Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Янăрарĕ пĕрремĕш шăнкăрав

04 сентября 2010 г.

СЕНТЯБРĔН 1–МĔШĔНЧЕ – Пĕлÿ кунĕнче – районти 4 вăтам, 5 тĕп тата 3 пуçламăш шкул алăкĕсем ачасене кĕтсе яриех уçăлчĕç. Партăсем хушшине пĕрремĕш класа килнĕ 170 ача та ларчĕ.

Уяв ячĕпе кашни шкултах савăнăçлă линейка пулнă, унта район администрацийĕн, ял поселенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, депутатсем, ветерансемпе ачасен ашшĕ-амăшĕ хутшăннă. Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пулнă, вĕрентекенсемпе вĕренекенсене, ачасен ашшĕ-амăшне Пĕлÿ кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламланă. Валерий Петрович вĕренекенсене çине тăрсах тарăн пĕлÿ илме, шанчăклă туссем тупса шкулăн тулли те интереслĕ пурнăçĕпе савăнăçлă пурăнма, учительсене вара чăтăмлă та тÿсĕмлĕ пулма, тăрăшса ĕçлеме ырă суннă.

Чун-чĕрене хумхантарса пĕрремĕш шăнкăрав янăранă хыççăн вĕренекенсем классене васканă. Кăçал кашни шкултах Право пĕлĕвĕсен кунĕ иртнĕ, ăна пирĕн çĕршыв ООНăн ачасен прависене хÿтĕлекен Конвенцине хутшăннăранпа 20 çул çитнине халалланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика