Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсене кунта аван

15 сентября 2010 г.

ПУЯНКАССИ ял поселенине кĕрекен тăватă ялта та çамрăксем йышлă пурăнаççĕ. Нумайшĕ тăван ялта çурт лартса атте-анне çĕрĕ çинче ĕмĕрлĕхех тымар яраççĕ.

Пуянкассинчи Цыгановсен çамрăк çемйинче икĕ ача – Женьăпа Нина. Кил хуçи – Алексей – строитель, ылтăн алăллă çын. Мăшăрĕ – Алена – килти хуçалăхра тăрăшать. Цыгановсен килти пахчи – пĕтĕм ялшăн ырă тĕслĕх. Кунта темиçе сорт роза тата ытти чечексем çитĕнеççĕ. Йăран çинче дыньăпа арбуз куçа илĕртеççĕ.

Иринăпа Андрей Андреевсен пĕр хĕр пĕрчи – Кристина. Ирина «Шумер» лавккара сутуçăра ĕçлет, Андрей – пысăк кил карти хуçи. Вунă пуç ытла сысна ами çăвăрлаттараççĕ, чунтан тăрăшса ĕçлесе укçа-тенкĕ тăваççĕ.

Андреевсем кирпĕчрен икĕ хутлă çурт туса лартрĕç, часах ăшне кĕме шутлаççĕ.

Кахăрлă Шăхалĕнчи Ефимовсем – Маринăпа Владимир – икĕ ача çитĕнтереççĕ. Дима – ултă çулта, кĕçĕнни – Максим – çулталăкра çеç-ха. Марина, аслă пĕлÿ илнĕскер, ялти «Пучах» ача садĕнче ĕçлет. Владимир стройкăра вăй хурать.

– Пире ял пурнăçĕ килĕшет, – теççĕ çамрăк çемьесем. – Кунта сывлăш та уçăрах, çут çанталăк та илемлĕрех, çынсем те ырăрах. Хулана кайнă çамрăксене те яла килсе пурăнма сĕнетпĕр. Ÿкĕнмелле пулмĕ, телейĕре ялтах тупăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика