Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чечек кăшăлĕ хучĕç

04 сентября 2010 г.

Чечек кăшăлĕ хучĕç

РАЙОНТИ шкул ачисем каникула усăллă ирттерчĕç. Август вĕçĕнче Палтиелпе Карапай Шăмăршă шкулĕсенчи кадетсем тата Шăмăршă шкулĕнчи "Подвиг" патриот клубĕн хастар членĕсем, Кивĕ Чукал шкулĕнчи активистсем пирĕн районти Шамкай ялĕнче çуралнă, Чечня вăрçинче пуçне хунă Раççей Геройĕ О.Долгов пурăннă Луначарские çитсе килчĕç. Вĕсемпе пĕрле районти çамрăк специалистсем те çула тухрĕç.

Пирĕн делегатсем Олегăн вил тăприйĕ çине чечек кăшăлĕ хучĕç. Вăл вĕреннĕ шкула çитсе курчĕç, унăн амăшĕпе тĕл пулчĕç. О.Долгова кĕрешÿ мелĕсене вĕрентнĕ тренерпа та тĕл пулса калаçрĕç. Тольяттире Чечня вăрçинче пуçĕсене хунă каччăсене халалласа лартнă аллейăра пулчĕç.

Паллах, пирĕн ачасем инçе çула пушă алăпа тухман. Вĕсем О.Долговăн амăшĕ валли кашни çулах районта Героя халалласа ирттернĕ мероприятисенче ÿкернĕ сăн ÿкерчĕксенчен хатĕрленĕ альбом илсе кайнă. Çакă амăшĕшĕн хаклăран та хаклă парне пулчĕ.

Çак çул çÿреврен таврăнсан ачасем Тăван çĕршыва юратма, ăна О.Долгов пек паттăррăн хÿтĕлеме тупа турĕç. Вĕсемшĕн Раççей Геройĕ, пирĕн ентеш чи ырă тĕслĕх вырăнĕнче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика