Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйтăм хучĕ

08 сентября 2010 г.

Ыйтăм хучĕ

ПĔТĔМ Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕн çĕр-шывра пурăнакансем çинчен пĕлтерĕшлĕ кăтартусем илмелли ыйтăвĕсен переченьне йĕркеленĕ. Программăна хатĕрленĕ чух статистиксем вăл обществăн тата патшалăхăн хальхи информаци кирлĕлĕхĕ пулнипе, малтанхи çыравсемпе çыхăнура тăнине, Раççей саккунĕсемпе тата пĕтĕм тĕнчери сĕнÿсемпе пĕр килнине тата çынсемшĕн ăнланмалла пулнине тĕпе хунă. Кăçалхи çырав хучĕсем мĕнлерех, вĕсенче çĕнни мĕн пур; – çак тата ытти ыйтăва паянхи кăларăмра Чăвашстат ертÿçин çумĕ Людмила Николаевна ЕГОРОВА хуравлать.

– Людмила Николаевна, çыравра бланксен виçĕ формипе усă курасси пирки асăнтăр. Кун пирки тĕплĕнрех каласа памăр-ши;

– Программăна Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕн РФ Правительстви 2009 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнче тунă 1990-р-мĕш йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ листсен бланкĕсен формисене кĕртнĕ. Çырав хучĕсенче граждансен арлăхĕпе, ÿсĕмĕпе, хăçан тата ăçта çуралнипе, гражданлăхĕпе, нацилĕхĕпе, чĕлхе пĕлнипе, вĕренĕвĕпе, мăшăрланура тăнипе, миçе ача пуррипе, пурнăç тытса пымалли çăл куçпа, ĕçлевпе, ĕçсĕрлĕхпе, миграципе тата çурт-йĕр условийĕсемпе çыхăннă кăтартусене паллă тăваççĕ.

Çырав программи Раççей Федерацийĕн территорийĕнче ялан пурăнакан мĕн пур халăхран ыйтса пĕлмелли пĕтĕмĕшле сăнавран тăрать, кунта вăхăтлăх килнисем кĕскетнĕ уйрăм программăпа кăна хуравлаççĕ.

Çырав хучĕсен бланкĕсем виçĕ тĕрлĕ пулаççĕ терĕмĕр. Л формăна Раççей территорийĕнче ялан пурăнакансене, çавăн пекех Раççейĕн чикĕ леш енче службăн нумай вăхăтлăх командировкине кайнă е РФ патшалăх влаçĕн органĕн ĕçĕпе çыхăннă служба тивĕçĕсене пурнăçланă граждансене (çемьен унпа пĕрле кайнă членĕсене шутласа) паракан ыйтусене кĕртнĕ. Килсĕр-çуртсăр çынсене коллективлă кил хуçалăхĕ е кил хуçалăхĕ енĕпе 1-10,2 ыйтусене кăна хуравлаттараççĕ.

П формăллинче – халăхăн çурт-йĕр условийĕсен ыйтăвĕсем, ăна пурăнмалли кашни çуртра çырса тултармалла.

В формăна Раççей территорийĕнче вăхăтлăх – чикĕ леш енче яланлăх пурăнакансене хуравлатараççĕ.

Çывхарса килекен çырав программи 2002 çулхипе çыхăнура тăрать, çакă пĕтĕмлетÿсене танлаштарса пăхма май парать. Çавăнпа пĕрлех 2010 çулхи çырав хучĕсене хальхи демографи, социаллă-экономика лару-тăрăвĕ çĕнелнине шута илсе чылай улшăну тата хушăм кĕртнĕ.

Л формăллă листра "кил хуçалăхĕ" термин пур тата респондентпа пĕрле пурăнакан çынсен тăванлăх шайне палăртнă. Мăшăрланура пулнипе çыхăннă ыйтура "официаллă майпа уйрăлнă" тата "уйрăлса кайнă" ăнлавсене уйрăммăн палăртнă. Вăйра тăракан саккунпа килĕшÿллĕн вĕренÿпе çыхăннă ыйтусен блокĕнче аслă вĕренÿ шайне пĕрремĕш хут палăртнă, аслă тата аслă шкул хыççăнхи пĕлÿ илнисем валли ăслăлăх степенĕ, бакалавр е магистр дипломĕ пурри çинчен ыйту кĕртнĕ. Пурнăçа тытса пымалли тĕп çăл куç (енчен те ун пекки темиçе пулсан) пирки те ыйтаççĕ. Ĕçлев ыйтăвĕсене тепĕр вырăн пурри пирки пĕлтерме ыйтса анлăлатнă. "Халăх миграцийĕ" пайра çыравччен çулталăк маларах пурăннă вырăн пирки пĕлтерме тивет. Хĕрарăм пĕрремĕш ачана хăçан çуратнипе те интересленеççĕ.

П формăллă листра халăхăн çурт-йĕр условийĕсем пирки ыйтусем ытларах, телекоммуникаци пулăшăвĕпе – интернетпа, телекурав çыхăнăвĕпе усă курни, хваттерти санитарипе гигиена условийĕсем çинчен хуравламалла пулать. Халăхăн хальхи пурнăç условийĕсенче иртекен çыравра пухнă информаци пĕлтерĕшĕ акă мĕнре: вăл кирек епле пулăмăн виçе характеристикине пĕлме май панипе пĕрлех çак информацие унăн демографи тата социаллă-экономика сăнлавĕпе çыхăнтарать. Тĕслĕхрен, интернетпа усă курма май пурри унпа миçе çын çыхăнма пултарнине кăна мар, интернет уçлăхне кĕрекенсен пĕлÿ шайне, çĕлев статусне, пурăннă вырăна уçăмлатать.

– В формăллине Раççей территорийĕнче вăхăтлăх пурăнакансем пирки кăтарту пухма йĕркеленĕ терĕр. Хăшĕ – вăхăтлăх, кам ялан пурăннине епле палăртмалла;

– Пĕтĕм тĕнчери сĕнÿсемпе килĕшÿллĕн çĕр-шыв территорийĕнче 12 уйăхран ытларах пурăнаканни яланлăх шутланать. Гражданствăна пăхмасăр, çыннăн малашлăх тĕллевĕсемпе интересленмесĕр вăл яланах пурăнакан пулса тăрать. Çак тапхăртан сахалрах тăк – вăхăтлăх.

Гражданинăн ятне, ашшĕ ятне, хушаматне пĕр пÿлĕмре пурăнакансене кĕртнĕ "Çынсен списокĕ" хушма документра кăна çыраççĕ. Ку лист халăхран ыйтса пĕлнине контрольлеме çеç кирлĕ. Çырав хыççăн ăна шутлав участокĕнче тĕп тăваççĕ. Çапла вара граждансен ячĕ-шывĕпе çырав хучĕсене тĕпченĕ чух усă курмаççĕ.

Çырав докуменчĕсенчи ыйтусем респондентăн пурăнма кирлĕ конкретлă çăл куçĕсемпе тата тупăш виçипе çыхăнман, вĕсем – пурнăçа тытса пымалли пĕтĕмĕшле çăл куç çинчен. Урăхла каласан, хуравлакан хăйне пурăнма кирлипе мĕнле тивĕçтерни пирки. Çакă – ĕçлесе илекен тупăш, стипенди, ĕç е инвалидлăх пенсийĕ, ĕçсĕрлĕх пособийĕ, пурлăха тара панин тупăшĕ, хушма хуçалăх кÿрекен услам тата ытти те.

Ку информаци пурнăç условийĕн чăн-чăн ÿкерчĕкне пĕлме, Раççей çыннисен хăш пайĕ хушма хуçалăх шучĕпе, стипендипе, пенсипе е шалупа пурăннине уçăмлатма пулăшать. Çапла вара кашни регион, облаç, район-хула тĕлĕшпе çынсен пурнăç шайне палăртма, ăна экономика енĕпе пуçарулли е пуçарусăрри çине пайлама пулать. Ку – кирек хăш патшалăх экономикишĕн те база кăтартăвĕ.

– 2002 çулхи çырав пĕтĕмлетĕвĕсемпе килĕшÿллĕн ĕçлекен граждансен пĕрре-виççĕмĕш пайĕн тупăш çăл куçĕ пĕрре кăна мар пулнă...

– Çакнашкал лару-тăру халăх пĕр вырăнта илекен тупăш пĕчĕккине, вăл пурнăçа тытса пыма сахаллине кăтартни пулма пултарать.

Иккĕмĕш ĕç пурри пирки илнĕ информаци халăхăн иккĕмĕшле ĕçлевĕн масштабне, паянхи ĕç рынокĕ ыйтнине палăртма пулăшать. Ăнланмалла: ĕçлевĕн кирек мĕнле диверсификацийĕ те хальхи лару-тăрура çынсене чееленме тата пăркаланма май парать. Çапах та кун пек чух организма пысăк тиев лекет вĕт, вăл тĕрек илесси вăраха тăсăлать тата ĕç вăйĕ чакса пырать.

– Çырав тĕллевĕ çĕр-шыври халăх йышĕ пирки тĕрĕс хурав илнипе кăна чикĕленмест ĕнтĕ...

– Асăннă мероприяти халăх пирки те, унăн пурнăçăн пахалăхĕ пирки те пĕлтерĕ. Çурт-йĕр условийĕсемпе çыхăннă ыйтусемлĕ çырав хучĕ çĕр-шывра çынсем мĕнле пурăннине, вĕсен пăшăрханăвне, кашни регионта мĕн чухлĕ çурт-йĕр çĕклеме кирлине палăртĕ. Тепĕр енчен, 2010 çулхи кăтартусене ун умĕнхи çырав хыççăнхипе танлаштарни ку сферăри улшăнусен обьективлă ÿкерчĕкне сăнлама май парать.

Çурт-йĕр пирки ыйтусем кĕртнĕ листра вăл еплерех пулни, ăна хăçан лартни, тулаш стенасене мĕнле материалтан хăпартни, пĕтĕмĕшле лаптăк виçи, пурăнмалли пÿлĕм шучĕ, хăтлăх, санитарипе гигиена условийĕсем, телекоммуникаци пурри, интернетпа усă курни çинчен хуравлама тивет. Кăçалхи çырав программинче вĕсен хăтлăхĕпе тата ытларах интересленĕç, çакă экологи лару-тăрăвĕпе те çыхăннă. Тĕслĕхрен, шывпа тивĕçтересси, канализаци пирки хуравламалли вариантсем улшăннă: кухня, туалет пурри-çукки, йăла каяшĕсем турттарни пирки уçăмлă пĕлтерме ыйтаççĕ.

– Иртнĕ çыравра хăш наци çынни пулнине гражданин хăй çырса хунă, халĕ вара...

– РФ Конституцийĕн 26 статйипе килĕшÿллĕн хăйĕн нацилĕхне кăтартма никама та хистемеççĕ. Саккун тăрăх нацилĕхе кашни хăй палăртать тата кăтартать.

Çырав хальхи вăхăтра – пирĕн çĕр-шыври наци тата чĕлхе тытăмĕн информацийĕн пĕртен-пĕр çăл куçĕ. Кирек хăш патшалăх та наци политикине йĕркелесе пыма çакнашкал кăтартусене илес тĕллевлĕ. Этносăн пĕчĕк ушкăнĕн представителĕсемшĕн хăйсен нацилĕхĕ пирки пĕлтерни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен вĕсем çĕр çинче майĕпен пĕтсе пыраççĕ.

Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравне хатĕрленсе ирттерме кирлĕ мĕн пур материала вырăсла хатĕрлеççĕ, çав шутра – çырав хучĕсене те. Хуравĕсене вара ыйтăма хутшăнакан çын сăмахĕ тăрăх вырăсла çырса хураççĕ, мĕншĕн тесен вăл Раççей Федерацийĕн патшалăх чĕлхи. Апла пулин те çыравçĕсене ĕçе илнĕ чух çав вырăнта пурăнакан халăхăн тĕп пайĕ калаçакан чĕлхене пĕлнине шута хураççĕ. Кирлĕ тĕк унпа пĕрле куçаруçă çÿреме пултарать.

Л формăллă листра "Чĕлхе пĕлни" пайра халĕ тепĕр хурав – "алă хусканăвĕн чĕлхи" ăнлав кĕртнĕ. Унпа калаçакансен йышĕ çинчен тивĕçлĕ информаци илме май килĕ.

– Интернетпа усă курни çинчен пĕлтерни те çĕнĕлĕх...

– Кăтартусем Раççей интернетпа усă курас енĕпе тунă çитĕнÿсене, ăна пур çĕрте те пурнăçа кĕртес енĕпе патшалăх шайĕнче мĕнле мĕрăсем йышăнмаллине палăртма пулăшĕç. Çакăн пирки РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев пĕр хут кăна мар асăнчĕ, вăл IT – технологисене Раççейре пурнăçа кĕртессишĕн çине тăрать. Çырав кăтартăвĕсем рынокăн асăннă секторĕн аталанăвĕн малашлăхне тата регионсене интернетпа тивĕçтернине хаклама май парĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика