04 сентября 2010 г.
"Професси опычĕ, ĕç тата хăвăрăн пахалăхсем Сире регион ырлăхĕшĕн тухăçлă ĕçлеме, унăн социаллă тата экономика потенциалне пурнăçа кĕртме, нацисен тата конфессисен хушшинчи килĕшĕве сыхласа хăварма, çынсен пурнăç пахалăхне ÿстерме пулăшасса шанатăп. Сире ăнăçу тата пĕтĕм лайăххине сунатăп", – палăртнă хăйĕн саламĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Дмитрий Медведев.
"Сире Чăваш Республикин Президенчĕн должноçне официаллă майпа йышăннă ятпа саламлатăп. Сирĕн пухмачра – профессин пĕлтерĕшлĕ çитĕнĕвĕсем, яваплă ĕçри, уйрăмах Чăваш Ен Правительствинчи, пысăк опыт. Хăвăра шаннине тĕпе хурса Эсир региона хăвăрт аталанма, унăн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерме, ентешсен пурнăçне лайăхлатма пулăшакан ыйтусене умлăн-хыçлăн татса парасса ĕненетĕп. Сире ăнăçу тата пĕтĕм ыррине сунатăп", – тенĕ Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Владимир Путинăн телеграмминче.
Беларуç Республикин Президенчĕ Александр Лукашенко Михаил Игнатьева яваплă вырăнта ăнăçлă ĕçлеме, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме çирĕп сывлăх, телей тата ырлăх суннă: "Сирĕн пĕлÿпе çирĕп тĕллевлĕх Беларуç Республикипе Чăваш Республики пĕр-пĕринпе килĕштерсе тата усăллă ĕçлессине малашне татах та анлăлатассине ĕненетĕп".
"Чăваш Енре яваплă должноçсенче ĕçленĕ май Эсир хăвăра ăста ертÿçĕ пек кăтартрăр. Пирĕн "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти Сире Чăваш Республикин пысăк должноçне сĕнчĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Дмитрий Медведев Сирĕн кандидатурăна çирĕплетрĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ те ăна ырласа йышăнчĕ. Сирĕн Чăваш Республикин хальхи аталанăвĕн хăватне сыхласа хăвармалла çеç мар, региона хăватлăлантармалли программăн çĕнĕ шайне çитмелле. Сире республика Президенчĕн ĕç-хĕлĕнче нумай нациллĕ Чăваш Ен тата Пĕтĕм Раççей ырлăхĕшĕн тăрăшма пысăк ăнăçу сунатăп", – тенĕ РФ Патшалăх Думин Председателĕн, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн Аслă Канашĕн председателĕн Борис Грызловăн саламĕнче.