Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕве тулли – тăрă шыв...

15 сентября 2010 г.

Пĕве тулли – тăрă шыв...

Карапай Шăмăршă чăвашĕ Аркадий Петрович Столяров – манăн тахçанхи пĕлĕш. Çулĕсем чылай пулин те (кăçал сакăр вунă çул тултарчĕ), Аркадий Петрович вăр-вар çÿрет-ха. Эрнере пĕрре район центрне те килсе каять. Тепĕр чух редакцие ман пата кĕрсе ял пурнăçĕ çинчен ырă хыпар пĕлтерсе хăварать.

Хальхинче Аркадий Петровичăн сăн-пичĕ хăвел пек çиçнине асăрхарăм.

«Мĕн, ылтăн тупмарăн пуль, Аркади тете;" – ыйтрăм унран шÿтлесе.

"Михалччă, чуна савăнтаракан хыпар пĕлтерем-ха сана", – терĕ мучи ман умри хыçлă тенкел çине меллĕн кăна вырнаçса ларса. Вара сăмахĕсене тирпейлĕн суйла-суйла, васкамасăр калаçу пуçарчĕ.

Кăçалхи çулла ĕмĕрте пулман шăрăх та типĕ çанталăк тăнипе мĕн пур шыв-кур типрĕ, пĕвесемпе кÿлĕсенче те шапа пурăнмалăх та нÿрĕк юлмарĕ. Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсенче пурăнакансем – мĕн ĕлĕкрен йышлă хур-кăвакал усраканскерсем – кăçал çак кайăк-кĕшĕк чĕпписене туянмарĕç. Шывсăр пурăнаймаççĕ-çке вĕсем.

"Пĕр кунхине ялти çырмасене пăхса çÿрерĕм те, чун ыратрĕ,– каласа парать Аркадий Петрович. – Пысăк Хырла урлă та чăхсем каçса çÿреççĕ вĕт. Ĕлĕкрех мĕнешкел чаплă пулă пĕвисемччĕ пирĕн ял йĕри-тавра, шыв арманĕ те ĕçлетчĕ. Халĕ типпе юлтăмăр.

Эх! – терĕм тарăхнипе, нивушлĕ ялта вăй-питти çынсем юлмарĕç-ши; Вара милиционерта ĕçлекен Андрей Алексеев патне кайрăм. Андрей, терĕм, атьăр-ха халăхпа-йышпа Хырла çырмине пĕвелер.

"Вăй çитĕ-ши; – иккĕленчĕ Андрей. – Техника кирлĕ вĕт-ха.

"Василий Федорович Денисовăн бульдозер пур, пĕве пĕвелессине хирĕç пулас çук", – терĕм.

Андрей пĕве тăвас ĕçе çаннисене тавăрсах пуçăнчĕ, тимĕр-бетон пăрăх та тупрĕ. В.Ф.Денисов вара трактор пачĕ, хăй те пычĕ.

Вăркăш урамĕпе Мускавкасси урамĕнче пурăнакансенчен укçа пуçтарса (кам 200 тенкĕ, кам 100 тенкĕ пачĕ) трактор валли солярка туянтăмăр. Пĕве пулмалли вырăна çапă сарса, чул тăкса çирĕплетрĕмĕр, тимĕр-бетон пăрăх вырнаçтарса тăпра купаларăмăр.

Куç умĕнчех пĕве шывпа тулма пуçларĕ. Паян – пĕве тулли тăрă шыв. Хур-кăвакал валли те, ачасене шыва кĕрсе савăнма та, вут-кăвар тухасран сыхланма та питех те аван.

Эпĕ çакна каласшăн: мĕншĕн ытти çырмасене те пĕвелемелле мар-ха; Çĕнĕ Тăрăнта та, хамăр ялта та пĕвесем кирлĕ, халăх вăйĕпе пĕвелеме пулатех. Районти ытти ялсенче пурăнакансене те çырма-çатрасене пĕвелеме чĕнсе калатăп.

Пулă тытмалли, ĕç хыççăн шыва кĕрсе канмалли вырăнсем пулсан, ялсем татах та илемленĕччĕç. Çапла мар-и-ха, Михалччă;"

Аркади тетен сĕнĕвĕпе эпĕ килĕшрĕм, пирĕн ялсенче ун пек харсăр çынсем пурришĕн чунтан савăнтăм. Вăй патăр сана, ырма-канма пĕлмен пĕлĕшĕм!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика