15 сентября 2010 г.
ЯЛА юлас текен çамрăксене хăйсен ĕçне пуçарса яма, хушма хуçалăха аталантарма халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр нумай пулăшать, ятарлă программăпа килĕшÿллĕн 58 пин тенкĕ укçа уйăрса парать. Çак çăмăллăхпа усă куракансем вара районта сахал мар – çакăн чухлĕ укçа пĕлĕтрен татăлса анмасть вĕт-ха.
Вăл е ку ĕçе пуçарса яриччен çамрăксен нумай шухăшлама тивет: усă курнă нухрат хăй хакне саплаштарĕ-и; Çавăнпа вĕсем аслисемпе те канашлама тăрăшаççĕ. Ват çын ăсĕ тăватă çын ăсĕ тени нумай чухне чăннипех те тÿрре тухать.
Мĕн пытармаллм: юлашки вăхăтра мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ чакма тытăнни сисĕнме пуçларĕ. Тен, çакна шута илсех-и Палтиелĕнчи Ильдизар Минигалиев пуçне çакнашкал шухăш пырса кĕнĕ: «Кун пекех пулсан, малашне аш-какайсăр, сĕт-çусăр тăрса юлмăпăр-и;». Вăл вара çийĕнчех халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра васканă, хăй çак тĕлĕшпе ĕçлеме кăмăл тунине пĕлтернĕ.
Тепĕр чух сысна та – йысна. Шăмăршăри Николай Тукмаков та малашне вĕсене ĕрчетес тĕллев тытнă. Хуçалăхра нăрик-нăриксен йышĕ хутшăнсах пырать ĕнтĕ. Пыра-киле тупăш пуласси те куç кĕретех.
Кăçал, çанталăк условийĕсене кура, сиплĕ пылак продукци – пыл – сахалтарах пулчĕ. Тен, çитес çу кунĕсем ăнăçлăрах пулĕç; Апла пулсан, пыл хурчĕсене ĕрчетмеллех. Кивĕ Чукалти Екатерина Чамеева та малашне ку тĕлĕшпе ĕçлес кăмăллă.
Шăмăршăри Татьяна Улюкина вара предприниматель ĕçне йĕркелесе янă. Парикмахерски уçнă. Клиентсем ун ĕçĕпе кăмăллă. Çĕнĕ Шăмăршăри Лев Кудряшов та унпа пĕр шухăшлă. Вăл çакна шута илнĕ: тепĕр чух, уйрăмах канмалли тата уяв кунĕсенче, район центрĕнче çăкăр-булка изделийĕсем çитсех кайманни сисĕнет. Апла пулсан, малашне шăмăршăсемшĕн кулачă, кăлинтăр çителĕклĕ пулас шанăç пур. Кукăль-пÿремечсем те туянакансене вăрах кĕттермĕç.
Халĕ нумай çыннăн хăйĕн автомашина пур. Çапли çапла-ха та, руль пăркалама пĕлни çеç çын ăста водитель пулнине пĕлтермест-çке. Техникăн – хăйĕн вăрттăнлăхĕсем: питех уяса кайман çыншăн паян лайăхах чупакан машина ыран чăхăмлас, вырăнтан та хускалаймасть хăрушлăх та çук мар. Кун пек чухне камран пулăшу ыйтмалла; Хуравĕ пĕрре – çул СТОна выртать. Çакна шута илсе, Шăмăршăра пурăнакан Дмитрий Краснов халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшнипе техникăна пăхса тăракан тата юсакан пункт уçма кăмăл тунă.
Кунта çакна каласа хăварни те вырăнлă пулĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр кăçал 94 çынна харпăр-хăй ĕçне йĕркелесе яма, килти хушма хуçалăха аталантарма 58-шар пин тенкĕ укçа уйăрса пама палăртнă. Хальлĕхе çак çăмăллăхпа 87 çын усă курма пуçланă.
Тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсене пĕтернĕ, ĕç тупайман çамрăксене те пулăшма хатĕр центр. Кунта тĕрлĕ вакансисене сĕнеççĕ. Сăмахран, районти тĕп больницăна тухтăрсем кирлĕ. «Чувашия «Поддержка» страхлакан фирмăн Шăмăршăри уйрăмĕн те, малашне, тен, çĕнĕ ертÿçĕ пулĕ. «Коммунальник» МУПра та, 44-мĕш аптекăра та, «Сувар» ОООра та çамрăк специалистсене хаваспах кĕтеççĕ. Ытти предприятисемпе организацисенче те ваккантлă ĕç вырăнĕсем пур.