Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурчĕсем – урам илемĕ

15 сентября 2010 г.

Çурчĕсем – урам илемĕ

АР ÇЫННА хăйĕн ĕмĕрĕнче çурт лартма, ача çитĕнтерме, йывăç лартса ÿстерме хушнă. Васан ял поселенийĕнчи çамрăк çемьесем çак халала чыслăн пурнăçласа пыраççĕ.

Акă, Евгений Концов çемйи кăçал кирпĕчрен икĕ хутлă, Виктор Краснов çемйи пĕр хутлă çурт хăпартса лартрĕç. Красновсем ăшне те кĕчĕç ĕнтĕ. Çуртсене çут çанталăк газĕ ăшăтать, шыв кĕртеççĕ, канализаци тăваççĕ. Хуларинчен пĕрре те кая мар.

Кăçал виçĕ ялĕпе тăхăр çемье çĕнĕ çурт е хушма çурт турĕç, стройматериал туянаканнисем тата та нумай.

«Çамрăк çемье» программăпа çурт-йĕр çавăрас тĕллевлĕ 14 çемье кирлĕ документсем хатĕрлесе пачĕ.

Юлашки çулсенче ялсенче ача ытларах çурални те – малашлăхăн ырă палли. Пурне те ача сачĕнче вырăн тупса паратпăр. Кунта пурнăçпа кану условийĕсем хуларинчен пĕрре те кая мар. Çамрăк çемьесене садик ыйтăвĕ пĕрре те пшăрхантармасть, çавна пулах икĕ е виçĕ ачаллă çемьесем те нумайланса пыраççĕ.

Çакна та палăртмалла: çамрăксем хăйсен çурчĕсене пĕринчен тепри илемлĕрех, хăтлăрах тăваççĕ. Çапла вара ялсем çулсерен илемленеççĕ, хула сăнне илеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика