01 сентября 2010 г.
Хаклă редакци! Ватă çынсем каланă тăрăх, пирĕн Энтĕрьел ялĕнче те ĕлĕк чиркÿ пулнă. Çакна çирĕплетекен документсем пур-ши?
Наталия ЛЮБИМОВА.
Вулаканăн çырăвĕ çине хуравламашкăн эпир Васанти халăх музейĕн директорĕнчен Г.Н.Ларшниковран ыйтрăмăр. Аяларах вăл каласа панине пичетлетпĕр.
Малтан Энтĕрьел ялĕ Кивĕ Шăмăршă, Çĕнĕ Шăмăршă,Тăрăн ялĕсемпе пĕрле Шăмăршă чиркÿ прихутне кĕнĕ (ЦГА ЧР, ФР-22, Оп.1,Д.151,л. 5,8), вилнĕ çынсене те Шăмăршă масарнех пытарнă. Ялти масара вара, Шăмăршă чиркĕвĕ çунса кайнă хыççăн, 1921 çулта уçнă теççĕ ватăсем.
Энтĕрьелĕнче 1924 çулта кĕлĕ ирттермелли çурт туса лартнă пулнă. Тепĕр çулхине çурта çĕнетсе Турра çуратнă Таса Амăшĕн Витĕнчĕкĕ (Покрова Пресвятой Богородицы) ячĕллĕ пĕр престоллă чиркÿ туса лартнă.(Çакăн пек ятлă чиркÿ Чăваш çĕршывĕнче Энтĕрьелĕнче кăна пулнă). Чиркÿ çуртне йывăçран пураласа, мăкласа тунă, никĕсĕ кирпĕчрен пулнă, колокольнăсăр, иконостасĕ 3 яруслă пулнă. Чиркÿ чÿречин наличникĕсене ялти ăстасем тĕрлесе илемлетсе панă. Чиркÿ чанне картишне, 2 юпа çинчи кашта çине çакнă. 1929 çулхи ноябрь уйăхĕ тĕлне Энтĕрьел чиркĕвĕн общининче 112 çын шутланнă, 1 священник тата чиркÿ советĕнче 3 çын пулнă, (ЦГА ЧР ФР-202.Оп.2.Д.713,л.72, 10)
Чиркÿ старости Василий (Ваçак) Игнатьев, пупа пулăшаканни - Уксах Ванька текен çын пулнă, вăл кадила силлесе юрласа кĕлĕ те тунă теççĕ. Чиркÿ хуралçинче Александр Курносов ĕçленĕ. Чиркÿри монашкăсемпе пĕрле ялти хĕрарăмсемпе арçынсем те юрлама тăнă, уйрăмах Федора Трофимова, Николай Елизаров, Николай Воробьев лайăх юрланă. Чиркÿре кĕлĕсем ирттермелли хатĕрсемсĕр пуçне тĕрлĕ иконсем – 16, тир хуплашкана йĕспе илемлетнĕ Евангели, чăвашла куçарнă Псалтырь, тата ытти кĕлĕ кĕнекисем, 5 кĕмĕл савăт-сапа, йĕсрен тунă хĕрессем, çурта лартмаллисем, пăхăр савăт-сапа, кадила тата ытти хатĕрсем те пулнă ("Опись имущества церкви д.Андреевка" от 17 февраля 1925 г. ЦГА ЧР.ФР-784.Оп.1.Д.103).
Чиркÿ картишнех хĕр-монашкăсем пурăнмалли пысăках мар çурт тата шыв ăсмалли пусă туса лартнă. Анастасия (Нятиç) Ванюшина, Аннапа Ульяна Елизаровасем, урăх ялтан куçса килнĕ тăлăх хĕрарăмсем çак çуртрах пурăннă. Машук ятли вара тăларан сăхмансем, чаппансем, чăлхасем çĕлеме ăста пулнă. Малтанхи пупăн хĕр ачи чирлесе вилнĕ хыççăн ăна чиркÿ картишнех пытарнă
1937-мĕш çулта ялти чиркĕве вăрă-хурахсем çаратма хăтланнă, анчах вĕсене чиркÿ пупĕ курса ĕлкĕрнĕ. Хăйне вĕлересрен хăранипе çак пуп (хушамачĕпе ячĕ те, ăçтан килни те паллă мар хальлĕхе) пăрахса кайнă. Ун хыççăн чиркÿре ĕçлеме урăх пупа яраççĕ. Вăл вара Кĕркури Любимов патĕнче пурăнма пуçлать.
Энтĕрьелсем 1908 çулта И.Я.Яковлев патне янă çыру
Хаклă Иван Яковлевич!
Эпир, Шăмăршă вулăсĕнчи Энтĕрьел ялĕнче пурăнакансем, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ пуçланса кайнăранпа хĕрĕх çул çитнине паллă тунă май, сана ырă сунса, пĕтĕм чун-чĕререн тав туса çак çырăва çырас терĕмĕр.
Эсĕ чăваш халăхĕ валли мĕн чухлĕ ырă ĕç тунине, мĕн чулхлĕ тăрăшнине çак кĕске çырура асăнса пĕтерме çук паллах. Авалхи вăхăтра славянсем, Кирилпа Мефодий çураличчен мĕнле пурăннă, эпир те, чăвашсем, эсĕ пире тăрăшсах çутта кăларма пуçличчен, пурте тĕттĕмлĕхре те хут пĕлменлĕхре пурăннă. Тăван чĕлхен çыруллăхĕ, чăвашла кĕнекесем пулман, сахал йышлă шкулсенче те вырăс чĕлхипе вĕрентнипе учительсене ăнланман, чиркÿсем те сахал пулнă, унта та, кĕлĕсене вырăсла ирттернипе, Христос вĕрентĕвне ăнланайман, хамăр тахçанах тĕне кĕнĕ пулин те ют тĕне ĕненекенсем пек пурăннă. Эсĕ пире чăваш çыруллăхне патăн, чăвашла кĕнекесем кăлартăн, учительсене, священниксене те чăвашсенченех вĕрентсе кăлартăн, нумай ялсенче шкулсем, чиркÿсем уçăлчĕç. Çапла вара эпир те, чăвашсем, çутта тухма пултартăмăр, пирĕн чунсем те тасалчĕç, куçсем те уçăлчĕç. Халĕ ялсенчи чиркÿсенче чăвашла кĕлĕсем ирттереççĕ, шкулсенче чăвашла, тăван чĕлхепе вĕрентеççĕ. Эсĕ чăваш халăхĕ валли калама çук пысăк ырлăх турăн. Унсăр пуçне эсĕ хăш-пĕр уйрăм ялсемпе çынсем валли те питĕ нумай ырă ĕç турăн.
Эпир, Энтĕрьел ялĕнче пурăнакансем, санран тăхăрвунă çухрăм аякра, Сăр сĕм вăрманĕ хушшинче пурăнатпăр. Апла пулин те виçĕмçул эпир санран питĕ пысăк пулăшу куртăмăр. Ун чухне пирĕн ял валли Чĕмпĕрти хысна уйăрса панă 1300 пăт вăрлăхлăх сĕлĕ таçта кайса çухалнăччĕ. Эпир ун çинчен сана каласа панăччĕ. Эсĕ вара пире шеллесе, хăвăн вăхăтна шеллемесĕрех, çак тырра тупса пама пулăшрăн. Эсĕ пулăшман пулсан, çав çул эпир, тырă акаймасăр юлса, питĕ нушаша кĕрсе ÿкес хăрушлăх пурччĕ. Ăçтан манса каяр-ха эпир санăн ырă ĕçÿсене! Мĕнпур чăваш халăхĕ, санăн ырă ĕçÿсене чĕрере упраса саншăн турра кĕл тăвать, чун-чĕререн тав туса ырлăх, вăрăм ĕмĕр, телейлĕ кун-çул сунать. Малашне те чăвашсем сана яланах асра тытĕç!
Хамăршăн та, хутла пĕлменнисемшĕн те алă пусатпăр:
Родион Степанов, Василий Иванов, Василий Игнатьев, Петр Харитонов, Андрей Анисимов, Константин Николаев, Андрей Васильев.
"И.Я.Яковлев. 1848-1930." (Шупашкар.1948 ç. 141-142 стр.) кĕнекерен илсе чăвашла куçарнă.