Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăпчăк юрриллĕ, çăл куç кĕввиллĕ...

15 сентября 2010 г.

Шăпчăк юрриллĕ, çăл куç кĕввиллĕ...

Пăчăрлă Пашьелпе Асанкасси ялĕсенче пулса курнă-и эсир; Курман пулсан, нумай çухатнă. Вăрман хĕрринче вырнаçнă çак икĕ ял ытарма çук илемпе, çынсен тараватлăхĕпе палăрса тăрать. Кайса курăр – пĕрре те ÿкĕнмĕр.

Ял поселенийĕн пуçлăхне В.Д. Матвеева хăйне сăмах парар-ха.

– Ял малашлăхĕ – çамрăксенче. Икĕ ялĕпе икçĕр ытла яш-кĕрĕм шутланать. Шкул хыççăнах е салтакран таврăнсан тăван яла юлакансем сахал мар. Атте-анне çĕрĕ, шăпчăк юрриллĕ, çăл куç кĕвиллĕ тăван тăрăх – вĕсемшĕн чи хакли.

Яла юлнă çамрăксене хула пурнăçĕ илĕртмест, "Ялтах лайăх пире", – теççĕ вĕсем.

– Владимир Дмитриевич, хăш-пĕр çамрăк çемьесене ятран асăнаймăр-ши;

– Пăчăрлă Пашьелĕнче Сергейпе Валентина Антоновсен, Александрпа Елена Анисимовсен, Олегпа Вероника Кирилловсен, Юрийпе Елена Ивановсен, Асанкассинче Иванпа Светлана Васильевсен, Петрпа Марина Орловсен, Николайпа Елена Чураковсен, Валерийпа Елена Сесюкинсен тата ыттисен çемйисене ял-йыш хисеплет. Вĕсем ашшĕ-амăшне пулăшма та манмаççĕ, хăйсем валли çурт-йĕр çавăрассишĕн те тăрăшаççĕ.

– Çурт-йĕр тенĕрен, çамрăксене пĕрре те çăмăл мар вĕт-ха...

– Чылайăшĕ ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем пулăшнипе е хăйсен вăйĕпе çурт лартаççĕ е туянаççĕ. Акă Пăчăрлă Пашьелĕнчи Александрпа Мария Шикинсем, Сергейпе Татьяна Романовсем çурт туянчĕç. Асанкассинчи Андрейпе Антонина Алямовсем, Александрпа Вера Старшининсем "Çамрăк çемье" программăна хутшăнма документсем хатĕрлерĕç. Çак икĕ çемье патшалăх пулăшăвне илессе шанса тăратпăр.

– Пăчăрлă Пашьелĕнче пурăнакансем килĕрен тенĕ пекех çурчĕсене шыв кĕртеççĕ. Чăнах та, пысăк çăмăллăх вĕт!

– Тĕрĕс, çак ялта шыв ыйтăвĕ татăлчĕ теме пулать. Асанкассинче "Ĕçмелли таса шыв" программа кăштах каярах – 2012 çулта пурнăçланмалла.

Кашни урамах хытă çул сарасси те – пурнăç ыйтăвĕ. Кăçал Пăчăрлă Пашьелĕнчи Партизан урамне асфальт çул саратпăр. Çак ĕçе октябрь уйăхĕнче вĕçлеме палăртнă.

Икĕ ялта та çуртсене çут çанталăк газĕ ăшăтать, сывлăх, культура, вĕрентÿ, суту-илÿ учрежденийĕсем йĕркеллĕ ĕçлеççĕ.

Ялсенче ача ытларах çурални те савăнтарать. Туйсем те нумайрах кĕрлеççĕ. Кăçал пĕрремĕш класа 17 ача, пĕлтĕрхинчен 5 ача ытларах килчĕ. Эппин, ял пĕтмест, çамрăксем атте-анне çĕрĕ çинче тарăн тымар яраççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика