытлрах сарас, тавра курăма анлăлатас тĕлĕшпе викторина йĕркеленĕ. Унта хутшăнакансем çырав историне, географине, унăн хучĕсен содержанине тата ыттине те пĕлессипе ăмăртĕç. Викторинăна 18 çул тултарнă Раççей гражданĕсем хутшăнма пултараççĕ. Кашни эрнере çĕнтерÿçĕне палăртса 7 пин тенкĕ уйăраççĕ. Викторина ыйтăвĕсем эрнерен "Раççей" радиоканалпа "Çырав чăнлăхĕсем" программа эфирĕнче янăраççĕ. Çавăн пекех 2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн WWWĕ perepis – 2010. ru сайчĕн "Викторина" уйрăмĕ çинче те пичетленсе пыраççĕ. Кашни эрне кун викторинăна хутшăнакансене икĕ ыйтуран кая мар параççĕ, çĕнтерÿçĕсене палăртаççĕ. Вĕсен ячĕсене "Çырав чăнлăхĕсем" радиопередачăра пĕлтерсе пырĕç. Викторина ыйтăвĕсен хуравĕсене WWW perepis – 2010.ru ("Викторина" уйрăм) сайт çине ямалла, хуравлаканăн ятарлă формине çырса тултармала. Çĕнтерÿçĕсене палăртнă хыççăн виçĕ кун хушшинче ăна унăн электронлă адресĕпе пĕлтерĕç.

Викторина 2010 çулхи октябрĕн 27-мĕшĕччен тăсăлĕ. Паянхи куна вуншар çын унта хутшăнса парне илме тивĕçнĕ. Эсир те ан юлăр, хутшăнăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика