Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирус ан турт, хĕрарăм

11 сентября 2010 г.

... ВИÇĔ-ТĂВАТĂ çулти чĕрĕ пуканесем хăйăр купи çинче вылянине асăрхаса ларакан икĕ çамрăк хĕрарăм хĕрсех калаçаççĕ. Вăхăтăн-вăхăтăн аллисенчи сигаречĕсене ĕмсе илсе рехетленеççĕ. Хăйсем çамрăк та чипер. Çаплах мăкăрлантарас пулсан малашлăхра мĕн кĕтни пирки канăçсăрланмаççĕ те-ши вĕсем;

Пирус туртакакан хĕрарăмсенчен чылайăшĕн шухăшĕпе – вĕсем арçынсенчен пĕрре те кая мар.

Чăн та, кая мар. Сăлтавĕ паллă: хĕрарăм организмĕ никотина хăвăртрах хăнăхать те тĕрлĕ чир-чĕр парнелет. Сасă хăйăлтатнишĕн, ÿт сарăхса типме тытăннишĕн арсем питех кулянмĕç, анчах этемлĕхĕн черченкĕ çурришĕн çакă – пысăк инкек. Никотин, тĕрĕссипе, арлăха пăхса тăмасть-ха, иккĕшне те пĕтерет, анчах хĕрарăмсене ытларах нушалантарать.

Ашшĕпе амăшĕ пирус туртни пулас ачана пĕрешкел витĕм кÿрет тейĕпĕр. Çапах та тĕпренчĕк хĕрарăм варĕнче аталанать-çке. Вăл вара ăна 9 уйăх пируспа тĕтĕрет. Туртакан хĕрарăмăн пулас ачин юнĕнче табак наркăмăшĕн концентрацийĕ хăйĕннинчен те пысăкрах. Каярахпа вара кăкăр сĕчĕпе пĕрле кĕрекен никотин пепкене сиенлет.

Пиру туртаканăн ачи çураличченех е çут тĕнчене килнĕ-килменех вилес хăрушлăх пысăк. Чĕрĕ юлсан та йĕркеллĕ аталанасси иккĕлентерет: час-часах чирлекен пулать. Çитĕнсе пынă май вăл та пирус серепине çакланать.

Хĕрарăм пирус туртнине хăйĕн ирĕкĕшĕн кĕрешнипе сăлтавлать тăк ачисемпе мăнукĕсем хур кураççĕ. Хĕрсен шухăшĕпе – ирĕклĕ суйлав вĕсен кăна пур.

Чăн та, каччăсене пирус мăкăрлантаракан хĕрпе çыхăну тытма çăмăлрах. Пĕрле туртни çынсене танлаштарать. Арçын савакан çынна пьедестал çинчен шухăшпа çĕре антарать.

Тĕтĕм-сĕрĕме пĕрле явăнтарни мĕн парать-ха; Иккĕшĕ те хăйсене ирĕклĕ туяççĕ, именесси вĕçленет. Каччăсемшĕн кун пек вариант питĕ юрăхлă, хĕрарăмсене хăвăртах парăнтарма май килет.

Арçынсен те хăйсене килĕшекен хĕрарăмăн идеалĕ пур вĕт: вăл туртмасть, çăмăллăнах парăнмасть. Енчен те пике унăн тĕллевĕнчипе пĕр килмест тĕк каччă унпа вăхăта килĕнÿллĕн ирттерет те малалла, ĕмĕчĕ патнелле талпăнать.

Хĕрарăмсен "модăпа килĕшÿллĕ" текен ăнлавĕ арçынсене чăннипех тĕлĕнтерет. Пурнăçран юласшăн пулманнипе вĕсем укçа-тенкĕпе, сывлăхпа кăна мар, илемпе те çăмăллăнах сыв пулашаççĕ.

Асра тытăр:

– Сигаретăн 1-2 пачкинче вилĕм кÿмелĕх никотин "упранать". Пирус туртакана çăлса хăвараканни – çак дозăна вăл организма харăсах мар, пайăн-пайăн кĕртни.

– Пирус туртакан вăтам çын кунне ăна 200 хут ĕмсе илет. Кашни хутĕнче наркăмăшлă 30 ытла япалана ăша ярать.

– Тăтăшах туртакансен 25 проценчĕ çавна пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать.

– 3 уйăх туртнă хыççăн çын пируссăр пурăнаймасть. Хĕрарăмсем ăна хăвăртрах хăнăхса çитеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика