01 сентября 2010 г.
Вĕрентÿ ĕçне аталантарасси çинчен паян шкул коридорĕсенче тата педагогсен пĕчĕк ушкăнĕсенче çеç калаçмаççĕ, çак ыйтăва çĕр-шыв шайĕнчех сÿтсе яваççĕ. Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин Президенчĕсем 2010 çула Учитель çулĕ тесе пĕлтерни те çакнах çирĕплетет.
Раççей Президенчĕ Д.А. Медведев, «Пирĕн çĕнĕ шкул» наци вĕрентÿ пуçарăвне старт панă май, 2010 çул вĕрентĕве тĕпрен модернизацилемелли тата ырă улшăнусем тумалли çул пулса тăмаллине палăртрĕ.
«Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, тăватă çул хушшинче района федераци бюджечĕпе республика бюджетĕнчен пурĕ 22,23 миллион тенкĕ укçа килнĕ. Çак тапхăрта вĕрентÿ инфраструктурине аталантарнă, çĕнĕ оборудованипе, хальхи ыйтусене тивĕçтерекен техникăпа тата технологипе пуянланнă.
Районти шкулсем муниципалитет укçи-тенкипе истори, географи, хими, биологи, физика кабинечĕсем валли вĕрентÿпе курав пособийĕсем тата 3 интерактивнăй доска туяннă.
Инновациллĕ вĕрентÿ программисене анлăн пурнăçа кĕртсе пыракан Шăмăршăри тата Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсене конкурсра çĕнтернĕшĕн 1-ер миллион тенкĕ патшалăх пулăшăвне панă.
Тĕллевлĕ программăсемпе проектсене пурнăçа кĕртсе пынă май, пур шкула та компьютер оборудованийĕпе тивĕçтернĕ, шкулсен 58 проценчĕ интерактивнăй оборудованипе пуянланнă. Хальхи вăхăтра 9,4 шкул ачине пĕр компьютер тивет, база шкулĕсенче вара – 6-8 вĕренекене пĕр компьютер (танлаштарма: Раççейре 20 вĕренекене 1 компьютер тивет).
Çакна та каламалла: районти учительсем пурте информаци технологине алла илнĕ.
Анчах та хальхи вăхăтри хуть те мĕнле çĕнĕ технологи те учителе улăштарма пултараймасть. 2009-2010 вĕренÿ çулĕнче педагогика ĕçĕнче 257 педагог вăй хунă, çав шутра 201-шĕ шкулта, 56-шĕ ача сачĕсенче тăрăшаççĕ. Районти педагогсен вăтам çулĕ – 48 çул, 93 проценчĕ – хĕр арăмсемпе хĕрсем, 7 проценчĕ – арçынсем.
Юлашки виçĕ çул хушшинче районти 285 педагог хăйсен квалификацине ÿстернĕ. Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти В.Н.Сарандаева, Г.Н.Тимофеева, Г.А.Петрова, Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Н.А. Мартынова, М.В.Чураева, Т.М.Анисимова, К.В.Анисимов, Е.Н.Муромцева, Ф.Ф. Иванов тата ыттисем педагогика технологийĕсене чăн малтан алла илчĕç, паян вĕсем хăйсен пуян опытне ытти учительсене параççĕ.
Районти шкулсенчи педагогсен 76 проценчĕ квалификаци категорине илнĕ, çав шутра 11 проценчĕ – чи пысăк категорие, 39 проценчĕ – пĕрремĕш, 26 проценчĕ – иккĕмĕш категорие тивĕçнĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче педагогсен 16 проценчĕ аттестаци витĕр тухрĕ.
2008 çулхипе танлаштарсан, учительсен ĕç укçи 16 процент ÿснине палăртма та кăмăллă. Çамрăк учительсен ĕç укçи 25 процента яхăн пысăкланчĕ.
Учительсен ĕçне патшалăх шайĕнче пысăка хурса хаклани те кăмăла çĕклет. Юлашки 3 çул хушшинче виçĕ педагог Раççей Федерацийĕн Президенчĕн премине – 100-шер пин тенкĕ укçа – илме тивĕçрĕç. Икĕ педагог Чăваш Республикин Президенчĕн премине – 10-шар пин тенкĕ – çĕнсе илме пултарчĕç. Вĕрентÿре инноваципе анлăн усă курнăшăн виçĕ учителе район пуçлăхĕн премине парса хавхалантарнă. Районти учительсен 30 процентне Раççейри тата республикăри наградăсемпе чысланă.
Паян – сентябрĕн 1-мĕшĕ – Пĕлÿ кунĕ. Уяв ячĕпе саламлатăп сире, хаклă вĕрентекенсем! Пурне те çирĕп сывлăх, телей, йывăр та пархатарлă ĕçре ăнăçу хыççăн ăнăçу тума ырă сунатăп.