15 сентября 2010 г.
ФЕДЕРАЦИН август пуçламăшĕнче йышăннă саккунĕ тăрăх амăшĕн капиталĕн укçипе хваттер условийĕсене лайăхлатма усă курассине ансатлатнă.
Суту-илÿ килĕшĕвне çирĕплетсе çемье капиталĕн укçине пĕрремĕш взнос хывмашкăн куçариччен ку таранччен темиçе уйăх иртнĕ. Çурт-йĕр сутакан вара çак вăхăт иртиччен кĕтмен. Заявление пăхса тухмалли срока халĕ 2 уйăха хăварнă. Унсăр пуçне патшалăх тÿлевне çурт строительствине е унăн реконструкцине ятарлă подряд организацийĕсене хутшăнтармасăрах яма юрать. Кун пирки РФ Пенси фончĕн Шăмăршă районĕнчи управленийĕн ертÿçи О.В.НИКИФОРОВА тĕплĕнрех каласа пама килĕшрĕ.
– Амăшĕн капиталĕ пулăшнипе хваттер условийĕсене мĕнле лайăхлатмалла;
– Ăна ипотека кредичĕ илнĕ чух малтанхи взнос тÿлеме, иккĕмĕш рынокра туяннă хваттершĕн хывма е пĕрремĕш рынокра пая кĕрсе строительствăна кĕнишĕн саплаштарма яма юрать. Çавăн пекех унпа çурт-йĕр кооперативне кĕнин взносне татма пулать. Паллах, капитал ирĕкне илсе килнĕ ача çуралнă (усрава илнĕ) хыççăн виçĕ çул иртсен ĕнтĕ.
Унăн ÿсĕмне пăхмасăр, вăл çут тĕнчене киличченех (ăна усрава иличченех) çурт туянма е туса лартма илнĕ ипотека кредитне татма пулать. Укçапа пĕтĕмпех е унăн пĕр пайĕпе çак тĕллевпе усă курма юрать. Кредита хĕрарăм е упăшки ячĕпе йĕркеленĕ пулсан та. Укçана тĕп парăма тата процентсене тÿлеме, çав шутра вăхăтра татайманнишĕн те (анчах штраф е пени валли мар) тăккалама юрать.
– Амăшĕн капиталĕн укçипе ипотекăна мĕнле татмалла;
– Чи малтанах Пенси фончĕн хамăр районти территори органĕнче çемье капиталĕн сертификатне илмелле. Заемщикăн банка (е кредитăн ытти организацине) заявлени çырмалла: ипотекăшăн çемье капиталĕн укçине хывасси пирки пĕлтермелле те юлнă парăм пирки справкине (унта укçа куçармалли реквизитсем пулмалла) пĕрле памалла. Ыйтăва татса пани çинчен пенси служби сире пĕр уйăхран хыпарлать. Ун хыççăн, пĕр уйăх иртиччен, вăл укçана банка куçарать.
Сăмах май, амăшĕн капиталĕпе харпăр хăй çуртне лартмашкăн усă курма ирĕк паракан нормативлă актсене правительствăра çывăх вăхăтрах йышăнмалла.