01 сентября 2010 г.
"...ШКУЛТА ытларах хĕрарăм учительсем ĕçлеççĕ. Ывăлсем те "хĕрарăмланас" хăрушлăх тухса тăрать", – терĕ пĕр телеинтервьюра паллă кинорежиссер В.Ф.Карсаков. Ман шутпа, çак çурма шÿтлĕ сăмахсенче тĕрĕслĕх те çук мар.
Ним пытармалли те çук, вĕрентÿ тытăмĕнче паян арçынсем сахал. Ытларах чухне вĕсене пуçлăх пуканĕ шанса панă. Вĕсен те шкул хуçалăхĕ çинчен шухăшламалла, те коллектив çинчен, те ачасем çинчен. Пĕр арçын харăсах виçĕ-тăватă ĕç пурнăçлать пулсан воспитани пахалăхĕ çинчен мĕн калăн ĕнтĕ.
Хĕрарăм учительсем вĕрентнĕ ачасем ачашрах ÿсеççĕ, чĕлхи те вĕсен хĕрарăмсенни пекрех пулса пырать, хăюллăхĕ те сахалрах, сывлăхĕ те яланах çирĕп мар, ытларах амăшĕсен çурăмĕ хыçне пытанма юратаççĕ. Вĕсенчен лайăх салтак пуласси те иккĕлентерет.
Хĕрарăм мĕнле тăрăшсан та ачара арçын психологине аталантарма пултараймасть. Апла пулсан арçын ачасене ытларах арçын вĕрентекен кирлĕ.
Мĕн тумалла; Хуравĕ, ман шутпа, питĕ ансат: арçын учителе тивĕçлипе тÿлесен вăл, паллах, шкула пăрахмĕ. Унăн çемйине тăрантармалла-çке.