Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Хаксем", – тесен, сехре ан хăптăр...

18 сентября 2010 г.

ТЕПĔР ЧУХ ял хуçалăхне нимĕн вырăнне те хумаççĕ пулин те, çĕр-шыв ялсăр пурăнайманни – чăнлăх. Мĕншĕн тесен çăкăр та, аш-какай та, сĕт-çу та кашни кунах кирлĕ. Депутатсем те, министрсем те чăн малтан алла çăкăр тытаççĕ. Шăрăх та типĕ çанталăка пула уй-хирте акни-лартни кĕтнĕ пек çитĕнеймерĕ, çакă пасарти тата лавккасенчи апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсене ÿстерсе ячĕ. Паллах, тавар туянакансем кăмăлсăрланаççĕ, хаксем ÿсни халăхăн пурнăç шайĕ чакасси патне илсе çитерет-çке.

Чăваш Республикин Президенчĕ М.В.Игнатьев районсенче пулнă чух социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсене сăлтавсăрах ытлашши ÿстерсе янине те палăртать, вырăнти влаçа хаксем ÿсессине çирĕп контроллесе тăма хушать. Мĕнлерех-ха ку тĕлĕшпе пирĕн районти лару-тăру; Хаçат корреспонденчĕ район пуçлăхĕпе В.П.Фадеевпа тĕл пулсан чăн малтан çак ыйтупа интересленнĕ.

– Михаил Васильевич Игнатьев Президент пирĕн районта пулса кайнă хыççăнах ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе, предпринимательсемпе, суту-илÿшĕн яваплă çынсемпе канашлу ирттертĕмĕр, унта социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсене саккунпа палăртнă виçерен ытла ÿстерме юраманни çинчен çивĕч калаçу пычĕ.

Çавăн пекех хаксем ÿсессине тата суту-илÿ ĕçне йĕркелесе тăма штаб туса хутăмăр, ăна район пуçлăхĕ ертсе пырать. Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕнче те хаксене контроллесе тăрассине лайăхлатма йышăнтăмăр.

Район администрацийĕн экономика пайĕ кашни эрнерех суту-илÿ точкисенчи хаксен мониторингне ирттерет, ăçта та пулин хаксене сăлтавсăрах ÿстернине тупса палăртсан çийĕнчех мерăсем йышăнатпăр.

– Президент муниципалитет нушисем валли тĕрлĕ таварсем туянассине тухăçсăр йĕркеленĕшĕн районти вĕрентÿ пайĕн, тĕп больницăн тата ача сачĕсен ертÿçисене хытă критикленĕччĕ. Вĕсене явап тыттарнă-и;

– Вĕрентÿ пайĕн, тĕп больницăн тата тăватă ача сачĕн ертÿçисене, тĕп бухгалтерĕсене выговор панă, больницăн экономистне ĕçрен хăтарнă. Бюджета кÿнĕ тăкаксене вĕсем тавăрса пачĕç. Халĕ шкулсемпе больница, ача сачĕсем валли апат-çимĕç продукчĕсене мĕнле хакпа туяннине районти штаб хăй контроллесе тăрать. Закупка хакĕсен мониторингне кашни эрнерех ирттеретпĕр. Бюджет укçи-тенкине тĕлсĕр салатма памăпăр.

Тепĕр хут çакна палăртатăп: хăш-пĕр предпринимательсем социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç хакĕсене ÿстерсе яни вырăнсăр. Халăх нуши çинче тупăш тума тăрăшни çынлăхпа килĕшсе тăмасть. Район территорийĕнче спекуляцие вăй илме çул пулмĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика