01 сентября 2010 г.
Хуçалăхсем вырмана август уйăхĕн 15-мĕшĕчченех вĕçлерĕç те килес çулхи тухăç çинчен шухăшлама пуçларĕç. Тыр-пул йышăннă уйсене сухалама тытăнчĕç. Çĕр типĕ пирки плуг хыççăн çаврăнса пыракан çĕр катрамĕсем тарăн çырмаран никĕс яма кăларнă лаптак чулсене аса илтереççĕ. Тăпрана çемçетекен агрегатсем хыççăн та кирпĕч пек çирĕп муклашкасем выртса юлаççĕ.
Хăш-пĕр агроном: "Кĕрхи культурăсене акмалла-ши; – тесе иккĕленчĕ. – Мĕн тумалла, тен, тăхтамалла;" Ыйтăва Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн тăпра тытăмĕн тата çĕр йĕркелĕвĕн кафедрин заведующийĕ, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ П.В.ЛАСКИН хуравлать.
– Августăн 21-23-мĕшĕсенче çумăр республикипех çурĕ, – терĕ Павел Васильевич. – Чăваш Ен гидрометцентрĕ чылай районта нÿрĕк август уйăхĕнчи çулленхи вăтам нормăран ытларах, иккĕшĕнче çеç сахалрах ÿкнине палăртрĕ. Çумăр çĕре 15-20 см витернĕ вырăнсенче иккĕленмелле мар – акмалла. Тĕпчевçĕсем вăрлăха кăçал сентябрĕн 1-15-мĕшĕсенче тăпрана варăнтарма сĕнеççĕ. Пирĕн регионта çумăр август тата сентябрь уйăхĕнче çуллен çителĕклĕ çăваканччĕ. Кăçал та çавнашкал пуласса шанатăп.
Тăпрана нÿрĕк пĕр кĕреçе тарăнăш витерсен, ăшă çитĕлĕклĕ пулсан калча лайăх шăтать, çанталăк шăнтиччен 15-20 см çитĕнет, юр лариччен тымарĕ çирĕпленсе юлать, ÿсен-тăран ăнăçлă хĕл каçать, çуркунне хăвăрт вăй илет.
Кĕрхисен тухăçĕ мĕнле пуласси субьективлă тата обьективлă сăлтавсенчен килет. Вĕсем шăрăха çурхисенчен лайăхрах чăтса ирттереççĕ, маларах пулса çитеççĕ, тухăç пысăкрах параççĕ. Кĕркунне те ака ирттернĕрен ял çыннисен çуркунне ĕç кăштах чакать – ку та лайăх.
– Август уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне республикăра кĕрхисене – 7580, пĕлтĕрхи çак кун тĕлне 30901 гектар акнă. Ĕç хăвăртлăхĕ кăçал пĕчĕкреххи хăрушă мар пулĕ-ха. Анчах хăш-пĕр хуçалăхра çумăра кĕтсе илмесрех акрĕç. Типĕ тăпрара нÿрĕк кĕтсе вăрлăх икĕ-виçĕ эрне выртрĕ. Çакăн пирки мĕн шухăшлатăр?
– Эпĕ агрономра ĕçленĕ пулсан çĕре нÿрĕк пĕр шит тарăнăш витермесĕр хире техника кăлармăттăм. Тусан çĕкленсе тăракан лаптăка аксан та шăтмасть. Июль уйăхĕн вĕçĕнче – август пуçламăшĕнче ака ирттернĕ хуçалăхсен вăрлăхĕ çухалмасть, пахалăхĕ чакмасть паллах. Тăпрара нÿрĕк питĕ сахал пирки çуркуннехинчен 2-3 см тарăнрах акма сĕнетĕп. Эпĕ студентсене яланах çапла калатăп: пĕр тонна тырă çу каçиччен çĕртен 250-300 тонна нÿрĕк илет. Хĕлле кĕрхисен лаптăкĕсенче юр тытса хăварсан лайăх.
– Кăçал пухса кĕртнĕ тырра вăрлăха яма юрать-и?
– Ăна акма сĕнместĕп. Чылай хуçалăхра кĕрхисем япăх çитĕнчĕç, биологи пахалăхĕ енĕпе нормативсене тивĕçтермеççĕ. Начар шăтма пултараççĕ. Лайăх вăрлăх туянма патшалăх субсиди парать. Пысăк пахалăхлинех акса хăварасчĕ. Вăрлăх иртнĕ çулсенчи фондран пултăр. Унăн шăтаслăхне, вăй-хăватне тĕрĕслеттермелле. Тасалăхĕ – 97, шăтаслăхĕ 87 процентран кая пулмалла мар.
Паха вăрлăх тупăнмасан кăçалхине, анчах чи лайăххине, тăпрана çăрарах – кашни гектара 6 млн пĕрчĕрен сахал мар – варăнтармалла. Акиччен 5-10 см хулăнăш сарса хĕвел çинче 5-7 кун вырттармалла. Хими препарачĕпе им-çамламалла. Анчах ял хуçалăх культурисене чир-чĕр ересрен пурнăçлакан профилактика мероприятине ырламастăп. Агротехникăпа тухăçлă усă курса этем сывлăхне сиен кÿмен таса продукци туса илме тăрăшмалла.
– Шăрăха пула уй-хирте çĕр çурăла-çурăла кайрĕ. Тарăнăшĕ метр ытла та пулĕ. Çакă тăпра пулăхлăхне е тытăмне сиен кÿмест-и?
– Июнь уйăхĕнче тăпраран нÿрĕк хăвăрт пăсланма тытăнчĕ. Унăн типĕ сийĕ хулăнлансах пычĕ. Июль уйăхĕнче 30-40 см тарăнăшĕнче те нÿрĕк юлмарĕ. Çĕр çуркаланса пĕтнĕрен тăпра тытăмĕпе пулăхлăхĕ улшăнмарĕ пулин те тарăнрах сийрен нÿрĕк ытларах пăсланчĕ. Çуркаланнă çĕр сухаланă чухне хупланать. Ăна тикĕслеме çумăр та пулăшать, вăрах çунăран çĕр пичĕ çемçелет.
– Хальхи вăхăтра хуçалăхсен умĕнче мĕнле тĕллевсем тăраççĕ?
– Ял ĕçченĕсен яланах пĕр тĕллев: çĕр шăнтиччен тырă акмалли мĕн пур çĕре сухаласа хăвармалла.