Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Президент кĕр акипе хаксен ыйтăвĕсене куçран вĕçертмест

11 сентября 2010 г.

Президент кĕр акипе хаксен ыйтăвĕсене куçран вĕçертмест

Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев сентябрĕн 7-мĕшĕнче кĕрхи культурăсене акассине йĕркелес ыйтупа вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисемпе видеоконференци ирттернĕ.

Республика пуçлăхĕ палăртнă тăрăх мĕн пур харпăрлăхри хуçалăха, типĕ те шăрăх çанталăка пула сиен тÿснĕскерсене, патшалăх тивĕçлĕ пулăшу кÿрĕ, виçĕ кун хушшинче 302,8 млн тенкĕ уйăрĕ. Президент аграрисем валли субсидисене планпа килĕшÿллĕн уйăрни çинчен пайăррăн каланă, 853 млн тенкĕ панă та ĕнтĕ, ку ĕç малалла пырать. Калчасене страхланисене çăмăлрах пулĕ, мĕншĕн тесен вĕсем патшалăх пулăшăвне ытларах илĕç.

М.Игнатьев мăйракаллă шултра выльăх шучĕ кăштах чакнине палăртнă май çамрăк выльăха упраса хăварма 250 млн тенкĕ уйăрни çинчен пĕлтернĕ. "Эпир сирĕнпе пĕрле мăйракаллă шултра выльăхăн кашни пуçĕшĕн яваплă. Лару-тăрăва куллен сăнаса тăмалла. Выльăх шутне тата ĕç вырăнĕсене чакарса ялта социаллă çивĕчлĕх çуратма юрамасть", – тенĕ Михаил Васильевич.

Президент кредитсене татмалли вăхăта тăсмашкăн республикăри банксене 130 заявка пани çинчен пĕлтернĕ, вĕсенчен 46 килĕшÿпе тÿлевсене каяраха куçарнă. М.Игнатьев районсен пуçлăхĕсен тата ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисен умне чи малтан пурнăçламалли тĕллевсем лартнă: çывăх вăхăтрах кĕрхи культурăсене акассине вĕçлемелле, выльăх апачĕ хатĕрлессине, кÿрсе килессине малалла тăсмалла, хими имçамĕпе удобрени саппасĕсене хатĕрлемелле.

Районсен пуçлăхĕсемпе çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă май Президент Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, хушма хуçалăх тытса тăраканскерсене выльăх апачĕ, утă-улăм хатĕрлес енĕпе кÿрекен пулăшупа кăсăкланнă.

М.Игнатьев республикăри хуласемпе районсенчи суту-илÿ лавккисенчи хаксен йĕркелĕвĕн, муниципалитет нушисем валли тĕрлĕ тавар туянассин тухăçлăхĕн темине тепĕр хут çĕкленĕ. Лару-тăрăва йĕркелеме, тавар туянакансен интересĕсенче тĕпе хурса лавккасенчи хаксене йĕркелес ыйтусемпе çийĕнчех мерăсем йышăннă пуçлăхсене палăртнă.

"Çивĕч ыйтусене татса памашкăн çĕнĕ çул-йĕр шырамалла. Хуçасăрлăха, явапсăрлăха типĕ те шăрăх çанталăкпа тÿрре кăларма юрамасть», - тенĕ Президент. Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май М.Игнатьев Президент сентябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне кĕрхи культурăсене акса хăварни çинчен отчет кĕтни пирки асăрхаттарнă. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе тата пĕчĕк хуçалăхсене выльăх апачĕпе тивĕçтерес ыйтусемпе çавнашкал отчет октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕр пулмалла, ноябрь уйăхĕччен çурхи культурăсене акма вăрлăх туянни çинчен информаци памалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика