Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен пуласлăхĕшĕн, халăх ырлăхĕшĕн

01 сентября 2010 г.

Чăваш Ен пуласлăхĕшĕн, халăх ырлăхĕшĕн

Шупашкарта, Правительство çурчĕн Пысăк залĕнче Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Президент должноçне кĕнĕ май савăнăçлă церемони иртнĕ. 2010 çулхи августăн 29-мĕшĕнчен Чăваш Республикин – çĕнĕ Президент. Çак самант историре мĕнлерех сăнланса юлнă-ха; Церемоние ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский ертсе пынă. Унта çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота, Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ Николай Федоров хутшăннă.

Михаил Игнатьевшăн чи пĕлтерĕшлĕ самантсенчен пĕри, ахăртнех, тăван халăхпа Конституци шанăçне тивĕçлĕ пуласси пирки тупа туни пулчĕ. Ахальтен-и мăнаçлăхпа танах хумханни те палăрчĕ çак сăмахсенче: "Чăваш Республикин Президенчĕн Полномочийĕсене пурнăçланă чухне Раççей Федерацийĕн Конституцине тата гражданин прависемпе ирĕклĕхĕсене хисеплеме тата пурнăçа кĕртсе пыма, Чăваш Республикин Президенчĕн пысăк тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлама, халăхшăн шанчăклă ĕçлеме тупа тăватăп".

Çак сăмахсене Михаил Игнатьев Президент алă пусса çирĕплетрĕ. Михаил Михайловский Чăваш Енĕн çĕнĕ ертуçи çине ЧР Президенчĕн тивĕç паллине çакса ячĕ. Акă Раççей Патшалăх гимнĕ, унтан Чăваш Республикин Патшалăх гимнĕ янăраççĕ.

Чăваш Республикин Президенчĕн должноçне пурнăçлама пуçлани пирки Указа алă пуснă хыççăн Михаил Игнатьев сăмах илчĕ. Хăйĕн тĕллевĕсене, ĕçĕсене палăртнă унта. "Тăван республикăн аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсене парăнтарас тĕлĕшпе пирĕн çĕнĕ шухăшсем кирлĕ. Умра – малашлăх проекчĕ, ĕçĕн инноваци хатĕрĕсем. Вĕсене пурнăçа кĕртни тăван Чăваш Енĕн конкурент тивĕçĕсене тата çÿллерех шая çĕклеме пулăшĕ. Саманапа тан пымалла, экономикăн пушă, ирĕклĕ путăкĕсене алла илмелле, çĕнĕ производствăсемпе предприятисем уçмалла, инновацин малта пыракан технологийĕсене ĕçлеттерсе ямалла. Эпир сирĕнпе çапла тăвăпăр та", – терĕ Михаил Васильевич. Çĕнĕ Президент тепĕр Указа алă пусрĕ. Вăл Николай Федорова "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орденпа наградăлани çинчен пулчĕ.

Инагураци хыççăн Г. Рапота, М.Игнатьев тата Федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Р.Тихонов РФ президенчĕн Д.Медведевăн ЧР общество йышăнăвĕн пулĕмне уçма хутшăнчĕç.

М.В.Игнатьев биографийĕ

Михаил Васильевич Игнатьев 1962 çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Кĕçĕн Турхан ялĕнче çуралнă. Шупашкарти энергетика техникумĕнчен, Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен, Мускав потребительсен кооперацийĕн университечĕн Шупашкарти филиалĕнчен тата патшалăх службин Атăл-Вятка академийĕнчен вĕренсе тухнă. Ĕç çулне Çĕнĕ Шупашкарти "Химпром" производство пĕрлешĕвĕнче электромонтерта вăй хунинчен пуçланă. Совет Çарĕнче службăра пулнă. Комбайнер пулăшуçире, бригадирта ĕçленĕ, ун хыççăн – Шупашкар районĕнчи "Прогресс" колхоз председателĕ. 1996 çулхи раштав уйăхĕнче Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕн должноçне лартнă. 1999 çулхи ака уйăхĕнче – Шупашкар районĕн хăй тытăмлăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ, çав çулхинех утă уйăхĕнче пĕтĕм халăхпа сасăласа çак должноçа суйланă. 2002 çулхи кăрлач уйăхĕнчен

– Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ – ял хуçалăх министрĕ. 2004 çулхи çу уйăхĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа – Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ. 2009 çулта Раççей Президенчĕн кадрсен резервĕн 500 çынлă списокне кĕртнĕ. Авланнă, ывăлпа хĕр ÿстерет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика