08 сентября 2010 г.
Сентябрĕн 1-мĕшĕнче Васанти тĕп шкулта савăнăçлă линейка иртрĕ, унта Пĕлÿ кунĕ ячĕпе ăшă сăмахсем нумай каларĕç. Мана уйрăмах Палтиелĕнчи участок лесничествин çиччĕмĕш обходĕнчи вăрман мастерĕ В.Егоров каланă сăмах килĕшрĕ.
– Тăван шкула нихăçан та манмăп, – терĕ Валерий Петрович. – Вăй-хал пур чухне шкула пулăшассине хамăн пĕрремĕш тивĕç тесе шутлатăп. Ан тив, пысăк парнех параймăп, çапах та начартарах пурнăçпа пурăнакан çемьесенчи ачасемшĕн каранташ-ручка парнелени те – самаях çăмăллăх.
В.Егоров ачасене 120 штук тетрадь, хулăм тетрадьсем, сăр кăранташĕсемпе фломастерсем, вĕренÿре кирлĕ ытти хатĕрсем парнелерĕ.
Валерий Петрович ырă ĕç унччен те нумай тунине пĕлетĕп. Вĕсенчен хăшне-пĕрне çеç асăнам: Васан ялĕнчи масар çинче пĕчĕк пÿрт, ял варринче хоккей площадки, Кивĕ Шăмăршăри таса çăл куç валли пура тума пулăшнă. Ярăслав клубĕ çумĕнчи чĕнтĕрлĕ кĕпер те – В.Егоров вăрманçăн парни. Ахальтен мар ĕнтĕ Васан ял поселенийĕн пуçлăхĕ С.Ястребов Валерий Петровича "тăван ял патриочĕ" тесе мухтать.
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вăрманçи В.Егоров 1500 гектар çинчи вăрмана хураллать.Вун тăхăр çул хушшинче вут-кăвар тухнă тĕслĕх пулманпа пĕрех. Çулленех 15-20 гектар çамрăк хунавсем лартса чĕртет, çут çанталăк пуянлăхне ÿстерсе пырать.
Егоровсен килти хушма хуçалăхĕ та – пуриншĕн те ырă тĕслĕх. 24 пуç вăкăр, вунă пуç сурăх, йышлă чăх-чĕп усраççĕ, пахча-çимĕç çитĕнтереççĕ.
Ĕçчен çынсем яла çеç мар, вăрмана та илем кÿреççĕ. Çакна В.Егоровăн тĕслĕхĕ те аван çирĕплетет.