Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентÿ стандарчĕ. Мĕнлерех ăнланатăр ăна?

28 августа 2010 г.

Вĕрентÿ стандарчĕ. Мĕнлерех ăнланатăр ăна?

Кăçал, Учитель çулĕнче, Раççейри вĕрентÿ стандартĕнчи улшăнусем çинчен хаçатсенче тăтăшах çырма пуçларĕç. Теле-радио передачăсем те пулаççĕ çак çивĕч ыйтупа. Тĕрĕссипе каласан, вĕрентÿ стандарчĕ паянхи кун мĕнлерех пулмалли пирки чылай учитель шухăшлать. Чи канăçсăррисем, унчченхи стандартран (шаблонран) уйрăлса вĕрентÿ методикин çĕнĕ шыравне тухнисем, хăш-пĕр çитĕнÿсем тăваççĕ, хăйсен ырă тĕслĕхĕпе ачасене хавхалантарса вĕренме вĕрентеççĕ.

Паллах, вĕрентÿ ĕçĕнче ырă улшăнусем тăвасси пирки кашни учитель шухăша кайма тивĕç. Вĕсем мана та, 3 дипломлă учителе, Васанти вăтам шкулта чылай çул директорта, завучра вăй хунăскере, вăрçăпа педагогика ĕçĕн ветеранне, 5 ача ашшĕне, шухăшлатараççĕ.

Халĕ манăн вун-вун çул каяллахи педагогика ĕçĕ мĕнлерех пынине асăнса хăварас килет (статьяна педагог маррисем те вулассипе шута илсе). Ун чухне уроксенче çĕнĕ пĕлĕве учитель хăй панă. Ку ĕçре ăна вырăсла урокодатель теме пулать. Çак вĕрентÿ стандартĕнче пĕлÿ парасси малти вырăна тухса тăрать. Хăш-пĕр чухне воспитани ĕçĕ сисĕнсех те каймасть. Е лайăх пĕлÿллĕ çынах çителĕксĕр воспитани илме пултарать (ачаранах ырă кăмăллă пуласси, аслăраххисене, вăйсăртараххисене кирлĕ вăхăтра пулăшма хатĕр тăрасси тата ытти те).

Хальхи вĕрентÿ стандартне халалласа кăçал "Российская газета" изданире педагогика наукисен докторĕ А.М.Кондаков "Учитель вместо урокодателя" статья пичетлерĕ. Ăна районти учительсенчен чылайăшĕ вуланă ĕнтĕ. Тÿрех калатăп, мана, ватă педагога, статья тарăн шухăша ячĕ. Учитель валли пĕлмелли, ĕç меслечĕ валли илмелли чылай унта. Педагогикăри çĕнĕлĕхсем пирки "Аргументы недели" хаçатра РФ Вĕрентÿпе наука министрĕ А.А.Фурсенко та интереслĕ статья пичетлесе кăларчĕ.

"Свободу учителям" ятлă вăл. Ку статьяра та учитель тата урок паракан сăмахсем пĕр пĕлтерĕшлĕ маррине тÿрех ăнланса илме пулать.

Чăнах та, урок паракан (урокодатель) учитель ята тивĕçеймест хальхи вĕрентÿ стандарчĕпе илсе шайласан. Çÿлерех асăннă авторсем те "Халĕ пире учитель кирлĕ", теççĕ. Çак шухăшпа эпĕ те туллин килĕшетĕп.

Хальхи вăхăтра Интернет çыхăнăвĕпе усă курса, компьютер технологийĕсене тĕпе хурса хуть хăш предметпа та тивĕçлĕ информаци (материал) илме май пур. Ачасем валли вăл е ку предметпа тарăннăн вĕренме май паракан хушма литература та нумай. Кашни ÿсĕмри ачасем валли тивĕçлĕ вĕренÿ программи туса хатĕрленĕ. Ĕçле те ĕçле, учитель! Ачасене тарăн пĕлÿ памалли майсем хальхи вăхăтра нумай. Урок формипе-и, урăх майпа-и – кăна учитель хăй суйласа илтĕр. Ăнланмалларах каласан, вĕрентÿ ĕçĕн хальхи стандартĕнче ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ илме вĕрентекенсем – учительсем кирлĕ. Урăхларах каласан, ĕнерхи урок параканăн паян вĕренме вĕрентекен çын пулса тăмалла. Пĕрлех учителĕн ачасене ăшă чунлă, ырă чĕреллĕ пулма, пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленме, тивĕçлĕ професси суйласа илме вĕрентмелле. Унăн учитель тата воспитатель пулмалла.

Унчченхи тапхăрта, компьютерсем пулман вăхăтра, учитель тата кĕнеке "пĕлÿ çăл куçĕсем" пулнă. Халĕ вара учителĕн урока кĕнекесемпе кăна мар, компьютер технологийĕсемпе усă курса тата тарăнрах та интереслĕрех ирттерме майсем çителĕклĕ. Кунсăр пуçне учителĕн ачана хăй тĕллĕн вĕренме, вĕрентекенсĕрех пĕлÿ илме те хăнăхтармалла. Культурăпа хăй тĕллĕн воспитани илессин йĕркисене вĕрентессине, пурнăçа, çĕршыва юратас туйăма аталантарассине те манăçа хăвармалла мар. Наци идейин тĕп пункчĕсенчи (ирĕклĕхпе тĕрĕслĕх, Раççей гражданинĕн ятне çÿлте тытасси тата социаллă яваплăх) ăнланусене ăша хывма вĕрентмелле.

Хăйĕн статйисенче А.А.Фурсенко çапла калать: "Сире, учительсене, ирĕке яратпăр". Мĕне пĕлтерет-ха ку; Пĕтĕмлетÿ тăвиччен, эпĕ, пенсие тухичченех педагог пулса ĕçленĕскер, ĕлĕкхине аса илсе хальхипе танлаштарасшăн.

Иртнĕ ĕмĕрти 60-70-мĕш çулсенче (унччен маларах та) шкулта учитель тĕп фигура пулнă. Вăл ыранхи урока килте тĕплĕн хатĕрленсе кайнă (поурочный план). Ĕç планĕнче лайăх вĕренекенсем валли уйрăм задачăсемпе заданисем, начартарах ĕлкĕрсе пыракансем валли çăмăлтараххисем палăртса хăварнă, вĕсемпе урокра ĕçлеттернĕ. Мĕнлерех кăтарту пособийĕсемпе, картăсемпе тата ыттипе усă курассине те çырнă.

Урок пуçланас умĕн шкул директорĕ учительсен ĕç планĕсене кашни кунах тĕрĕслесе тăнă. Урока ĕç планĕсĕр килнĕ учительсене çирĕп асăрхаттарса хăварнă. Вăл вăхăтра директорăн, завучăн шкулти учительсен урокĕсене кашни кунах (2 урокран кая мар) итлесе хак памалла пулнă. Педсоветра лайăххисене мухтанă, ĕçе сÿрĕкĕн илсе пыракансене асăрхаттарнă е вĕсенчен хăтăлма тăрăшнă. Апла пулсан, учительсем ирĕкре пулманах ĕнтĕ.

А.А.Фурсенко статьяра çапла каланă сăмахсем пур: "Ирĕклĕх яваплăхпа тачă çыхăнса пырать". Ирĕклĕх мĕн иккенне учителĕн мĕнлерех ăнанмалла-ха; "Ирĕклĕхе хăнăхмалла, – тет министр, – каялла чакмалли çул çук. Вĕрентÿ ĕçĕн результачĕсене вара çирĕп тĕрĕслесе тăрăпăр". Министр ирĕклĕхе сăнарлăн танлаштарни те килĕшрĕ мана. Вырăслах илсе кăтартам-ха ăна. "Она (свобода) как горячий пирожок, хочется съесть, а пока держишь в руках – жжется". Халĕ учитель урокне унчченхи пек контроллесе тăмаççĕ ĕнтĕ. Анчах та "вĕрентÿ ĕçĕн результачĕсене вара çирĕп тĕрĕслесе тăрăпăр" тенипе танлашмасть-и-ха "вĕри кукăль алла пĕçертет" тени;

Çапла, халĕ учителе ирĕклĕн ĕçлеттерме пур майсем те туса панă, çав вăхăтрах унăн ĕç результачĕсен яваплăхĕ те ÿснĕ. Вĕрентĕвĕн хальхи стандарчĕпе шайлашуллăн ĕçлесе пырас тесен, ман шутпа, чи малтан учителĕн професси ăсталăхĕ кирлĕ. Кунта, паллах, аслă шкулта илнĕ пĕлÿ кăна çителĕксĕр. Кашни учителĕн тарăн тишкерÿ тумалла, хăйĕн пĕлĕвĕн шайне тивĕçлĕ хак памалла. Паллах, çакна тума çăмăлах мар. Анчах вăхăт ыйтнине пурнăçламах тивет. Тулли хăватпа тата тухăçлăн ĕçлес тесен учителĕн хăйне шанса панă предметри пĕлÿ шайне васкамасăр, пайăн-пайăн тĕпчесе тухмалла, "шăйрăксем" пулсан, вĕсене "тарăнлатма" пĕтĕм вăя хурса ĕçлемелле, компьютер технологийĕсемпе, хальхи педагогикăри çĕнĕ изданисемпе анлăн усă курмалла. Опытлă ĕçтешрен канаш ыйтма та вăтанмалла мар. Тăван çĕршывăмăр вĕрентÿ ĕçĕнче учительтен пысăк çитĕнÿсем кĕтет, кашни ачана тарăн пĕлÿ парасса шанать.

Учитель вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех тивĕçлĕ пĕлÿ парассишĕн ĕçлени чи малтан патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче палăрать. Çак яваплă экзаменра ачасем лайăх пĕлÿпе палăрни учителе илем кÿрет.

Ĕçре лайăх результатсемпе палăрас тесен, вĕренÿ çулĕн малтанхи кунĕнчен пуçласах хальхи çĕнĕ технологисемпе ĕçлесе пыма тăрăшмалла. 2010 çулхи январьтен пуçласа вĕренÿре çĕнĕ стандарт вăя кĕнĕ. Вĕренÿ программисем çавах юлнă, пĕлÿ парассине вара учитель хăй суйласа илнĕ меслетсемпе пурнăçламалла (учитель хăй каласа парать, компьютерпа, ытти çĕнĕлĕхсемпе усă курать, ачасене Интернет çыхăнăвĕ урлă тивĕçлĕ пĕлÿ илме пулăшать, вĕренекенсен пултаруллăхне шута илсе кашнийĕнпе уйрăммăн ĕçлет, ĕлкерейменнисемпе хушма занятисем йĕркелет тата ытти те). Кĕскен каласан, ачана вĕренме вĕрентмелле.

Кунта тĕслĕх те илсе кăтартас килет. Калăпăр, ача компьютер тăрăх вăл е ку темăпа хăйĕн пĕлĕвне çирĕплетме ларнă. Вĕренекен хăйне кирлĕ материала тимлĕн вулать, тетрадь çине предложенисем е цифрăсем çырса хурать. Унăн ĕçне сăнаса, учитель савăнать. Ара, ача пĕлÿ илессишĕн тăрăшать-çке. Апла пулсан, унра учитель вĕренес туртăма аталантарнă. Çав вăхăтрах ача маларах учитель çĕнĕ темăна ăнлантарнине (кивĕ стандартпа) питех итлемен те тейĕпĕр. Хăш меслет лайăхрах; Шăпах çакă мар-и-ха ирĕклĕх; Пĕрлех "ирĕклĕх " пĕçертет те.

Учителĕн хăйĕнче нумай пĕлес туртăма хускатмалла, çак туйăма вăйлатса пымалла. Ĕçре йăнăшсем те, сисĕмлĕ результатсемех паман утăмсем те пулĕç. Анчах çав йăнăшсем тепрехинче пулмĕç, результатсем вара пулаççех! Малалла утакан пур йывăрлăхсене те çĕнтерет.

Паллах, пĕлÿ парассипе воспитани ĕçĕ юнашар пыччăр. Калăпăр, юлхаврах ачана пĕлÿ парасси ăнсах пымасть. Учитель ăнлантарнине те вăл тимлĕн итлемест. Çав ачанах ку темăпа компьютерпа ĕçлеме хушсан, вăл интересленсех ĕçлесен, – кайран мĕн пĕлнине-ăнланнине учителе каласа парсан – питĕ лайăх. Ачан вĕренес туртăм хускалать. Пĕрлех кунта учитель воспитани ĕçне те туса ирттерет: ачана темăпа интереслентерсе ярса, унăн пĕлÿ шайне ÿстерет, юлхавлăхран хăтăлма пулăшать.

Класс тулашĕнчи тĕрлĕ мероприятисенче те педагогсем ачасене тĕрлĕ енлĕ воспитани параççĕ. Уроксем хыççăн киле кайсан вара шкулта илнĕ ырă енсене ачасен çирĕплетмелле. Çакна кунран-кун, çулран-çул кирлĕ пек туса пыма ашшĕ-амăшĕн пулăшмалла, ачасене хăйсен ырă тĕслĕхĕпе хавхалантармалла. Шкул, общество, ашшĕ-амăшĕ пĕрле тачă çыхăнса ĕçлесен, вĕсем пĕрлехи вăя пĕтĕçсен ачасем Тăван çĕршыва юрăхлă чăн-чăн гражданинсем пулса çитĕнĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика