Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿс, кашла, савăнтар!

18 сентября 2010 г.

КĂÇАЛХИ çу вăрманçăсемшĕн те çăмăл пулмарĕ: çанталăк шăрăх та типĕ тăнăран, вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх чрезвычайлă лару-тăру шайне çитрĕ.

– Апрельтен пуçласа сентябрьччен çак шайра пурăнтăмăр. Никам та канăç мĕнне пĕлмерĕ, – тет Шăмăршă лесничествин директорĕ В.Петьков. – Работниксем кунĕпе тенĕ пек вăрмантан тухман, каçхи тапхăрта та тĕрĕслевсем ирттернĕ.

Вут куçне – шыв, теççĕ. Çак чăнлăха кунта кашни çулах тĕпе хураççĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вăрман ĕçченĕ В.Ванюшин ертсе пыракан пушар хăрушсăрлăхĕн служби сезона тĕплĕн хатĕрленнĕ. Сыхлавпа тимлĕх вăрманта вут-кăвар тухнă икĕ пысăках мар тĕслĕхе вăхăтра сирсе яма май панă. Ертÿçĕ çакăншăн пурне те тав тăвать.

Вăрман ĕçченĕсем халăхпа та тăтăшах тĕл пулаççĕ, асăрханулăх пирки калаçу ирттереççĕ. Усси куç кĕретех: шăрăхра çынсем вăрмана питех кайса çÿремен.

Вăрманта турпас сирпĕнмесĕр пулмасть теççĕ. Участоксенчи патшалăх инспекторĕсем-вăрман мастерĕсем ку тĕлĕшпе те тимлĕ. Кăçал йĕркене пăсса йывăçсене каснă пĕр тĕслĕхе те регистрацилемен.

Вăрман та ватăлать, çавăнпа ăна çĕнетсех пымалла. Çĕнĕ хунавсем лартмалла. Кăçал вăрман хуçалăхĕнче пĕтĕмпе 100 гектар лăсăллă йывăçсен хунавĕсене лартса хăварнă. Типĕ çанталăк ку тĕлĕшпе те ура хуман мар – шăрăха пула хăш-пĕр хунавсем вăй илеймесĕр вăхăтсăр типсе хăрнă. Вăрман – анкарти мар, кашни тĕме шăварса тăма май çук. Хăрнă хунавсене вара çĕнетмех тивет – унсăрăн çамрăк вăрман çĕкленеймĕ.

Çу каçа питомникре те алă усса ларман. Н.Эсливанова ертсе пыракан пĕчĕк ушкăнах пысăк ĕç тăвать, кашни çулах пиншер те пиншер хунав ÿстерет. Вĕсем вăрмана çĕнетме те, ытти регионсене пулăшма та çителĕклех. Кăçал кăна кунта пĕр гектар çурă лăсăллă йывăçсен вăрлăхĕсене акса хăварнă. Малтан лартнă хунавсем те начар мар çитĕнеççĕ.

Шăмăршă лесничествинче вăрмансем 70 пин ытла гектар шутланаççĕ, хамăр районта кăна виçĕ лесничество. Кунсăр пуçне, Комсомольски районĕнче тепĕр лесничество, Патăрьел районĕнче – виçĕ участок лесничестви. Çакăн чухлĕ пуянлăха сыхлама, упраса хăварма сахал мар вăй хума тивет. Юрать-ха, кунта хăйсен ĕçне чун-чĕререн парăннă çынсем ĕçлеççĕ. Владимир Александрович, сăмахран, Шăмăршă лесничествинчи В.Чураев, Палтиел лесничествинчи А.Алеев патшалăх инспекторĕсене-вăрман мастерĕсене уйрăмах ырăпа асăнчĕ, çавăн пекех вăрман ĕçченĕсене, хисеплĕ ветерансене професси уявĕ ячĕпе хаçат урлă саламлама ыйтрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика