15 сентября 2010 г.
ТĂВАН çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕ, хăйĕн пĕтĕм пурнăçне ачасене пĕлÿ парас ĕçе халалланă Михаил Васильевич Ермошкин çуралнăранпа паян 90 çул çитрĕ.
М.В.Ермошкин 1920 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче Тури Чаткас ялĕнче çуралнă. 1941 çулта Хусан университечĕн биологи факультетне «питĕ лайăх» паллăсемпе пĕтернĕ. 1942-1943 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, йывăр аманнă хыççăн ăна çартан хăтарнă. Вăрçăран таврăннăранпа мĕн ватăличчен – 40 çул ытла Шăмăршăри вăтам шкулта ачасене вĕрентнĕ. Фронтри тата мирлĕ ĕçри хастарлăхшăн ăна «Паттăрлăхшăн» тата ытти медальсемпе, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Хисеп грамотисемпе наградăланă.
М.В.Ермошкин 1993 çулта вилнĕ.
Паянхи номерте эпир М.В.Ермошкин пирки унăн вĕренекенĕ пулнă çынсем каласа панине пичетлетпĕр.
Н.Д.ИСАЕВ, ĕç ветеранĕ, хальхи вăхăтра Куславкка районĕнчи Энтри Пасар ялĕнче пурăнать:
– 1952 çулта, Тутарстанри Матак шкулĕнчен вĕренсе тухсан, Шăмăршă вăтам шкулне кайса кĕтĕм.
Вăхăчĕ питĕ йывăрччĕ, вăрçă пĕтнĕренпе 7 çул çеç иртнĕ вĕт-ха. Вĕреннĕшĕн 300 тенкĕ тÿлемеллеччĕ. Манăн атте, ĕç армийĕнче службăра тăрса хĕне кайнăскер, йывăр чирлесе çĕре кĕчĕ. Вăл фронтовик шутланмастчĕ, çавăнпа та мана нимĕнле çăмăллăх та паман.
Укçа тÿлейменнипе, эпĕ шкултан пăрахса кайрăм. Темиçе кунтан пирĕн яла Шăмăршăри перекет кассин лашипе М.В.Ермошкин учитель пычĕ, мана лав çине лартса каялла шкула илсе кайрĕ. Вĕреннĕшĕн тÿлеме, ман валли учительсем укçа пуçтарса панă иккен.
М.В.Ермошкина эпĕ чун-чĕререн, атте вырăнне хурса юрататтăм. Унăн кашни сăмахне ăса хураттăм, яланах ун пек пулма тăрăшаттăм. Хими предмечĕ те маншăн чи юратнă предмет пулнă.
1956 çулта эпĕ Ульяновскри ял хуçалăх институтне вĕренме кĕтĕм, 1961 çулта ветврач специальноçне илсе тухрăм. Тивĕçлĕ канăва кайичченех выльăх-чĕрлĕхе сиплерĕм. Ĕмĕр тăрăшшĕпех М.В.Ермошкинăн таса чĕререн каланă сăмахĕсене асра тытса пурăнатăп: «Чи кирли – çын пулăр... Çынлăха упрăр».
В.Н.КУЗНЕЦОВ, ĕç ветеранĕ, Çĕнĕ Тăрăн ялĕ:
– Аллă сакăр çул каялла – сентябрĕн 1-мĕшĕнче – Шăмăршă шкулĕнче вĕренме пуçларăм. Урок пуçланнине пĕлтерсе шăнкăрав янăрарĕ. Эпир шăпланса та çитменччĕ, класа аллине журнал тытнă учитель кĕчĕ те пире сывлăх сунчĕ. Хăйпе паллаштарчĕ: Михаил Васильевич Ермошкин. Вăл пирĕн класс ертÿçи иккен тата хими предметне вĕрентет.
Пирĕн класра Энтĕрьел, Карапай Шăмăршă, Çĕнĕ Тăрăн ачисемсĕр пуçне Чаткас тата Тутарстанри Ишлĕ Матак ачисем те вĕренетчĕç. Михаил Васильевич пире пĕр-пĕринпе туслă пулма, учительсене тата юлташсене хисеплеме вĕрентетчĕ.
Хими учителĕ пулнă май, вăл пире хăйĕн предмечĕпе тарăн пĕлÿ пачĕ. Çавна пулах института кĕнĕ чух конкурс витĕр çăмăллăнах тухрăм.
Шкул пĕтернĕренпе 25 çул çитнĕ май М.В.Ермошкинпа каллех тĕл пултăмăр. Михаил Васильевич пирĕн класпа тĕл пулнăшăн чĕререн савăнчĕ.
2005 çулта, шкул пĕтернĕренпе 30 çул çитнине уявлама пуçтарăнсан, М.В.Ермошкинăн вил тăприйĕ çине кайса чечек кăшăлĕ хутăмăр. Ăна тепĕр хут чун-чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе тав турăмăр.
Р.У.РАКИПОВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, ĕç ветеранĕ:
– Эпĕ Шăмăршăри вăтам шкултан 1957 çулта вĕренсе тухрăм. Паллă ĕнтĕ, кашни вĕренекенĕнех юратнă учительсем пур. Манăн та хисеплĕ те юратнă учительсем пулнă, вĕсенчен пĕри – Михаил Васильевич Ермошкин.
Мĕншĕн килĕшетчĕ-ха вăл мана; Хăйне çав тери йĕркеллĕ тытнипе, сăпайлăхĕпе, вĕренекенсенчен çирĕп ыйтнипе. Ачасене çитĕннĕ çынсемпе тан хурса хисеплетчĕ, яланах тĕрĕслĕхшĕн çунатчĕ.
Учителĕ мĕнле, вĕренекенĕсем те çапла. Эпĕ, учителе юратнă май, хими предметне юратса пăрахрăм. Михаил Васильевичăн урокĕсенче илнĕ тарăн пĕлÿ мана шкулти тата Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи экзаменсене «5» паллăпа тытма пулăшрĕç, çавăн пекех эпĕ питĕ лайăх воспитани те илтĕм.
М.В.Ермошкина эпĕ пысăк сас паллисемпе çырмалли Учитель тесе хаклатăп. Эпир ăна юлашки çула 1993 çулхи сентябрьĕн 1-мĕшĕнче ăсатрăмăр. Уяв кунĕ пулин те, пĕтĕм шкул хисеплĕ учительшĕн хурланса куççуль юхтарчĕ.
Çулсем иртĕç, Михаил Васильевичăн ырă ячĕ пирĕн асран тухмĕ.
О.А.МУЛЬДИЯРОВА (СЕМЕНОВА), педагогика ĕçĕн ветеранĕ:
– Михаил Васильевич Ермошкинăн çутă сăнарĕ паян та манăн куç умĕнче. Ырă кăмăллă, сăпайлă, тĕрĕс çынччĕ вăл.Ачасене чунтан юрататчĕ.
Эпĕ Шăмăршă шкулĕнче 1955 çулта вĕренме пуçларăм. М.В.Ермошкин манăн класс ертÿçиччĕ, чи юратнă учительччĕ.
Михаил Васильевич талантлă педагогчĕ, хими предметне çав тери ăста, питĕ пултаруллă вĕрентетчĕ. Çавна пулах эпĕ те химие суйласа илтĕм, çак наукăна хамăн пĕтĕм пурнăçăма халалларăм.
1968 çулта тăван шкулта хамăн наставникпа юнашар хими предметне вĕрентме тытăнтăм. Михаил Васильевич мана пĕрмай пулăшатчĕ, уроксене интереслĕ ирттерме вĕрентетчĕ. Эпĕ, унран тĕслĕх илсе, Михаил Васильевич пек ĕçлеме тăрăшаттăм.
Пурнăçăмра М.В.Ермошкин пек Учителе тĕл пулнишĕн эпĕ шăпама паян кун та тав тăватăп.