Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан йĕр, анне...

11 сентября 2010 г.

ТАВРАЛĂХА каç сĕмĕ çапсан, яла çутă-сенкер "Жигули" пырса кĕчĕ те пĕр çурт тĕлне çитсе чарăнчĕ. Кабинăран арçынпа хĕрарăм тухрĕç, унтан ватă карчăка кăларчĕç.

– Анне, йăмăк таçта кайнă пулмалла, часах килет ĕнтĕ вăл, – терĕ çамрăк хĕрарăм ваттине. – Эпир каятпăр, çул çывăх мар, килте ачасем те хăйсем кăна.

Карчăка крыльца çине лартса хăварчĕç те арçынпа хĕрарăм, кабинăна кĕрсе ларчĕç. Ватăскерĕн куçĕсем шывланнине, вĕри куççуль тумламĕсене вăл çара аллипе шăла-шăла илнине хĕрĕпе кĕрÿшĕ асăрхамарĕç те. "Жигули" ялтан тухса хуланалла вĕçтерчĕ.

...Виçĕ ача çуратрĕ Маюк аппа. Упăшки, вăрçă инваличĕ, чир-чĕрпе нушаланса пурăнчĕ-пурăнчĕ те, хĕрĕх урлă каçсанах çĕре кĕчĕ. Маюк аппан ачисене те пăхмалла, колхоз ĕçĕнчен те юлмалла мар. Ăçтан кăна ĕлкĕрнĕ-ши; Çын ачисенчен кая çÿретмерĕ вăл икĕ хĕрĕпе ывăлне, шкул пĕтернĕ хыççăн хулана вĕренме кайма та чармарĕ. Вăй çитнĕ таран пулăшсах тăчĕ. Аслă хĕрĕ – Надя – институт хыççăн хуланах юлчĕ, унтах çемьеллĕ те пулчĕ. Иккĕмĕшĕ – Валя – аппăшĕ хыççăнах качча кайрĕ. Шел, телейлĕ пулаймарĕ мĕскĕн, ĕçкĕçĕ упăшки çын япалине вăрласа тĕрмене çакланчĕ.

Маюк аппан ывăлĕ – Володя – таçта тĕнче хĕрринчех, пулă тытса çÿрет. "Анне, яла таврăнмастăп эп, мана кунтах аван", – тесе çырнăччĕ вăл пĕлтĕр. Унтанпа çыру тавраш илмен амăшĕ. Аван пуль те-ха сана, Володя, анчах аннÿне лайăх мар çав...

Эх, чавса çывăх та, çыртма çук. Мĕне кирлĕччĕ-ха саккăрмĕш теçеткере пыракан карчăка çуртне сутса хĕрĕ патне пурăнма кайма; Хула пурнăçĕ илĕртрĕ-и; Надя чее тилĕ пек йăпăлтатнине ĕненчĕ çав, çуртне сутсан укçине те ăнах пачĕ. Вальăпа Володьăна та пайласа памаллаччĕ те, аслă хĕрне итлерĕ, вăлах мана виличчен пăхĕ, тесе шутларĕ.

Анчах çамрăксемшĕн ватă çын ытлашши те пулма пултарать иккен. Тирпейсĕр те вăл, ÿслĕкпе ачасене те чир ертме пултарать... Канашларĕç те хĕрĕпе кĕрÿшĕ, амăшне яла – Валя патне леçме шутларĕç.

– Сана унта аван пулать, – ÿкĕтлерĕ Надя. – Хулара ниçта тухса çÿрейместĕн, ялта хăва ирĕк, аташасран та хăрамалли çук...

Мĕн калайтăр ĕнтĕ хирĕç Маюк аппа; Лартрĕç те ăна "Жигули" кабинине, çуралса ÿснĕ ялне илсе кайрĕç. Çурт-йĕрне çынна сутнине, хĕрĕ йышăнмасан амăшĕн урăх ниçта та кайма çуккине аса та илмерĕç.

...Валя çав кун фермăран каçарах юлса таврăнчĕ. Çитрĕ те килĕ умне, крыльца çинче такам ларнине курчĕ: "Пĕр-пĕр ÿсĕр пырса ларнă пуль, шăнса виличчен тăратса ярас", – шухăшларĕ те Валя, çынна хытах чышрĕ.

– Ах, хĕрĕм, ан хĕне-ха мана, – ĕсĕклесе йĕрсе ячĕ çын. Валя амăшне палласа илчĕ те, тĕлĕннипе ăнтан кайрĕ.

– Анне; Эсĕ хулара мар-и; Апла ăçта; – ыйту хыççăн ыйту пачĕ Валя. Карчăк вĕсем çине хуравлама та пултараймарĕ, хурланса куççульне шăлчĕ çеç.

Тепĕр кун Валя ял поселенийĕн администрацине пычĕ, аппăшĕ çапла сĕмсĕррĕн хăтланнишĕн, тăван амăшне хăваласа кăларнишĕн тарăхса калаçрĕ.

– Анне пÿртне сутса ячĕç те, укçине пĕтĕрсе чикрĕç.Намăссăрсем!

Ял поселенийĕн пуçлăхĕ нимĕнпе те пулăшаймарĕ Вальăна, прокурор патне кайма сĕнчĕ çеç. Хĕрĕ амăшне ваттисен çуртне ăсатма шутланине пĕлсен ассăн сывласа ячĕ.

– Петя тĕрмерен таврăнсан пурпĕрех урама кăларса ывăтать ăна! – терĕ Валя. – Укçине пĕр пус та памарĕ вĕт, мĕн çитерсе усрас манăн;

...Статьяна çырас умĕн Маюк аппана ваттисен çуртне вырнаçтарнине пĕлтĕм.

Ял поселенийĕн пуçлăхĕ ыйтнине тивĕçтерсе (ял-йыша намăс, терĕ, ратнисем те лайăх çынсем), ял ятне кăтартас темерĕм, амăшĕпе ачисен ячĕсене те улăштартăм, ытти вара – пурте чăн. Хамăрăн Шăмăршă районĕнче пулса иртнĕ хурлăхлă чăнлăх.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика